АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕмерти фермер

12 августа 2014 г.

Тĕмерти фермер

 

-Каçарăр та, миçемĕш çулхиччĕ-ха эсир?-ыйтрăм Тĕмерти хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕнчен Леонид Васильевич Канясевран.

-1948 çулхи эпĕ, утмăл улттăра.

-Çамрăк-ха, çамрăк,- терĕм те, иксĕмĕр те, темĕншĕн хавхаланса, харăссăн тенĕ пек кулса ятăмăр.

Пур ĕçе те ĕлкĕрет Леонид Васильевич. Шăм-шак йывăрлансан, унашкал вăшăл-вашăл пулаймăн. Çу каçа çĕр ĕçĕнче вăй хурать вăл. Икçĕр гектар ытла сухаласа ĕлкĕрнĕ вăл паянхи куна кĕрхи тĕш тырă культурисем акмашкăн та. Кăнтăрла та, çĕрле те тăрмашать. Пăхатăн та - трактор çути уйра. Кам пулма пултарать-ха ку? Никам та мар, Канясев. Вăхăчĕ вĕт-ха, çур çĕр... Çапла ĕçле-ĕçлех, гектарсене хуша-хуша пырсах, Мучар енчи тем анлăш уя хуратрĕ вырмана тухиччен. Хăмла пахчи çумĕнчи уя та кăпкалатса ĕлкĕрчĕ. Малтан дисклă сỹре кăкарса тухрĕ унта, кайран плуг çаклатрĕ. Чăннипех те ỹсĕнет ĕçлесен.

Хăй тĕллĕн 2006 çултанпа тăрăшать вăл çапла. Сакăр çул каялла йĕркелесе янă вăл хресчен-фермер хуçалăхне. Унччен те ялтах пулнă. Трактор чуптарнă, комбайнпа тырă çапнă, трактор бригадин бригадирĕнче те çỹренĕ хăй вăхăтĕнче. Астăватăп, комбайнпа маттур ĕçлетчĕ вăл, тăван хуçалăхĕнче çеç мар, районта та малтисен шутĕнчеччĕ Леонид Васильевич. Вăл çеç мар, унпа пĕрле тăрăшакан пĕр тăванĕсем те хастарччĕ. Халĕ авă хăй, хуçалăх йĕркелесе, тырă-пулă акса тăвать, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Сăвакан ĕнесем кăна вуннă унăн. Çĕр çынни вăл, çавăнпа çĕр ĕçĕнчен хăпаймасть. Çăмăл мар ку, хресчен ĕçĕ. Анчах унăн шăпах çак ĕçе чун выртать. Эрех ĕçсе айкашмасть, пирус туртмасть, пĕтĕм пурнăçне хăй ĕмĕрлĕх суйласа илнĕ ĕçе парать. Пурте хаклă халь - техника, запас пайсем, топливо, удобрени... Пурпĕр алă усмасть.

Кĕлетре тырă пуррине пĕрех нимĕн те çитмест. Тыррăн хакĕ йỹнĕ пулсан та! Акă кĕрхи ыраша алласа кĕртнĕ кĕлете, юнашарринче - кĕрхи тулă. Сутса ĕлкĕреймен-ха, анчах ăсатасшăн пĕр пайне. Малтанлăха калаçса татăлнă, терĕ, туянакансемпе. Сĕлĕ те çапнă кăштах. Анчах чарăннă, нỹрлĕрех. Сортировка шăпах сĕлĕ купи умĕнче ларатчĕ эпĕ йĕтеме пынă чухне. Леонид Васильевич хăй те унтахчĕ, сортлакан машинăна майлаштарса яратчĕ. Сортировкăпа та, комбайнпа та хăй вăл. Комбайнне лартсан, тракторпа. Кăçал малтанхи культурăсене чутейсем çапса панă "Палессе 812" комбайнсемпе. Хире-хирĕç. Канясев çулмалли курăк лаптăкĕсем панă "Чутеевский" хуçалăха. Курăк çитмен чухне вĕсене те пысăк пулăшу - ĕнен сĕчĕ чĕлхе çинче-çке. Тен, тата та пулăшĕç пĕр-пĕрне. Канясевăн, сăмахран, тырă çапса илмелли уйсем сахал мар. Пĕр комбайнпа ĕлкĕрме çăмăлах пулмĕ. Сĕлĕ те, урпа та, вăрлăхлăх вика та, çурхи тулă та çапса тĕшĕлессе черет кĕтеççĕ.

Çапах та пуç усмасть фермер. Кĕрхи тĕш тырă культурисене те пĕр икçĕр гектар патнелле акса хăварас шухăшлă çитес çул валли. Çĕрĕ хатĕр терĕмĕр, вăрлăхсем пур: ыраш та, кĕрхи тулă та. Тулла сортласа типтерленĕ çĕрте мăшăрĕ, Зоя Петровна, Лилиана Николаевна Беляева, Нина Архиповна Иванова, Надежда Михайловна Анисимова тăрăшаççĕ. Комбайн-трактор юсанă çĕрте Геннадий Ильич Адреев тăрмашать. Тухăç пирки калаçма вара иртерех пулĕ, мĕншĕн тесен 340 гектартан пысăк пайĕ уйра вĕт-ха. Тунари тырă пỹлмери мар. Хальлĕхе кĕрхи тулă аванрах кĕнине каларĕ. Курăксем тенĕрен, вĕсем 108 гектар çинче. Çулса рулонланă пĕрремĕш хутне. Хăйне валли хатĕрленисĕр пуçне "Акконд-агро фирма" общество туяннă, чутейсем валли те пай кăларнă.

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене пурне те вăхăтра туса ĕлкĕресси тырра вăраха ямасăр пухса кĕртнинчен нумай килет ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен вăл сахал мар. Çапах та Канясев çитес çул акмалли уйсене кăçалах кĕркунне сухаласа е кăпкалатса хăварма ĕмĕтленет. Кашни çулах çапла тума тăрăшать вăл. Çакă лайăх енĕ унăн. Каннă е люцернăна пăснă уйсене ытларах акать, курăксене те çĕнетсе пырать. Имçамсемпе вара туслах мар. Паллах, тракторсем те, ытти техника та пур фермерăн, ĕç опычĕ те пĕчĕк мар. Çакăнпа пĕрлех унăн хăйĕн курăм ĕç çине. Çавăнпа пурне те шута илсе йĕркелесе пыма тăрăшĕ вăл хуçалăхне малашне те.

И.ГЛАДКОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.В.Канясев сортировкăпа тăрмашнă вăхăтра.

Сăн ỹкерчĕкĕ авторăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика