АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çĕнĕ хваттерсене куçрĕç

30 декабря 2014 г.

 

Авариллe çуртсенче пурaнакансене çeнe хваттерсемпе тивeçтерессине пурнaçа кeртсе пыраççe Чaваш Республикинче. Паянхи куна 1552 çынна (41 процент) 21,3 пин тaваткал метрпа танлашакан (45 процент) авариллe çуртсенчен тин туса пeтернисене куçарнa.

Пирeн районта та ку енeпе аван вaй хураççe. Нумай хваттерлe çуртaн тепeр подъездне туса пeтерчeç çак кунсенче. Ленин проспектeнче вырнаçнa çeнe объект.

Иртнe кeçнерни кун 38 "а" номерлe çуртaн юлашки подъезчe умне тaвайсем нумайaн пухaнчeç.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, Тaвай ял тaрaхeн ерт?çи Н.Васильев, акционерсен "Тaвайри МСО" обществaн генеральнaй директорe А.Муханов, район администрацийeн строительство, çул-йeр, пурaнмалли çурт-йeрпе коммуналлa хуçалaх пайeнчисем, çeнe çeре куçакансем, вeсен хaнисем те пулчeç хаваслa уявра.

Авариллe çуртсенчен çeннисене куçармалли регионри программа пысaк пeлтерeшлe пулнине палaртрe Владимир Алексеевич. Юхaннa çуртсем çынсен сывлaхeпе пурнaçeшeн хaрушлaх кaларса тaратаççe, ялсемпе хуласене илемсeрлетеççe, инженери инфраструктурине аталанма чараççe тата ытти те.

-Чaваш Республикин правительствипе район администрацийe тата строительсем пeр-пeрне aнланса eçленипе ку подъезда вaхaтра туса пeтерме май килчe. Çeнe çул умeн 20 çыннaн пурaнмалли условийeсене лайaхлатма пултартaмaр. Çывхаракан уяв ячeпе саламлатпaр сире, çeнe çeрте çемьесен савaнaçe хушaнсах пытaр, - çапла ырa сунса вeçлерe район администрацийeн пуçлaхe хaйeн сaмахне.

Хваттерсен уççийeсене панa хыççaн символла лентaна касрeç.

-Пирeн пeрремeш хaна пулсамaр, - хваттерeсене кeрсе курма йыхравларeç çeнe çeре куçакансем.

"Тaвай районeнчи юхaнчaк тата авариллe пурaнмалли çуртсенчи граждансене 2005-2010 çулсенче куçарасси" программaпа килeш?ллeн 2010 çулта нумай хваттерлe 5 çуртран 16 çемьене (авариллe çуртсен калaпaшe 619,83 тaваткал метр чухлe), 2012 çулта 1005,8 тaваткал метр чухлe авариллe çуртсенчен 91 çынна куçарнa.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сaн ?керчeксенче: районта пурaнакансен савaнaçлa уявeнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика