АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей - спорт патшалăхĕ"

12 августа 2014 г.

 

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11 кунĕсенче Шупашкарта пĕтĕм халăхсем хушшинчи "Раççей - спорт патшалăхĕ" форум иртет. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йышăну кăларнă. Асăннă документа Чăваш Республикинче Пăр керменĕ уçнă вăхăтра алă пуснă. Спортăн паянхи кунпа килĕшỹллĕ объектне уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Массăллă спорта аталантарас тата ачасене физкультурăпа туслаштарас енĕпе Чăваш Енре чылай ĕçлеççĕ. Физкультурăпа спортăн 24 комплексне хута янă. Çавна май çынсем спорта ытларах тимлĕх уйăрма пуçланă (35,9 процент).

Республикăри спорт шкулĕсен материалпа-техника базине çирĕплетес тĕллевпе те тивĕçлĕ мера йышăннă. Малтанхипе танлаштарсан, 2012 çулта спорт шкулĕсене финансласси лайăхланнă. Чăваш Республики физкультурăпа спорт тĕлĕшпе 2013 çулта РФ Правительствин наци премине илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш çĕр-шывĕн тĕп хулинче "Раççей - спорт патшалăхĕ" форума пиллĕкмĕш хут йĕркелеççĕ. Малтан Хусанта (2009 ç.), Мускавра (2010 ç.), Саранскра (2011 ç.), Якутире (2012 ç.) пулнă асăннă пысăк мероприяти.

Пирĕн районта та физкультурăпа спорта аталантарассипе чылай тăрăшаççĕ. Темиçе çул каялла Тăвай ялĕнче "Аль" спорткомплекс ĕçлеме пуçлани те çирĕплетет çакна. Вăл çынсене аван тивĕçтерет. Эрне хушшинче спорткомплексра 617 çын пулнă, сывлăх кунне 230 ĕçчен хутшăннă.

Утă уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Унта вĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем хускатнă. Вăл çỹллĕ шайра иртни çинчен кăтартса парать те ĕнтĕ Шупашкарта "Раççей - спорт патшалăхĕ" пысăк форум йĕркелеме йышăнни. Эппин пирĕн, чăвашсен, ытти халăхсене кăтартмалли те пур.

В.ВАСИЛЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика