АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » "Асамат кĕперĕ" ачасене йышăнчĕ

1 января 2015 г.

 

Чaваш Енре 2011-2014 çулсенче 38 шкулчченхи учрежденисем уçнa. 2014 çулта çeнe 15 ясли-сад хута кайнa.

Черете кeскетес тeллевпе федераци хыснинчен, республикaн е вырaнти хaйтытaмлaх бюджечeсенчен укçа-тенкe чылай уйaрнин кaтартaвe - кивe çуртсене тeпрен юсаса ача сачeсем хута яни, чылайранпа eçлекеннисенче хушма вырaнсем йeркелени е шкулчченхи çeнe учреждени туни.

Иртнe çул вeçeнче ак пирeн республикaра ку енeпе вaрмарсене, йeпреçсене тата ыттисене савaнтарчeç. Çeнe Шупашкарти Юраково районeнче те виçe хутлa "Чeкеç" ятлa садик eçлеме пуçланине чаплa лару-тaрура уявларeç. Унта Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев та хутшaннaччe, ачасене ырa-сывa çитeнме, ашшe-амaшне йыш хушма хатeр пулма суннaччe.

Пeр садик хыççaн тепри алaкeсене уçрe çапла Чaваш Енре пeлтeр. "Пeчeк çeр-шыв", "Ылтaн уça", "Калейдоскоп" - çакнашкал илeрт?ллe ятсемлe республикaри тин çеç уçaлнa ача сачeсем. Декабрeн 26-мeшeнче ку ырa пулaм Тaвай ене те çитрe.

Район центрeнчи Чапаев урамeнчи хырсем хушшинче шкулчченхи çeнe учрежденин никeсне 2014 çул пуçламaшeнче кaна янaччe. "Старатель" СК" тулли мар яваплaхлa общество членeсем ырми-канми вaй хучeç объекта вaхaтра туса пeтерессишeн. Уйaх хыççaн уйaх хыçа юлчe. Кeске вaхaтра Тaвай ялeнче виçe хутлa çeнe çурт çeкленчe, территорийe те паянхи кунпа килeш?ллe, пeчeккисене уçaлса ç?реме условисем çителeклe унта. "Асамат кeперe" ят панa Тaвайри шкулчченхи çeнe учрежденине.

Асaннa кун район центрeнче пурaнакан хaш-пeр ашшe-амaшeшeн, вeренекенсемпе ачасемшeн чaн-чaн уяв пулчe.

-Чи савaнaçлa кунсенчен пeри пирeншeн паян. Тaвай ялeнче тепeр çeнe объект, 176 вырaнлa ача сачe уçaлать,- терe район пуçлaхe В.Васильев. Пeчeккисене çирeп сывлaхлa çитeнме сунчe вaл.

Тaвай ен çыннисен савaнaçне пайлама ЧР Министрсен Кабинечeн Председателe И.Моторин килсе çитнe.

-Пирeн республикaра ачасене тивeçлe воспитани парасси тeп тeллевсенчен пeри шутланать. Кaçал Чaваш Енре вунa ытла ясли-сад çeнeрен eçлеме пуçламалла. Вeсенчен пeри - сирeн районта. Тaвайсем валли те лайaх парне хатeрлесе çитерме май килчe. Районта малашне йыш хушaнсах пытaр, ачасем республикaн мухтава тивeçлe гражданинeсем пулса çитeнччeр, - терe Иван Борисович пухaннисене çывхаракан уявсем ячeпе саламласа.

1,5 çултан аслaрах ачасем ясли-сада каймалли черет ыйтaвне тaвайсем татса пани пирки каларe ЧР Министрсен Кабинечeн Председателe И.Моторин. Район администрацине, строительсене, Тaвай енре пурaнакансене пeр-пeрне пулaшса eçленeшeн тав турe.

-"Асамат кeперe" ача сачe - ашшe-амaшeн eмeчe, пeчeккисен пултарулaхне аталантаракан паянхи кунпа килeш?ллe центр. Физкультурaпа музыка залeсем, медицина блокe, психологи тeлeшпе пулaшмалли, çывaрмалли хaтлa п?лeмсем, кухня тата ытти те пур учрежденире. Пур йышши бюджетран 86 миллион ытла тенкe тaкакланa aна тума.

Ку ача садне уçса эпир хамaр пуласлaха çирeплететпeр. Хaйeн пурнaçeн малтанхи çулeсене шкулчченхи "Асамат кeперe" ятлa учрежденире ирттернисем тaван ялeн историне малалла тaсаççe. Кунта пeчeккисене яланах aшaлaх, çепeçлeх, ачашлу, тимлeх, ырaлaх, aнлану кeтсе илччeр. Шанса панa ачасем aслa, сывa çитeнччeр тесе воспитательницaсем хaйсенчен мeн килнине пeтeмпех туччaр, - çавнашкал ырa сaмахсемпе вeçлерe калаçaвне район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

"Тaвайри "Асамат кeперe" ясли-сада тунa çeрте ырa тeслeх кaтартнa строительсен "Старатель" компанийeн сотрудникeсене Алексейпе Юрий Куропаткинсене район администрацийeн Хисеп грамотисене пачeç. Шкулчченхи учрежденин ятне тупассипе ирттернe конкурсра çeнтернe А.Федорова - диплом.

Çeнe ясли-сад заведующийe Л.Григорьева ачасене вылямалли оборудовани 40 пин тенкeлeх туянма ирeк паракан сертификатлa, символла уççиллe пулчe çакaн хыççaн.

Тaвай ял тaрaхeн пуçлaхe Н.Васильев тата ыттисем хутшaннa уява.

Республикaна, района ертсе пыракансене Тaвай ен ачисене шкулчченхи хaтлa учреждени парнеленeшeн ашшe-амaшe ячeпе И.Акимова тав турe.

Алaк умeнчи хeрлe лентaна каснa хыççaн пурте шалалла иртрeç. Сумлa хaнасем малтан кухня мeнле eçленипе паллашрeç. Кeçeннисем вeсене шиклeн кeтсе илчeç. "Ай, мeнле маттурскерсем, чиперскерсем, ют çынна таçтанах сисеççe", - терe ш?тлесе Иван Борисович.

Чaннипех те питe чаплa вара район центрeнчи шкулчченхи "Асамат кeперe" учреждени. Кашни ушкaнaн хaйeн ячe пур. Вeсене алaксем çине çырса хунa, воспитательница кам пулнине те пeлме пулать унти вывескaна вуласан.

Музыка залe пысaк. Хaйсен сумлa хaнисене хаваслa кeвeпе кeтсе илчeç пeчeккисем. "Ачасен яланах савaнмалла", - тесе шaрантарчeç пирeнтен кашниех пeлекен "Ачалaх" ятлa вырaсла юрра. Концерт программи çав кун нумая пынa. Çeнe объект eмeрe вaрaма тaсaлтaр тесе ырa суннa пурте.

"Асамат кeперeнче" пурe 32 eç вырaнe пулмалла, вeсенчен 12-шe - педагогика работникeсем валли. Паянхи куна унта 28 работник, çак шутра 9 педагог eçлеме вырнаçнa.

Çeнe ясли-сада 176 ача ç?реме путевка илнe. 69-шe паянхи кун eçлекен учрежденисенчен (50-шe виççeмeш номерлe, авариллe ясли-садран) куçнa, 107-шe _ черет тaнисем. Паянхи куна вара район центрeнчи шкулчченхи "Асамат кeперe" учреждение 120 ача ç?рет.

Г.ЕГОРОВА, А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: Тaвайри "Асамат кeперe" ясли-сада уçнa самантсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика