АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Украинăран килекенсене пулăшса

12 августа 2014 г.

 

Виçĕмкун МЧСăн ятарлă самолечĕпе Симферопольтен Шупашкара тепĕр 112 Украина çынни, çав шутра 34 ача, килсе çитнĕ. ИЛ-76 самолет çинче вĕсемпе пĕрле МЧС сотрудникĕсем тата медицина работникĕсем пулнă.

Шупашкарти аэропортра вĕсене Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп Управленийĕн начальникĕн çумĕ Юрий Антонов полковник ертсе пыракан оперативлă пулăшу ушкăнĕ кĕтсе илнĕ, унта Украина çыннисене вăхăтра кирлĕ пулăшу пама МЧС психологĕсем тата медицина работникĕсем пĕрле пулнă. Хăйсен ялан пурăннă вырăнĕсенчен ирĕксĕртен куçса килме тивнĕ Украина çыннисене вăхăтлăх пурăнмалли пункта илсе çитернĕ.

Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Украина çыннисене пулăшма ятарласа Памятка та туса хатĕрленĕ, унта статуса легализацилес, медицина пулăшăвĕ илес, ĕçе вырнаçас тата ытти ыйтусемпе информацисем вырнаçтарнă.

Гуманитари пулăшăвне çак адреспа - Шупашкар хули, 324 Стрелковăй дивизи урамĕ, 21 а çурт - социаллă пулăшу паракан комплекслă центр базинче йышăнаççĕ. Чăваш Ене килекен Украина çыннисене пулăшма "Хĕрỹ лини" талăкĕпех ĕçлет: Ç7 (8352)51-27-80. Украинăра политика лару-тăрăвĕ йĕркелениччен кунта килнĕ çынсене харпăр хăй çемйисенче усрама кăмăл тăвакансен çак телефонсемпе - Ç7(8352)26-13-26, 62-13-60 тата soс12@cap.ru электронлă почтăпа пĕлтермелле. Миграци законодательствин ыйтăвĕсемпе телефонпа: Ç7(8352) 62-03-52 тата электронлă почтăпа - soс12@cap.ru, ĕçе вырнаçас ыйтупа Ç7(8352)55-53-40 телефонпа çыхăнмалла.

Чăваш республикинчи хĕрарăмсен совечĕн ыр кăмăллăх фончĕ хăйсен ялан пурăннă вырăнсенчен куçса килнĕ Украина çыннисене адреслă пулăшу пама укçа-тенкĕ пухать. Укçа куçарса памалли реквизитсем:

428000, г. Чебоксары, пл. Республики, д.2, оф. 119

ИНН 2130999669, КПП 213001001

р№с 40703810875000000039

в ОАО "Сбербанк России" Чувашское отделение

№8613

К|с 30101810300000000609

БИК 0499706609

Назначение платежа: "помощь беженцам Украины".

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика