АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Пурнăçа лайăхлатассишĕн тимлесе

19 декабря 2014 г.

 

Кашни уйaхрах республикaри районсенче Пeрлехи информаци кунeсем иртеççe. Шупашкар хaнисемпе информушкaнсем тeрлe коллективсемпе тeл пулаççe, ялта пурaнакансен шухaш-кaмaлeпе кaсaкланаççe, тeрлe ыйтусем çине хуравлаççe.

Иртнe юн кун Тaвай ене РФ Пенси фончeн республикaри управленийeн управляющи çумe В.Николаевпа культура, наципе архив eçeсен министрeн çумe И.Иванов килнe информаци кунне ирттерме. Вeсене район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке кeтсе илнe. Калаçу район администрацийeн пeчeк залeнче малалла тaсaлнa. Раççей Президенчe В.В.Путин Федераци Пухaвне янa Çырaва с?тсе явнa район администрацийeнче вaй хуракансемпе пeрле.

-РФ Президенчe Владимир Владимирович Путин хaйeн кaçалхи Çырaвне пeтeм тeнчери политикaран, тeрлe çeр-шыв Раççей тeлeшпе йышaннa санкцисенчен пуçларe. Вырaс халaхeн кaмaл-сипет хaвачe, патриотизмe пысaккине палaртрe.

Инвестицисене, уйрaм çын харпaрлaхне х?тeлессине, предпринимательсене хaйсен капиталне Раççее тавaрса легализацилеме май парассине шантарчe. Раççей Президенчe рынокра eç вaйe кирли çинче уйрaммaн чарaнса тaчe. Рабочисем, çeр eçченeсем, пысaк пeл?ллe инженерсем кирлe çeр-шывра, - тесе пуçланa хaйeн сaмахне РФ Пенси фончeн республикaри управленийeн управляющи çумe В.Николаев. 2015 тата 2016-2017 çулсем таранчченхи республика бюджечe, Чaваш Енри ялсенчи культура учрежденийeсене аталантармалли тата Чaваш Республикинчи культурaпа туризма çeнетмелли мерaсем çинчен калакан Указсем, ЧР территорийeнче пушар хaрушлaхeн правилисене пaхaнма хавхалантаракан мерaсем, республикaри пичет кaларaмeсене мeнле çырaнни пирки сaмах хускатнa çакaн хыççaн.

2007 çулта йышaннa Указа пурнaçланa май Чaваш Ен ялeсенчи культура учрежденийeсенчи паянхи лару-тaру пирки кaсaкланнa итлекенсем.

2008-2014 çулсенче пурe 186 клуб учрежденине тeпрен юсанa. Асaннa eçсене тума республика бюджетeнчен 130,4 миллион тенкe уйaрнa. 147 культура учрежденине ятарлa оборудованисемпе, сцена çине тухмалли костюмсемпе, музыка инструменчeсемпе тивeçтернe. Пeр клуба валли пурe 350-450 пин тенкe уйaрма май тупнa. 2014 çулта республикaри 27 культурaпа кану центрне çeнетме республикaри бюджетран 22721,4 пин тенкe, вырaнти бюджетран 8568,6 пин тенкe тaкакланa. 63 культурaпа кану центрeн пурлaхпа техника базине çeнетме 25,2 миллион укçа-тенкe янa, вeсенчен 15,2 миллион тенки - федераллa бюджетран.

Çакaн хыççaн информушкaнсем предприятисемпе организацисен коллективeсемпе тeл пулнa. РФ Пенси фончeн республикaри управленийeн управляющи çумe В.Николаевпа район администрацийeн тeп специалистне Г.Егорована "Ял eçченe" хаçат редакцийe" автономиллe учрежденире, Канашри почтамтaн районти çыхaну уйрaмeнче, "Ростелеком" обществaн Тaвай енри филиалeнче тaрaшакансем кeтсе илнe.

Кунта та Раççей Президенчeн Çырaвe пирки калаçнa пухaннисем. "Ç?лерех асaннa Çыру вaл - иртсе пыракан çула пeтeмлетекен, çeр-шыва, республикaна малалла аталантармалли тeллевсене палaртакан документ", - çакнашкал шухaш патне пырса тухнa вeсем.

Республикaра коррупцилле пулaмсене хирeçлесе тивeçлe мерaсем йышaнни çинчен те каланa Валерий Петрович.

Шкулсемпе больницaсенчи, ача сачeсенчи столовaйсем валли апат-çимeç туяннa чухне ултавлa eçсем ан пулччaр тесе Чaваш Енре тeрeслевсем ирттерни пирки асaннa вaл.

2014 çулта пысaк eç стажeллe ветерансене социаллa х?тлeх пама Чaваш Енре 1875694,7 пин тенкe пaхса хaварнa. "Чaваш Республикин eç ветеранe" ята илмелли çулсене чакарнa (_2,5 çул) хыççaн малтанхисен йышне тата 10 пин гражданин хушaнe. Çакна валли документсем пухнa чухне пулакан самантсене палaртса хaварнa Валерий Николаев. Eçсeррисене шута илекен службaсенче учетра тaнa вaхaт пенси стажне кeрет. "Eç ветеранe" ята илнe чухне вара асaннa тапхaра шутламаççe.

Вут-кaвара хирeç кeрешес тeллев пирeн республикaра мeнле пурнaçланни çинчен те ыйтнa кунта.

Кaçал декабрeн 10-мeшe тeлне Чaваш Енре 997 хут алхаснa иккен "хeрлe автан" объектсем çинче. Иртнe çул çак тапхaрта çакнашкал тeслeх 968 хут пулнa. 86 çын (85) вилнe вут-кaварта, 99-шe (90) сывлaхeсене тeрлe шайра сиен к?нe. 408 çын (322) пурнaçне çaлса хaварнa. Пушар пурe 71,867 миллион тенкeлeх (95,777) сиен к?нe. Вут-кaвар ытларах ача-пaча ашкaннипе, электрооборудованисемпе, кaмакасемпе тeрeс усa курманнипе тухнa. Юри чeртсе янa тeслeхсем те çук мар.

Хаçат-журнал епле çырaнни пирки те интересленнe тeл пулура.

2008-2013 çулсенче патшалaхaн пичет кaларaмeсене çырaнтарассине тивeçлe шайрах упраса хaварма май килнe. ЧР бюджетeнчен укçа-тенкe илсе тaнa пичет кaларaмeсем пурe 139-153 пин экземпляр тухса тaнa çав тапхaрта.

Кaçал вара субсиди пама пaрахнипе хаçат-журналсен хакeсем чылай ?снe. Апла пулин те, республикaра пурaнакансем чун апачeсeр юласшaн мар, çемьесем пичет кaларaмeллe пулассишeн тимлеççe. Библиотекaсене, культура çурчeсене, больницaсене, вeрен? учрежденийeсене, eç коллективeсене обществaпа политика тата ача-пaча хаçат-журналeсене çырaнса парассишeн тaрaшаççe-ха пирeн республикaра. Автономиллe учрежденисем хaйсем патне пырса илмелле çырaнтараççe, хaйсемех валеçеççe те. Çавaн пекех Чaваш Енре пурaнакансем электронлa хаçатсем тата ытларах вулама пултарeç 2015 çулта.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванеркепе культура, наци тата архив eçeсен министрeн çумe И.Иванов, социаллa аталанупа архив eçeн пай начальникe Н.Чайкина, ял тaрaхeн пуçлaхe В.Козлов Элпуç ялeнче пулнa.

"ЧР ялсенчи культура учрежденийeсене аталантармалли мерaсем çинчен" Указа (2007 çулхи ноябрь) пурнaçа кeртсе Элпуç ялeнчи çeнетнe информаципе культура центрне çутaпа, сасaпа тивeçтерекен, компьютер, коммунитаци оборудованийeсем, çaмaл тeтeм генераторe, принтер, сканер, модуль, костюмсем, музыка инструменчeсем туянма пурe 400 пин тенкeлeх сертификат панa Шупашкартан килнe хaна.

-Культура çулталaкeн тeп тeллевeсенчен пeри талантлa ачасемпе çамрaксене тупса палaртасси пулчe. Пурe 20 пин ача 3,5 пин мероприятие хутшaнса савaнчe, - пeлтернe Иван Петрович элпуçсене малашлaхра ырa сунса.

-Пирeн районта тата миçе информаципе культура центрне юсанa? - пeлесшeн пулнa аслa çулсенчи хeрарaм.

-Тaвай енре - 26 культурaпа кану учрежденийe, 18 библиотека, 2 музей тата ытти те. Пилeк культура учрежденине çeнетнe. Сирeн ялти - улттaмeш. Тeмерсемпе тaвайсене те савaнтарeç кeçех ку енeпе, _ тесе хуравланa aна.

-Туризм пирки те тaтaшах сaмах пуçараççe халь. Ку енeпе мeнле eçсем туса ирттернe-ши республикaра?

-Чaваш Республикин Пуçлaхe Михаил Игнатьев ку eç çине тимлeх ытларах уйaрма 2014 çулхи июньте "ЧР культурaпа туризм сферинчи патшалaх политикине çeнетмелли хушма мерaсем çинчен" ятлa Указ çине алa пуснa.

Регионaн турист паспортне хатeрленe. 2015-2020 çулсенче ялсенчи тата экологи туризмне аталантарма концепци çирeплетнe. Тeрлe проектсене пурнaçа кeртессишeн тaрaшаççe ку енeпе. Ача-пaча тата культурaпа пeл?лeх туризмне хутшaнса республикaри шкулсенче 200 ытла вeренекен тeрлe хуласене çитсе курнa.

Сирeн районти Енeш Нaрваш çывaхeнчи "Упа кeтесe" кану çуртeнче кaçал ЧР туризм енeпе eçлекен организаци хaйeн ларaвне ирттернe, ялсенче те ку енeпе çитeн?сем тума пулнине хaйсем курса eненнe. Çакнашкал кану вырaнeсем сирeн патaрта Тeмер ялe патeнче тaваççe тата.

Ураскасси ялeнчи 90 çула çитнe Миропия Васильевна Григорьева патeнче пулнa информушкaн юлашкинчен. Раççей Президенчe В.В.Путин çырaвне вуласа парса савaнтарнa ветерана, парнесемпе чысланa.

Шупашкартан килнисем çул çинче тeл пулакансен шухaш-кaмaлeпе те интересленнe, вeсен ыйтaвeсем çине хуравланa.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: Пeрлехи информаци кунe пынa вaхaтра.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика