АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çĕнĕ объектсем уçрĕç, культура çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

23 декабря 2014 г.

 

Тин кaна пуçланнaччe культура çулталaкe. Йaлана кeнe пек савaнaçлa лару-тaрура уçнaччe aна, тумалли eçсене палaртнaччe. Эрне хыççaн уйaх хыçа юлчe çынсем харпaр хaй eçeсенче хавхаланса тaрaшнa май. Кaçалхи çул Тaвай енре пурaнакансемшeн мeнпе асра юлнине пeтeмлетме вaхaт çитрe те. Культура çулталaкeнче те район экономикипе социаллa пурнaçне аталантарассишeн ывaнма пeлмесeр вaй хучeç тaвайсем. Республикaри тeрлe мероприятисене хутшaнса палaрчeç, районта фестивальсемпе конкурссем, кану каçeсем, куравсем йeркелерeç тата ытти те.

Вaтаяль. Виçe çул хушшинче Чaваш Енре модульлe 100 фельдшерпа акушер пункчe eçлеме пуçламалла. Çав шутран пиллeкeшe пирeн районта. Иртнe çул республика кунне Тaвай енре уявланa чухне Вырaс салинчи фельдшерпа акушер пункчeн паянхи кунпа килeш?ллe çуртне кeрсе курнaччe-ха эпир. Медицина eçченeпе пациентсен п?лeмeсенче, процедура тата эмелсене упрамалли кабинетсенче пулнaччe. Питe хeпeр-тенeччe пeчeк ялти çeнeлeхшeн.

Кaçал вара Вaтаялeнче пурaнакансене савaнтарчeç ку енeпе. Иртнe эрне кун ял варринчи магазинпа юнашар хaпартнa фельдшерпа акушер пункчeн çeнe çурчe умне çын нумай пухaнчe.

-Чи малтан вырaнта епле пулaшу панинчен нумай килет çeр eçченeн eмeрe. Ялта сывлaха çирeплетсех пыма экологи те лайaх. Ку фельдшерпа акушер пунктне сирeн профилактика тeлeшeпе кaна килмелле пултaр, нихaçан та ан чирлeр, - тесе ырa сунчe район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

Ун хыççaн Тaвайри больницaн тeп врачe Н.Бурдасова, Тeмер ял тaрaхeн пуçлaхe Г.Иванов, районти депутатсен Пухaвeн депутачe В.Козлова, Е.Черновапа А.Степанова пенсионеркaсем, В.Кузьмина фельдшер тата ыттисем те тухса калаçнa, вaтаяльсене вaрaм eмeр, çирeп сывлaх суннa.

Символла лентaна каснa хыççaн пухaннисем çeнe объектпа тeплeн паллашнa, унти лару-тaрупа кaмaллa юлнa. "Ах, питe лайaх-çке кунта, тухас та килмест", - хaйсен шухaшeсене пeр-пeрне пeлтерчeç çынсем.

Çeнe Ишпуç. Ку ялтисем те хаваспах пухaннa çeнe объект умне.

Малтанхи пулaшу памалли условисем çи-телeклe фельдшерпа акушер пунктeнче. Çурта электрорадиаторсемпе aшaтаççe. Шыв тата канализаци системисем те пур. Коляскaпа ç?рекен инвалидсем чaрмавсaр кeме пултарччaр тесе пандус та туса хaварнa çурт умне, алaкe сарлака.

Фельдшерпа акушер пункчeн eмeрe вaрaм пултaр тесе aшa сaмахсем каларeç районтан килнисем.

-"ЧР ял халaхне медицинaпа санитарин малтанхи пулaшaвне парассине çeнетмелли хушма мерaсем çинчен" ятлa Указа Республика Пуçлaхe 2012 çул вeçeнче йышaннa. Унтанпа пирeн районта паян виççeмeш фельдшерпа акушер пункчe уçaлать. 2015 çулта асaннa документа пурнaçа кeртессине вeçлетпeр, медицинaн çакнашкал тепeр икe объектне тaватпaр. Çывхаракан Çeнe çулпа сире пурне те, ан чирлeр, - çапла саламларe район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

-Çeнe Ишпуç ялeнчи çынсене пулaшу пама лайaх условисем туса панaшaн ЧР правительствине, район администрацине, Тaвайри больницaн ерт?çисене, çак çурта вaхaтра хута ярас тесе вaй хунисене çeре çити пуç тайса тав тaватaп. 28 çул медицинaра тивeçeмсене кирлe шайра туса пынa хыççaн тата тaрaшарах eçлеме хистет ку савaнaç, - терe Р.Гаврилова фельдшер.

Унтан пурте ФАПaн çeнe çуртне кeчeç.

Тушкил. "Единая Россия" партин "Ача-пaча спорчe" ятлa проектне пурнaçласа Чaваш Республикинчи ялсенчи шкулсене спорт залeсене юсама, ятарлa оборудовани туянма, сывлaха çирeплетмелли сооруженисем тума, спорт клубeсене пулaшма хушма укçа-тенкe уйaрнa.

Пирeн районта ку енeпе тушкилсем телейлe пулнa. Вeсем асaннa пулaшупа усa курса шкулти спорт залне тeплe çeнетнe.

Aна уçнa çeре иртнe эрне кун район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, вeрент? пайeн начальникe О.Ломоносов, Тушкилти вaтам шкул директорe С.Орлова, районти депутатсен пухaвeн депутачeсем Л.Николаевапа В.Козлова тата ыттисем хутшaннa.

-Ачасен сывлaхне çирeплетмелли условисене лайaх шая çeклеме пулaшнисене тав тaватaп. Вeренекенсем малашне физкультурaпа, спортпа тата çывaхрах туслашасса шанатaп. Пeл? илесси çине те лайaх витeм к?рe ку çeнeлeх, - тенe малтан сaмах илнe шкул директорe С.Орлова.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, шкул коллективне çакнашкал чаплa парнене йышaнма сeнсе, eçре тата вeрен?ре çитeн?сем тума суннa. "Спорт сывлaха çирeплетме, кaмaл-туйaма çeклеме, йывaрлaхсене çeнтерме пулaшать. Спортра ?сeмсем тaвакан пурнaçра та малта пырать", - çапла каласа вeçленe сaмахне Владимир Алексеевич.

Юлашкинчен Тушкилти вaтам шкулта вeренекенсем хaйсен пултарулaхне кaтартнa.

Тaвай. Eçлe çул ç?рев хыççaн кaнтaрла иртсен, 15 сехетре, Тaвайри культурaпа кану центрeнчи мероприятие хутшaнма кaмaл тунa район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

Раççейри культура çулталaкне савaнaçлa лару-тaрура пeтeмлетме пуçтарaннa унта иртнe эрне кун çынсем. Культурaпа кану центрeнчи фойере "Тaрмaш" халaх ушкaнe чaвашла такмаксем шaрантаратчe, артистсемпе пeрле курма килнисем те ташша çаптаратчeç. "Вaт чaн-чaн уяв, уяв-тaк уяв кунта", - пaшaлтатаççe пeрисем. "Эх, мeншeн çамрaк мар-ши? Eлeк хeрсем вaйa картине еплерех илем к?нине кaтартaттaм", _ пeлтерет шурa ç?çлe кинемей тантaшне.

-Ну, пултараççe-çке, Шупашкартан килнисенчен пeрре те кая мар, - мухтаççe тaрмaшсене теприсем.

Фойери куравпа та тeплeн паллашрeç çынсем. "Чи альтернативлa чaрaш" ятлa вaл. Çeнe çул уявe çывхарнa кунсенче районти шкулсенче вeренекенсем, чaрaшсене тeрлe япаласенчен aсталаса, çулсеренех хутшaнаççe конкурса. Экспоначeсем чылай вара куравра, кашни чaрaшне алaпа тытса пaхас килет.

Культурaпа кану центрeн залeнче ларма вырaн çукчe, тесен те йaнaш мар. Ара, эпир кашниех культурaпа туслa-çке. Асaннa системaра тaрaшакансен eçне пeтeмлетнe çeре хутшaнмасaр епле чaтaн.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванеркепе социаллa аталанупа архив eçeсен пайeн начальникe Н.Чайкина тухрeç çeнетнe чаршавсемлe сцена çине.

"ЧР культурин тава тивeçлe eçченe" хисеплe ята культура çулталaкeнче Енeш Нaрвашри историпе асaну музейeн заведующине В.Петрова панa. Чи малтан чысларeç Владимир Васильевича, кaкaрe çине знак çакрeç, чечек çыххипе парне пачeç aна.

Информаципе культура центрeсен директорeсене - Т.Ефимовапа (Çeнe Пуянкасси) И.Краснована (Тeмер) тата Л.Васильева библиотекаре (Çeнe Пуянкасси) район администрацийeн Хисеп грамотипе хавхалантарчeç.

Тaвайри ача-пaча искусствисен шкулeн вeренекенe Ю.Иванова Чaваш Республикин Пуçлaхeн стипендине илме ирeк паракан сертификатлa пулчe самантран.

Унтан "ЧР ялсенчи культура учрежденийeсене аталантармалли хушма мерaсем çинчен" Указпа килeш?ллeн Тaвайри культурaпа кану центрeн директорне А.Алексеевана тeрлe оборудовани туянма 400 пин тенкeллeх сертификат пачeç.

Районти "Чи лайaх культура учрежденийe" конкурса пeтeмлетнe. Тушкилти, Енeш Нaрвашри информаципе культура центрeсем виççeмeшпе иккeмeш вырaнсене тухса, Хисеп грамотипе кашни работник укçан преми илме тивeçлe пулнa. Кунта пуянкассисем çeнтер?çe пулса тaнa, вeсене кубокпа, Хисеп грамотипе, кашни работнике укçан премипе савaнтарнa.

"Чи лайaх библиотека" конкурсра Тaрмaшри вулавaш пeрремeш вырaна тухнa. Л.Андреева библиотекаре кубок, Хисеп грамоти, укçан преми панa.

"Чи лайaх музей" ятлa тупaшура вара Енeш Нaрвашри историпе асaну халaх музейне çитекенни пулман, Хисеп грамоти, кубок, укçан преми, музыка центрe илнe музей заведующийe В.Петров.

"Тaвай районeнчи чи лайaх культура eçченe" конкурсра Тaвайри культурaпа кану центрeн хормейстерe Р.Маркова - пeрремeш, Улянкaри культура çурчeн администраторe Л.Петрова иккeмeш вырaна, Вaтаялeнчи культура çурчeн администраторe Л.Соколова виççeмeшне тухнa. Вeсене Хисеп грамотипе, медальпе, укçан премипе чысланa.

"Чи лайaх библиотекарь" медаль, Хисеп грамоти, укçан преми З.Мижеева (Енeш Нaрваш), Н.Камасева (Тушкил), Г.Полячихина (Мучар) илнe çакaн хыççaн.

Тaвайри краеведени халaх музейeн заведующийeн С.Сергееван eçeсене те тивeçлипе хакланa. "Музейeн чи лайaх eçченe" медаль, Хисеп грамоти, укçан преми парса хавхалантарнa aна.

"Чи лайaх культура eçченe" медале, район администрацийeн Тав çырaвне культура eçeн ветеранe В.Александрова та илнe çав кун. Çак хисепе Валентина Валерьяновна хaйeн пуян пултарулaхeпе, çепeç сассипе çынсене чылай вaхaт савaнтарнипе тивeçлe пулнa.

Кeвe хыççaн кeвe янaрама пуçларe сцена çинче кeçех. Пeччен юрлакан хыççaн ансамбль тухать.

Вeренекенсем епле маттур тата! Ак, пысaк перемена хушшинче кичемленсе лармаççe иккен Тaвайри искусствaсен шкулне ç?рекенсем, хeрачасем арçын ачасемпе пeрле ташлаççe. Еплерех сaнарлa кaтартса пачeç çамрaк артистсем çак тапхaра. Куракансенчен пeрин те пулин вeсен ретне тaрса ташлас килчех eнтe.

Çeнe Пуянкассинчи информаципе культура çурчe çумeнчи ташa кружокe районта кaна мар, республикaра та чапа тухнa. Т.Ефимова директор хатeрлентерет ташaçaсене, костюмeсене те хaех хатeрлет. Юхан шыв хeрринче хeрсем пуç кaшaлe çыхрeç, çакна ташaпа кaтартса пачeç вeренекенсем.

Çeнeишпуçсем, тушкилсем, улянкaсем, тaвайсем, тaрмaшсем, енeшнaрвашсем тата ыттисем те культура çулталaкне ç?ллe шайра ирттернине кaтартса пачeç концерт программине хутшaнса.

Çапла 2014 çула питe аван, пурте пeрле пeтeмлетрeç районти культура работникeсемпе ытти çeрте вaй хуракансем. Çeнe, литература çулталaкe умра. Вaл пире тата пeлтерeшлeрех eçсемпе, сулмаклaрах утaмсемпе савaнтарасса кeтетпeр.

А.НИКИТИНА, Г.ЕГОРОВА.

Сaн ?керчeксенче: иртнe эрне кунхи уявсен саманчeсем.

В.НИКИТИНПА Д.ПАВЛОВ сaн ?керчeкeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика