АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ăшă Çуркуннене кĕтсе илтĕмĕр

10 марта 2015 г.

 

Кaçал районта хeле aсатмалли уява иртнe шaматкун, пуш уйaхeн 7-мeшeнче йeркелерeç. Тaвай ен 80 çул тултарнине, Аслa Çeнтер? тунaранпа 70 çул çитнине халалланa мероприятисем ялсенче пурaнакансене самаях хавхалантараççe халь.

Çуркуннехи пeр-ремeш уяв йaлана кeнe пек район центрeнчи культура çурчe умeнче пулчe. Суту-ил? тумалли, вaйa-кулa, тeрлe конкурс ирттермелли вырaнсене малтанах юртан хырса тасатнa, пeчeк ялавсемпе капaрлатнa. "Сывa-и, Çуркунне?" тата "Сывa пул, хeл!" тесе çырнa икe тaвайкки тунa юртан купаласа, улaхма картлашкасем те пур. Программа пуçланиччен ача-пaча хeвeшрe кaна вeсем çинче. Пeрисем ярaнса анма кaна eлкeреççe, теприсем хыççaнах вирхeнсе анаççe.

Хeл карчaкки кaçал уйрaмах капaр, симeс тeслe кeпе тaхaнтарнa aна. Кeске пальтопа вaл, пуçне тутaр çыхнa, шарфe те пур тата унaн.

"Тaвайри кооператив" потребобщество тавар туянакансен кaмaлне çeклессишeн темиçе кун çывaрмасaр eçленe пуль? Çaкaрпа булка изделийeсен куравe пуян ассортиментлa ав. Тортсем еплерех илeрт?ллe, вунa ытла тeрлe те пур вeсем суту-ил?ре. Шашлaк шaрши сaмсана кaтaклать. Çынсем хапaлласах туянаççe кооператорсем сeнекен изделисене.

Хaйсен таварeсемпе уйрaм çынсем те савaнтарчeç уявра. Йывaçaн п?рне хулaнaш тураттисене касса, хeрарaмсен ячeсемпе aшa сaмахсем çырса тунa ручкaсемпе ытти япаласем сутакан умeнче çынсем чылайччен тaчeç.

Ача-пaча валли аттракционпа карусель те хатeр, ытти вaйaсене те выляттараççe вeсене.

Юмахсенчи тeрлe сaнарсем, ç?çеллe тутaр çыхнa хeрарaмсем, алла-аллaн тытaнса вaйa карти йeркелерeç кeçех. Еплерех хитре! Культура çурчe çывaхeнчи сцена умeнчи шурa юр çинче тeрлe тeслe чечексем шaтса тухрeç тейeн çав! Патша хeрне култарма май килнe хыççaн тин Хeл (Р.Маркова) кайма килeшрe. Çуркунне (Н.Иванова) килсе çитрe.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке тухрe кeçех сцена çине. "Эпир паян хeле aсататпaр. Çуркуннехи пeрремeш уяв вара - пeтeм тeнчери хeрарaмсен кунe, Уяв ячeпе сире, хаклa хeрарaмсем! Çирeп сывлaх, телей пултaр пурин те!" - терe ырa сунса Владимир Алексеевич.

Ял тaрaхeсенчи клубсенче тaрaшакансем хaйсен пултарулaхне кaтартрeç, вaйaсем выляттарчeç, конкурссем ирттерчeç. Уява пухaннисем хаваспах хутшaнчeç вeсене.

Вeрен туртрeç, йeлтeрпе чупрeç, кире пуканe йaтрeç, пaчкa кeрпи тултарнa михeсемпе пeрене çинчен çапса антармалла тупaшрeç, волейболла вылярeç, алa вaйне виçрeç. çав кун. Шахматистсемпе шашистсем те маттур пулчeç, ачасем капaр лавсем çинче ярaнса хe-пeртерeç. Кашниех хaйeн чунне хавха к?рекен вaййа пaхса киленчe.

Хeвелпе унaн aшшине сaнарлакан пeлeмпе вeри те пылак чей тутанчeç Çуркунне çитнишeн пeрле пухaнса хeпeртекенсем.

Хeл карчaккине çунтарчeç тeрлe чир-чeре хaваланине сaнарласа.

Çуркуннепе пeрле кайран чылайччен ташларeç çынсем.

-Уява лайaх шайра ирттерсе яма пулaшнaшaн районти пур ?нер коллективне те, "Тaвайри кооператив" потребобществaра вaй хуракансене, уйрaм предпринимательсене, батут тата карусель хуçисене, медицина работникeсемпе полици уйрaмeн сотрудникeсене, халaх дружинникeсене, спорт вaййисене йeркелекенсемпе унта хутшaнакансене, лашапа катаччи чуптаракан лавçaсене, "Акконд-агро фирма", "Дорстрой-агро", "Ликта" обществaсене, ç?çеллe пысaк тутaрсемпе уява хутшaннa хeрсемпе хeрарaмсене, йeркел? комитечeн членeсене тав тaватпaр, - тесе пeлтерчe юлашкинчен йeркел? комитечeн председателe Валерий Чайкин.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: уяв саманчeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика