АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Нỹшкассинчи фермер, грант çĕнтерỹçи хуçалăхĕнче

18 ноября 2014 г.

 

-Фермер пулма çамрaклах, шкулта вeреннe çулсенчех eмeтленнe эпe, - çапла каласа тeлeнтерчe Н?шкасси ялeнчи Геннадий Васильевич Гурьев фермер.

Анчах т?рех пуçaнман çак eçе. Малтан Шупашкарта "Нива" вeрен? комбинатeнче сварщике вeреннe, "вaл aста сварщик, кaткaс çeвeсем тума пултарать" теççe ун пирки ялта. Вaл Шупашкарта, ытти çeрте eçленине каласа пачe. Кил-çуртне те лайaх туса пeтернe, хaтлaх енчен пeртте хуларинчен кая мар, теççe. Пeр сaмахпа каласан, тaрaшакан çын. Хaй вaл вaтaр тaваттaра. Çемьеллe, Элпуç хeрeпе, Алинaпа, пeрлешнe. Халe икe хeр те пeр ывaл вeсен. Кeçeнни виçe уйaхра çеç-ха.

Фермер пулма маларахах пeчeккeн хатeрленнe. Кaçал çине тaрса пуçaннa. Сурaх eрчетес енeпе "Пуçлакан фермер" шутпа грант çeнсе илнe. Геннадий Васильевич хaй каланa тaрaх, грант укçине - 1 миллион та 100 пин тенкeне - пeтeмпех хресчен-фермер хуçалaхне йeркеленe çeре янa. Вaл та çитмен. ЛПХ кредичe те 400 пин тенкe илнe. Пурнaç й?нe мар. Eçе пуçaнтaн пулсан, укçа-тенкe çитмест тесе алла усса ларас çук. Тeллеве пурнaçа кeртме малаллах талпaнатaн.

Эпир, райадминистраци пуçлaхeн пeрремeш çумe, АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Васильевич Чайкин, Елена Александровна Михайлова тeп специалист-эксперт тата эпe, асaннa хресчен-фермер хуçалaхeнче иртнe эрнере пултaмaр. Хуçалaх территорине юпасемпе тата сеткaпа карта тытса çавaрнa. Территоринче хaйeнче те утa-улaм упрамалли площадкaна картапа уйaрнa. Йeри-тавра тaватa видеокамера вырнаçтарнa. Пире хресчен-фермер хуçалaхeн территорине кунта eçлекен Евгений Иосифович Степанов алaк уçса кeртрe. Хaй хурал пунктeнчен тухрe.

Геннадий Гурьев фермер та шaпах территоринчеччe. Вaл пире кaçал туса лартнa çeнe витене илсе кeчe, унпа паллаштарчe. 52 метр иккен вите тaршшe. Шалта çап-çутa, таса. Гравмассaпа никeс ярса тунa витене. Стенисене фундамент çине вырнаçтарнa икe енчен те хушaклa бетон юпасем çине 50 миллиметр хулaнaш aвaс хaмасем кeртсе пырса хaпартнa, тулашeнчен сарa сайдингпа сaрнa. Хушшине aшa тытма изоляци материалe янa. Хaмасен хушшисене пенaпа тeплe сирпeтсе тухнa. Вите çивиттине айне изоляци пленки карса цинклa профнастилпа, чи тaррине вара, вите çивиттин хысакeсем пeрлешнe кeтесе, пeр сантиметр хулaнaш полимер материалпа витнe. Çавaн витeр çутa кeрет те витене. Цокольне кирпeчпе хaпартнa. Тулашeнче скважина чавса витене шыв кeртнe. Тарласа-йeпенсе ан тaтaр тесе, вентиляци вырнаçтараççe. Хатeрeсене к?рсе килнe.

Витере коридор хaварса икe енeпе п?лeмсем тунa. Кунта халe романовски сурaхсем 30 пуç, сaвакан виçe eне, вьетнам aратeнчи хура тeслe пысaк мар икe сыснапа пeр аçа усраççe. Сыснисене ерттермен-ха, çамрaкрах, терeç. Вeсен умне пысaк тупа, курaк хурса пама лутра ещeк лартса панa. Ку йышши сыснасем лaпкa, çeмeрмеççe. Сурaхсем январьте пaранлама тытaнассине каларeç. Пaранланисене уйaрма уйрaм клеткaсем тунa. Эпир унта пулнa чухне, сурaхсем картишeнчеччe. Вeсене пeр вaхaта кунсерен уя илсе тухса кeнине те пeлтерчe фермер. Витере сурaхсене утa-улaм хурса пама пeр енeпе пысaк кормушка, тепeр енне, стена çумне, фуражлaх тырa пама вaрaм, ансaр такана пек кормушка янтaланa. Çулламалли тaвар - ещeк пек савaт çинче. Выльaхсене Геннадий Васильевич хaй, амaшe Клавдия Аркадьевна, Евгений Степанов, ыттисем пaхаççe. Утa-улaм илсе кeме çуркуннех лаша туяннa. Eнесене амaшe сaвать, сeтне сутаççe, килeнче те усa кураççe. Сводкaпа çичe тонна сутни паллa.

Выльaхсен йышне ?стерсе пыма eмeтленеççe. Хальлeхе витере пушa п?лeмсем нумай. Çапах та вeсем туласса шанаççe. Сыснасем валли вара малашне пысaк мар уйрaм хуралтa хaпартасшaн хуçалaх территорийeнче.

Стройка пынa пулсан та, территори таса. Шыв-шур сиенлесрен, дренаж канавe чавнa.

Территоринчех техника упранать. Хальлeхе МТЗ-82 трактор, виçe корпуслa плуг, культиватор, пресс-подборщик пур. Çак кунсенче Геннадий Гурьевaн компаньонe Михаил Сергеевич Иванов курaк çулмалли роторлa косилка та туянса килнe. Кaçал вара утa-улaм хатeрлеме Çeнçырма ялeнчи А.Павлов фермер, Çeнe Пуянкассинчи Потаповсем, ыттисем пулaшнa. Хресчен-фермер хуçалaхeн çeр участокe те пур, унта нумай çул ?секен курaксем, сeлeпе урпа акса тaвас шухaш-eмeтлe. Аллa гектартан вaтaрaшне сухаласа хaварнине каларe фермер. Çeрe ферма территорийeпе юнашарах.

-Çапах та вите хaпартса хута яма, картасем çавaрма, выльaх апачe хатeрлеме eç вaйe нумай кирлe пулнa eнтe. Мeнле eлкeртeр? - кaсaкланатпaр юлашкинчен.

-Тaвансем, юлташсем, ял-йыш, компаньонсем нумай пулaшрeç. Анне Тутар Республикинчен манaн, унтан килсе eçлерeç, Шупашкартан, Пуянкассипе Элпуçeнчен... Чaвашсен ырa йaла пур - нимелле eçлесси. Çакa eçе нумай хaвaртлатрe. Строительство материалeсем к?рсе килессипе Михаил Сергеевич, компаньон, нумай тaрaшрe. Халe те куллен тенe пекех пeрле. Пeрлехи вaйпа eç aнaçать. Сурaхсем, ытти выльaх eрчетсе, вaраха ямасaр продукци, тупaш илес eмeтпе вaй хуратпaр, _ терe юлашкинчен Г.Гурьев фермер.

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ?керчeкeсем авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика