АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ветерансен районти совечĕн пленумĕнче

28 ноября 2014 г.

 

Тепeр çул Аслa Çeнтер? тунaранпа 70 çул çитнине паллa тaватпaр. Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçин, Çар Вaйeсен тата йeркелeх органeсен ветеранeсен районти совечe пленум йeркелерe çавaнпа. Унта çывхаракан пысaк уява ç?ллe шайра ирттермелли тeллевсене палaртрeç.

Пленум eçне район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке, халaха социаллa х?тлeх паракан пай начальникe Людмила Аввакумова, ветерансен районти совечeн председателe Римма Гурина, "УК "Янтиковская" тулли мар яваплaхлa общество директорe Юрий Ефимов, "Раççейри пенсионерсен союзe" обществaлла организацин председателe Алевтина Алексеева, президиум членeсем тата ялсенчи ветерансен пуçламaш организацийeсен председателeсем хутшaнчeç.

-Аслa Çeнтер? тунaранпа 70 çул çитни тата пурнaçри ытти ыйтусем пирки калаçма пухaнтaмaр паян. Авалах ватaсенчен вeренсе пынa çамрaксем. Паянхи кун та çак йaлана манмаççe. Аслисенчен канаш ыйтаççe пысaк eç тaвас умeн, - тесе уçрe пленума районти ветерансен совечeн председателe Римма Гурина.

Унтан район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке сaмах илчe.

Районaн экономикипе социаллa пурнaçe епле аталанса пынa пирки кeскен чарaнса тaчe вaл.

Тaлaх ачасем валли çурт туса пeтерессине вeçленe кaçал. Шкул çулчченхи çeнe учреждени ачасене йышaнма пуçламалла. Авариллe çуртсемпе хваттерсенче пурaнакансенчен хaш-пeрисем те çывaх вaхaтра çeнe п?лeмсене куçмалла. Вaтаялeнче, Çeнe Ишпуçeнче фельдшерпа акушер пункчeсем уçaлмалла. Çакнашкал паянхи кунпа килeш?ллe пунктсем Амалaхпа Тенеялeнче пулмалла. Ятарлa программaпа илнe укçа-тенкeпе районти икe шкулти спорт залeсене юсаççe. Вырaс сали патeнчи кeпере çeнетесси, Тaвай ялне кeмесeр Канаш хулине каймалли çула тaвасси те тимлeхре тaрать. Асфальтлa çулсене çeнетсех тaрасси пирки те манмастпaр.

Ял хуçалaхeнче те eçсем начар мар пулса пыраççe. Выльaх-чeрлeх йышне ?стерсе пырассишeн тимлетпeр. Сaвaм лайaхланса пырать. Илларионов хресчен-фермер хуçалaхe хулари çынсене сeтпе тивeçтерессипе тимлет. "Акконд-агро фирма" обществaн сeт цехeн кaтартaвeсем çулсерен лайaхланса пыраççe.

-Тепeр çул пирeн район - 80, Аслa Çeнтер? çитмeл çул тултарать. Асaннa уявсене пирeн eçри çитeн?семпе кeтсе илессишeн тaрaшмалла. Пурин те мероприятисенче ырa тeслeх кaтартас тeллев тытмалла, - тесе вeçлерe калаçaвне Владимир Алексеевич.

"Нумай ачаллa çемьесене патшалaх туса панa Н?шкассинчи, Кушкaри çeнe çуртсем мeншeн пушa лараççe? "Тaвайри кооператив" потребобщество сурaх тирeсене мeншeн йышaнмасть?" - çакнашкал ытти ыйтусем çине те хуравларe район администрацийeн пуçлaхe.

Халaха социаллa х?тлeх паракан пай пуçлaхe Людмила Аввакумова пeчeк тупaшлa çемьесене хваттер укçи т?леме патшалaх çaмaллaх пани пирки aнлантарчe. Eçпе вaрça ветеранeсене, инвалидсене мeнле пулaшни çинче чарaнса тaчe.

"УК "Янтиковская" тулли мар яваплaхлa общество директорне Юрий Ефимова та тимлe итлерeç пухaннисем.

Район центрeнче пахалaхлa шывпа тивeçтерекен системaна çeнетме вaхaт çитнe. Канализаци системине тасатса тaракан станци 1986 çултанпа eçлет, aна та çeнeрен тумалла. Eçe нумай, анчах укçа-тенкe ыйтaвe чaрмав к?рет.

Хваттер укçи çынсенчен пeр миллион тенкeлeх илмелле. Анчах çын шучeпе пурaнма вeреннисем хaйсен тивeçeсене вaхaтра пурнaçлама васкамаççe.

Нумай хваттерлe çуртсен тaррисене çeнетсе пeтернe тесен те йaнaш мар, икe çурт кaна юлнa. Объектсенчи подъездсен алaкeсене çeннисемпе улaштарнa.

Управляющи компани икe çурта кaна газпа хутса aшaтать, ыттисенче харпaр хaй тивeçтермелле тунa. Ку eç обществaшaн тaкаклa. Ç?п-çап полигонe валли пирeн район лицензи илме пултарнa. Федераци списокне кeнe тaвайсем. К?ршeри чылай район ку тивeçе пурнaçа кeртеймен. Ç?п-çап илсе тухассипе районти ял тaрaхeсен управляющи компанипе килeш? тумалла.

Район центрeнчи хaш-пeр башньaсен шыв пахалaхe начар шайра, извеçлe. Çавaнпа насуссем тaтaшах ванаççe. Вeсем вара 35-40 пин тенкe тaраççe. "Тaвайри кооператив" потребобществaн алкогольсeр шывсем кaларакан цех çывaхeнчи башньaри шыв вара лайaх.

Юрий Ефимов пухaннисен ыйтaвeсем çине тивeçлe хуравсем пама тaрaшрe.

"Раççейри пенсионерсен союзe" обществaлла организацин тата районти ветерансен совечeн председателeсем Алевтина Алексеевапа Римма Гурина, ытти тухса калаçакансем пленума пухaннисене Аннесен кунeпе саламларeç, çирeп сывлaх сунчeç.

Республикaра пирeн районти ветерансен организацийe лайaххисен йышeнче пулни пирки пeлтерчe Римма Антоновна. Чутейри (Вера Васильевна Юркина), Тушкилти (Таисия Витальевна Петрова) ветерансен пуçламaш организацийeсем ырa ята тивeçнe.

В.НИКИТИН.

Сaн ?керчeксенче: районти ветерансен пленумeнче.

Сaн ?керчeкeсем авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика