АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Литература фестивалĕ иртрĕ

31 октября 2014 г.

 

Пирeн республикaра Çеçпeл Мишшин уйaхлaхне йeркеленe. Мeншeн тесен ч?к (ноябрь) уйaхeн 16-мeшeнче кaвар чeреллe поэтaмaр çуралнaранпа 115 çул çитет.

Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеçпeл) 1899 çулта, Канаш районeнчи Касакасси Шeкeр (халe Çеçпeл) ялeнче кун çути курнa. Унaн ашшeпе амaшe, Кузьма Федоровичпа Анна Николаевна, чухaн хресченсем пулнa.

1907 çулта сакaр çулхи Мишшана Шaхасанти икe сыпaклa шкул çумeнчи кaтартуллa пуçламaш шкула вeренме кайса янa ашшe.

1911 çулта Михаил Кузьмин Шaхасанти вулaс кантурeнче хутсем çырма пуçланa.

1914-1917 çулсенче Шaхасанти икe сыпaклa шкулта пeл? пухать вaл.

1917 çулта Çеçпeл Мишши Теччe хулинчи учительсен семинарне вeренме кайса кeрет.

Шaмa туберкулезe аталанма пуçланaран Чулхулари госпитальте сипленет кaвар чeреллe сaвaç, Крымри курортра та сывлaхне çирeплетет.

1921 çулхи август уйaхeнче Киев хулине каять. Украина поэчe Федор Николаевич Пакрышень пулaшнипе Чернигов кeпeрнинчи Осетер хулинчи çeр eç пайeнче eçлеме пуçлать.

1922 çулхи июнeн 15-мeшeнче асaннa хула çывaхeнчи Старогородка ялeнче eмeрлeхе куçeсене хупать чaваш поэчe.

Çеçпeл Мишшин вaрaмах мар кун-çулeпе Тaвайри вaтам шкулта иртнe эрне кун йeркеленe фестивальте те кeскен паллаштарчeç, презентаци кaтартрeç. Чaваш чeлхипе литературине нумай çул хушши вeрентекен Галина Алексеевна Степанова ертсе пычe программaна.

Малтан чaваш чeлхипе литературине вeрентекенсен районти методика пeрлешeвeн ерт?çи Галина Петровна Васильева сaмах илчe, мероприяти eç планeпе килeш?ллeн иртни пирки асaнчe. Çеçпeл Мишшин пултарулaхe чaваш халaхeшeн пысaк пeлтерeшлe пулнине палaртрe. "Скоро", "Иртнe самана", "Вaхaт çитe", "Пуласси", "Атaл юрри", "Ака çинче", "Пурнaçпа вилeм", "Чaваш чeлхи", "Чaваш ачине", "Эп вилсен", "Чaн чeрeлнe", "Йывaр шухaшсем", "Чaваш! Чaваш!", "Тинeсе", "Инçе çинçе уйра уяр", "Çeн кун аки", "Катаран каç килсен", "Хурça шанчaк", "Чaваш арaмне" ятлa тата ытти сaвaсем шaрçаланa маттур поэт.

"Çеçпeл çеçкисем" ятлa илемлe литература фестивальне пухaннa вeренекенсем, пeрин хыççaн тепри сцена çине тухса, пaхмасaр вуларeç ç?лерех асaннa хaш-пeр сaвaсене. Малтан 5-8 классенче пeл? пухакансем пултарулaхне кaтартрeç, унтан тaххaрмeшсем, вуннaмeшсем, вунпeрмeшсем Çеçпeл Мишши çырнa сaвaсене тепeр хут куç умне кaларчeç. Пурте питe маттур пулчeç ачасем. Пaхмасaр вулани сaнарлaрах пултaр тесе чaваш тумeсем тaхaннa хaш-пeрисем, теприсем сaвaри шухaша аллисемпе те палaртрeç, чeлхен ?керчeклев мелeсемпе усa курчeç тата ытти те. Районти шкулсенче вeренекенсем Çеçпeл Мишши сaвaçа асра тытни, унaн произведенийeсене вулама юратни палaрчe çапла.

Чaвашлaхшaн тaрaшнa поэтaмaр пултарулaхe пурне те хавхалантарать, сaвaсем çырса пaхма та хистет ав, çамрaксене. Çеçпeл Мишши çинчен çырнa йeркесене те вуларeç фестивальте вeренекенсем. Поэзи лаççин алaкне уçма хaюллaх çитернисем те маттур пулчeç фестивальте. Икe ?сeмпе, 5-8 тата 9-11 классем, хакларeç жюри членeсем пaхмасaр вулакансен пултарулaхне. Тен, çулсем иртнe май вeсен чунeсенче сaвa çырас туртaм тата ытларах çирeпленe. Аванччe.

Район чысне Шупашкарта х?тeлеме хатeрленнисем (Тaвай) хaйсен номерне хаклама сeнчeç юлашкинчен.

Жюри пeтeмлет?сем тунa вaхaтра фестивале килнисем ?керчeксем, аппликацисем, презентацисем, кeнекесем курчeç.

Вeрент? пайeн методисчe А.Иванова кашни номинаци çeнтер?çисене Хисеп грамоти парса чысларe, Çеçпeл Мишши уйaхлaхне тивeçлe шайра ирттерме пулaшакан вeрентекенсене _ Г.Степанована, И.Николаевана, О.Егорована (Тaвай), В.Гаврилована (Тeмер), А.Данилована, И.Кондратьевана (Тушкил), Г.Васильевана, Т.Ямщикована (Йaнтaрчa), Г.Степанована, З.Шутована (Енeш Нaрваш), З.Григорьевана (Тaрмaш), Э.Кириллована (Çeнe Пуянкасси), П.Никифоровпа Л.Моисеевана (Элпуç), Л.Михайловапа Н.Калистратована (Чутей) тата ыттисене тав турe.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeкe авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика