АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăван район уявĕнче

3 марта 2015 г.

 

Тaвай ен те иртнe эрнере 80 çул тултарнa районсен йышне кeчe. Çак сахал мар вaхaт хушшинче мeнле кaна йывaрлaхсем витeр тухма т?р килмен-ши aна( ?сeмeсем те самаях пулнa унaн. Районaн социаллa пурнaçeпе экономикине аталантарассишeн вaй хурса çул хыççaн çул хыçа хaварнa харсaр чaвашсем, тaвайсем. Хaйeн юбилейне пирeн район пысaк хавхаланупа кeтсе илчe. Кулленхи eçeсене, умри тeллевeсене вaхaтра пурнaçа кeртсе пырса республикaри чи лайaх хaйтытaмлaх органeсен йышне кeме тивeçлe пулнa Тaвай ен. Саккaрмeш теçеткене ваклама пуçланa май тунa eçсемпе лaпланса ларасшaн мар-ха вaл, малашне тата харсaртарах пуласшaн. Чaваш Республикин Пуçлaхe Михаил Игнатьев Патшалaх Канашне янa Çырура: "Пурте пeрле, çине тaрса eçлесе, хамaр вaя шанса, обществaри пeрлeхе тата çирeплeхе упраса, йывaр вaхaтра пeр-пeрне пулaшса эпир Чaваш Енeн кашни çемйишeн, кашни çыннишeн тата тулaхрах, тaнaçлaрах пурнaç тума пултаратпaр", - терe. Пирeн районта пурaнакансем те ç?лерех асaннa пысaк пeлтерeшлe сaмахсене хаклаççe, çутa малашлaхшaн тaрaшаççe.

...Район центрeнчи культура çурчe паян нихçанхинчен те капaртарах курaнать. "Тaвай районне 80 çул", - текен алaк умeнчи лозунг кeтсе илет кашнине.

Фойере çын самаях. "Тaвайри кооператив" потребобщество коллективe яланхи пекех суту-ил?пе уява илем кeртет ав. Çaкaрпа булка, канфет изделийeсен, тортсен, пылак шывсен пысaк куравне йeркеленe кооператорсем. Унти таварсене кaмaлласах туянаççe пухaннисем.

Тaвайри краеведени халaх музейeн экспоначeсемпе те тимлесе паллашрeç çынсем.

Район центрeнчи архив сeнекен "Большевикла колхозшaн" хаçатaн 1935 тата ытти çулсенчи номерeсен пуххисене интересленсе уçа-уçа пaхакансем, вырaнти пичет кaларaмeн содержанийeпе кaсaкланакансем те пулчeç.

Тaвай енри тeрлe ялсенчен килнe художество пултарулaх коллективeсем пeр юрa хыççaн теприне шaрантараççe сумлa хaнасене кeтсе. Тaвай ял илемe, çeр eçченeн харсaрлaхe тата ытти пирки шaрантарчeç чaваш тумe тaхaннa фольклорçaсем.

Залра пушa вырaн çук, тесен те йaнaш мар. Тaрса куракансем те пурччe.

Пирeн район пeчeк пулин те, eçчен халaхeпе, тeрлe çeрти тусeсемпе, малашлaха шанакан çамрaксемпе чaннипех те мухтанма пултарать.

Малти ретсенче - уява килнe сумлa хaнасем. СССР халaх артистки Вера Кузьмина, Чaваш Республикин Пуçлaхeн Администрацийeн ерт?çи Юрий Васильев, ЧР спортпа физкультура министрeн çумe Алексей Яковлев, Чaваш Патшалaх Канашeн депутачe, "АККОНД" обществaн генеральнaй директорe Валерий Иванов, Чaваш патшалaх университечeн кафедра заведующийe Виссарион Пряников, "Чувашхлебопродукт" акционерлa обществaн генеральнaй директорeн пeрремeш çумe Александр Дмитриев, Канаш хулин депутачeсен Пухaвeн депутачe И.Гурин, Канаш район администрацийeн пуçлaхe Владислав Софронов, Вaрмар район администрацийeн пуçлaхeн çумe Александр Тихонов, Николай Никитин предприниматель, республикaри вeрент? институчeн ректорe Елизавета Казакова, Тaвайри больницaн тeп врачe Нина Бурдасова, Эдуард Ушаков краевед, Шупашкарти кооператив институчeн представителe Михаил Иванов, "Тaвайсен ентешлeхe" обществaлла юхaм председателe Алексей Иванов (Аскар) тата ыттисем те.

Пирeн ума кeçех район йeркеленнe вaхaтри кинокадрсем тухрeç. Сухапуçпе çeр сухалаççe çынсем, тaпачaпа тырa çапаççe.

Пeрремeш çуртсем хaпартаççe ак, обществaлла центрсем йeркелеççe. Çынсем, пулса иртнисем, хроника - çав кун залра ларнa кашни юлташа çывaх, aнланмалла пулчe.

Уявaн программине Енeш Нaрвашри культура çуртeнче ырa тeслeх кaтартакан Зоя Васильева ертсе пычe.

Районaн тата администрацийeн пуçлaхeсем Владислав Васильевпа Владимир Ванерке сaмах илчeç.

-Пeр-пeрне aнланса, пулaшса eçлеççe пирeн районта. Eç тaвакан органсем, общественноç, предприятисемпе организацисем Тaвай ен аталанaвeшeн хaйсенчен мeн килнине пeтeмпех тaваççe. Районшaн чунне пама хатeррисем çак залра нумайaн пулни чaннипех савaнтарать. Уяв ячeпе сире, пурне те! - терe Владислав Васильевич.

"Тaвай районe талантлa, пуçаруллa çынсемпе пуян. Хамaр çуралнa вырaнсемшeн вaй хурасси, тaван çeр чечекленсех пытaр тесе тaрaшасси aруран-aрaва куçать. Вeсен харсaрлaхeпе çуртсем çeкленнe, шкулсем eçлеме пуçланa, предприятисем уçaлнa. Малаллах утар, районaн 80 çулхи юбилейне eçри ?сeмсемпе, тивeçлe шайра кeтсе илтeмeр. Тепeр 80 çулхи уявне те паллa тумалла пултaр", - çакнашкал aшa сaмахсем каларe район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке. Район социаллa пурнaçeпе экономикин аталанaвe пирки кeскен чарaнса тaчe вaл. Пултаруллa eçшeн ял хуçалaхeнче, вeрент?ре, сывлaх сыхлавeнче, культурaра тaрaшакансене, рабочипе инженерсене, слесарьсене тата ыттисене тав турe.

Сцена çине çакaн хыççaн ЧР Пуçлaхeн Администрацийeн ерт?çи Юрий Васильев тухрe. "Пирeн, тaвайсен, мaнаçланмалли çук мар. Район хaйeн историйeнчи аслa aрун паттaрлaхeпе eçченлeхне асра тытать. Юлашки çулсенче Тaвай енре социаллa тата пурaнмалли объектсем сахал мар тaваççe е вeсене тeпрен юсаççe. Экономикaпа социаллa культура сфери тикeс аталанса пырать, пeчeк бизнес хaйeн вырaнне çирeплетет. Эпир eçчен, талантлa, ырa кaмaллa çынсемпе мухтанатпaр", - хaйeн шухaшне палaртрe Элпуç ялeнче çуралнa Юрий Егорович.

Тaрмaшри культура çуртeнчи концертмейстера Елена Николаевна Матросована "ЧР культурин тава тивeçлe eçченe" хисеплe ят, Хумышев хресчен фермер хуçалaх ерт?çине Сергей Витальевич Хумышевпа Çeнe Пуянкассинчи вaтам шкулти физкультура учительне Павел Иванович Романова ЧР Пуçлaхeн Тавeпе алла çыхмалли сехет пачe. Тaвайри вaтам шкулти лайaх пeл?ллe вeренекен Елена Неофитова РФ вeрент?пе наука министерствин приказeпе килeш?ллeн талантлa çамрaксене хавхалантармалли премине тивeçрe.

Чaваш Патшалaх Канашeн депутачe Валерий Иванов районта пурaнакансене пысaк парнепе савaнтарчe. "Район юбилейe тeлне "Акконд_агро фирма" обществaн сeт продукцине талaкра 30 тонна eçлесе хатeрлекен цехe алaкeсене уçрe", - терe Валерий Николаевич залра ларакансене уяв ячeпе саламланa май. Вaл пурне те aнaçусем сунчe.

ЧР физкультурaпа спорт министрeн çумe Алексей Яковлев физкультура учителeсене - Николай Петрович Степанова (Йaнтaрчa), Алексей Иванович Белова (Мучар) тата "Аль" спорткомплекс тренерне Валерий Ильич Афанасьева Тав çырaвeсемпе парнесем пачe. Районта малашне паллa спортсменсен йышe ?сессе шаннине пeлтерчe вaл, пурне те уявпа саламларe.

Район администрацийeн Хисеп грамотипе парнине Сaхaтпуçeнчи ФАП заведующийe Ираида Николаевна Андреева, хресчен фермер хуçалaхeн ерт?çи Юрий Михайлович Борисов, Тeмерти вaтам шкул поварe Марина Николаевна Роштова, "Акконд-агро фирма" обществaн ветврачe Николай Иванович Степанов, Илларионов хресчен фермер хуçалaхeн осеменаторe Анжелика Васильевна Чернова тивeçлe пулчeç.

Ç?лерех асaннa ытти юлташсем те пeрин хыççaн тепри тухрeç сцена çине. Чaваш уява парнесeр ç?ремест текен йaлана çирeп пaхaнчeç пурте.

Кашни хaна хыççaнах Тaвай ен, Канаш, Вaрмар тата Çeрп? районeсен артисчeсем юрласа, ташласа хaйсен пултарулaхне кaтартрeç. Çак чаплa мероприяти aшa лару-тaрура иртрe. Вaл пухaннисен асeнче нумайлaха юлe тесе шанатпaр.

Юбилей ячeпе район администрацийeн пуçлaхне Владимир Алексеевича хaй вaхaтeнче КПСС райкомeн пeрремeш секретарeнче eçленe, "Тaвай районeн хисеплe çынни" ята тивeçнe Раиса Тихоновна Тарасова шaнкaравласа саламларe, район çыннисене ырлaх-сывлaх, aнaçусем сунчe.

Район юбилейне палaртасси çакaнпа кaна вeçленмест. Тeрлe мероприятисем акатуйчченех пулаççe. "Тaвай енeм, Тaвай ен тумалли пирeн нумай. Тaвай енeм, Тaвай ен малаллах эс илсе кай", - тесе вeçлер сaмахaмaра.

Район уявe ЗАГС уйрaмeнченех пуçланчe тесен те юрать пуль. "Тaван çeр сирeнпе мухтанать" ятлa мероприяти йeркелерeç унта. Тaвай ен чысне-сумне ç?лте тытакан хaшпeр мaшaрсене тeл пулaва чeннe.

Зоя Никитичнапа Григорий Николаевич Павловсем Тaрмaш ялeнче пурaнаççe. Ку çемье 50 çул каялла чaмaртаннa. Галина Алексеевнапа Лев Никитич Масленниковсем (Вaрманхeрри) 49 çул, Екатерина Михайловнапа Анатолий Иванович Федотовсем (Тaвай) 48 çул, Галина Витальевнапа Валерий Гаврилович Волковсем (Тaвай) 41 çул, Елена Николаевнапа Николай Михайлович Матросовсем (Тaрмaш) 34 çул пeрле пeр çулпа утаççe.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке асaннa мaшaрсене, алла-аллaн тытaнса, тата нумай çул пурaнма сунчe, районшaн яланах ырa тeслeх пулма, çамрaксене лайaх воспитани панa çeрте пуçарулaх кaтартма сeнчe, Тaвай ен eçe-хeлe çинче кeскен чарaнса тaчe. Çемьесене Тав çырaвeсемпе чечек çыххисем пачe.

-Тaван йaваран хакли нимeн те çук, теççe халaхра: эпир Чaваш Ене юрататпaр, уншaн ывaнма пeлмесeр eçлетпeр. Тaван яла, çемьесене чи хаклa пурлaх пек упраса, туслaхпа килeш?ре пурaнар пурте. Хисеплe хaнасем, сирeн хутшaнусем вaхaт иртнe май çирeпленнe. Çавнашкал кил-йышсенче нимeнле йывaрлaх та хaрушa мар. Çамрaксем те чылай çул пeрле пурaнакансем пек çирeп çемьесем чaмaртаччaр малашне, - терe, ырa сунса ЧР юстици министрeн çумe Алексей Вязов. Мaшaрсене хаклa парнесем пачe вaл.

Районти хeрарaмсен совечeн председателeн Людмила Аввакумован aшa сaмахeсене те алa çупса йышaнчeç уяврисем.

ЗАГС уйрaмeн начальникe Валентина Новикова кашни çемьепе паллаштарчe. "Пирeн çемьесем тeрлeрен, анчах вeсене юратма, çывaхри тата таврари çынсене хaйсен чунeсен aшшине пама пeлни, килeш?пе мире хакласа пурaнни пeрлештерет", - пeтeм-лет? турe Валентина Мефодьевна. Мaшaрсене юбилейлa туйсен кeнеки çине алa пустарчe.

Наталияпа Радий Петровсем, Раисaпа Андрей Викторовсем пeр-икe çул каялла кaна, алла-аллaн тытaнса, утма пуçланa пурнaç çулeпе. 5 çулхи юбилейне ЗАГС çуртeнче уявлама йыхрав хучe пачe вeсене В.Новикова.

Тeлпулaва Тaвайри искусствaсен шкулeн "Кeмeл çумaр" ансамблe илемлетрe, юрaсем шaрантарчe. Вeсене Елена Иванова вeрентекен ертсе пырать. Тaрмaшри халaх фольклор ушкaнeн номерeсене те хапaлласах йышaнчeç çынсем, пeрле юрлакансем те пулчeç. Мaшaрсем юлашкинчен тав турeç çавнашкал уяв йeркелекенсене.

В.НОВИКОВА, Г.ЕГОРОВА, А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: Тaвай районeн 80 çулхи юбилейне паллa тунa чухне.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика