АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ял ĕçченĕсем уявра савăнчĕç

14 октября 2014 г.

 

"Ял eçченeсене мухтав!" - çакaн пек плакатпа кeтсе илчe иртнe шaмат кун, октябрeн 11-мeшeнче, Тaвайри культурaпа кану центрe ялта тавар туса илекенсене. Хaйсен eçe ял хуçалaхeпе т?рремeнех çыхaннисем хальхинче кунти культурaпа кану центрне ял хуçалaхeпе продукцие тирпейлекен промышленность eçченeсен кунне уявлама пухaннa. Шaпах çак уяв хaйсен ырми-канми eçeпе çынсене, обществaна пуринчен те ытларах кирлипе - апат-çимeçпе, тeрлe юр-варпа тивeçтерсе тaракан мeн пур çынна пeрлештерсе тaрать.

"Чaваш Ен çeр eçченeсене тaван çeре чунтан юратса тaвакан пархатарлa eçeшeн пeтeм чун-чeререн тав тaватaп. Хaйсен eçченлeхeпе, çирeплeхeпе тата юратнa eçе парaннипе ырa тeслeх пулса тaракан ветерансене уйрaммaн палaртса тав сaмахe калатaп", - тенe агропромышленность комплексeн eçченeсене професси уявeпе саламланинче Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев.

Уява пухaннисене шaпах çав паха çимeçсемпе кeтсе илчeç те культурaпа кану центрeн фойинче Тaвайри обществaлла апатлану предприятийeн eçченeсем.

Шупашкарта çак кун "Раççей - спорт çeр-шывe" форумaн юлашки тапхaрe пулчe. Çавна май та-и, тен, Тaвайри савaнaçлa лару çaмaл атлетикaпа республикaри aмaртусенче пeрре çеç мар призер пулнa Тaвайри вaтам шкулти Марина Сорокина вeрентекен зарядка тутарнипе пуçланчe. Праçнике пухaннисен кaмaлне татах та çeклерeç çак хусканусем.

Савaнaçлa ларура районти агропромышленность комплексeнче кaçал тума пултарнa çитeн?сем çинчен администраци пуçлaхeн пeрремeш çумe - АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин кeскен каласа пачe. Уява пухaннисене яланхи пекех ырa кун та лайaх кaмaл-туйaм суннипе пуçларe Валерий Васильевич. Паянхи çитeн?сем пeтeмпех çак залра ларакансен тата ытти eçченсен тaрaшулaхeпе, eçчен аллисемпе пулнa, терe. Ерт?çeсемпе специалистсем, механизаторсемпе выльaх-чeрлeх пaхакансем, мeн пур eçченсем, ветерансем вaй хунa вeсемшeн. Тавах Сире пурсaра та çав хастар eçшeн, продукци калaпaшне тата пахалaхне ?стерме чуна парса eçленeшeн.

Кaçал акса-туса илекен çeр лаптaксем малалла ?снe. Районта пурe 19 пин тонна е кашни гектартан 18,2 центнер тырa, 2,6 пин тонна е кашни гектартан 134,5 центнер çeр улми туса илнe. Çак шутран "Акконд-агро фирма" обществaн тырa уйeсем кашни гектартан вaтамран 20,4-шер центнер тухaç панa.

Выльaхсене aнaçлa хeл каçарма пeр условнaй выльaх пуçне тeрлe апат 21,7 центнер апат единици чухлe хатeрлесе хунa. Фермaсем хeле хатeр. Сeтпе аш туса илесси, eнесен продуктивлaхe ?ссе пырать. Хуçалaхсем çeнe техника туянаççe, малашлaхлa инвестици проекчeсене пурнaçа кeртеççe. Агропромышленность комплексне малалла та модернизацилесе пыни хуçалaх eçeн шайне палaрмаллах лайaхлатма, рынока тухма, конкуренци тума, ял eçченeсене тивeçлe eçлесе илме май парe, палaртрe В.Чайкин.

Райадминистраци пуçлaхe Владимир Ванерке ял хуçалaх eçeсене вaхaтра вeçлени ял хуçалaхeпе продукцие тирпейлекен промышленность eçченeн кунне те республикaра ыттисенчен малтисен шутeнче ирттерме май панине, уйсемпе выльaхсен продуктивлaхe ?ссе пынaшaн савaннине каларe. Eнесен продуктивлaхe кaçалхи 9 уйaхра 3840 килограма çитнe, пeлтeрхинчен те кашни eне пуçне 65 килограмм ?снe. 3 фермер тата пeр çемье ферми грантсем çeнсе илни районшaн пысaк пeлтерeшлe. Малта пыракан хуçалaхсене - "Акконд-агро фирма" ХАОна, "Чутеевский" ЯХПКна, С.Илларионов, В.Грачев, С.Хумышев хресчен-фермер хуçалaхeсене асaнчe Владимир Васильевич. Ама выльaх йышe хушaнса пынaшaн кaмaллa пулнине пeлтерчe. Ял eçченeсене хaйсен çaмaл мар eçeнче aнaçу сунчe.

Пухaннисене уявпа ЧР ял хуçалaх министрeн çумe Николай Якимов, ЧР Патшалaх Канашeн депутатне пулaшаканe Алексей Бабюк, район пуçлaхe Владислав Васильев саламларeç. Н.Якимов Чaваш Ен ял хуçалaхeн ?сeмлe кaтартaвeсем çинче чарaнса тaчe. Тухaç илме акса ?стерекен ял хуçалaх культурисен лаптaкe пысaкланса 558,6 пин гектара çитнe. Кaçал 568,8 пин тонна е пeлтeрхинчен 160 пин тонна нумайрах тырa пухса кeртнe (гектар пуçне 22 центнер). 143,4 пин тонна çeр улми кaларса пухнa, пeр гектар пуçне тивекен тухaçлaх 163,7 центнерпа танлашнa.

Залра уяв савaнaçe. Ял хуçалaх производствинче тунa çитeн?семшeн тата ял хуçалaхeпе продукцие тирпейлекен промышленноçра eçлекенсен кунeпе малта пыракансене наградaсем, хаклa парнесем парса хавхалантарасси пуçланчe. Малтан ЧР ял хуçалaх министрeн çумeпе Николай Якимовпа администраци пуçлaхe Владимир Ванерке Раççей ял хуçалaх министерствин Хисеп грамотипе "Акконд-агро фирма" ХАОн сeт комплексeн начальникне Николай Яковлевич Мальцева чысларeç, Раççей ял хуçалaх министерствин Тавне райадминистрацин АПК аталанaвeпе экологи пайeн ял хуçалaх секторeн заведующийe Николай Родионович Краснов тата В.Грачев ХФХри Валентина Николаевна Шашкова зоотехник тивeçрeç. Татьяна Петровна Васильевана - "Акконд-агро фирма" ХАО бухгалтерне, Татьяна Павловна Машенькинана - "Дружба" ЯХПКн eнесене машинaпа сaвакан операторне, Эдуард Михайлович Никитина - С.Михайлов ХФХн механизаторне ЧР ял хуçалaх министерствин Хисеп грамотисем парса чыс к?чeç. Çакa савaнтарать: наградaсене тивeçлисем ял хуçалaхeпе тирпейлекен промышленноçра eçлекенсем хушшинче чaннипех те нумайaн. Вeсене тивeçлисене район пуçлaхeпе Владислав Васильевпа администраци пуçлaхe Владимир Ванерке район администрацийeн Хисеп грамотисем пачeç. Пур малта пыракана та "Тaвай районeн ял хуçалaхeн чи лайaх eçченe" медаль çакса ячeç.

РФ Перекет банкeн Тaвайри офисeн заведующийe Александр Краснов та банкпа тачa çыхaнса eçлекенсене Тав çырaвeсемпе парнесем парса хавхалантарчe.

Праçнике ял хуçалaх eçeн ветеранeсене те - хуçалaх ерт?çисене, специалистсене, фермaсен заведующийeсене, бригадирсене, механизаторсене - чeнсе хисеп тунa. Вeсене Владимир Алексеевич пурне те "Тaвай районeн ял хуçалaхeн ветеранe" асaнмалaх медаль парса кaмaл турe.

Районти культура учрежденийeсен пултарулaх коллективeсен юрри-ташшисем питe кaмaла кайрeç уява хутшaннисене. Вeсем савaнaçлa лару пeтсен мар, вaл пынa хушaрах вaхaтран вaхaта савaнтарчeç хaйсен пултарулaх номерeсемпе. Çамрaк артистсем те aсталaхeпе тeлeнтерчeç. Ку вaл, пeр иккeленмесeрех калатпaр, ял хуçалaхeпе продукцие тирпейлекен промышленноçра хастарлaхпа палaрнa eçченсене хисеплени тата вeсен eмeртен пыракан пархатарлa eçне пысaка хурса хаклани пулчe.

Уява йeркелессине çeнeлeхсем к?ни те кaмaла каймасaр тaма пултараймарe.

Юлашкинчен район администрацийeн пуçлaхeн пeрремeш çумe - АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин районти агропромышленность комплексeн мeн пур eçченне çирeп сывлaх, çитeн?сем, шанaçпа иксeлми вaй-хал, телей сунчe.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика