АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Юратупа ăнлану пулăшать

17 мая 2013 г.

Çемье – юратупа ырлaхaн, хисеппе савaнaçaн тата хавхаланaвaн иксeлми çaл куçe. Кил-йышра кaна ачасем çeр-шывшaн юрaхлa çын пулса ÿсеççe. Çемье – общество никeсe, çавaнпа пирeн пурин те тaрaшмалла унaн çирeп-лeхeшeн.

Кил-йыш ыйтaвeсене вaхaтра татса парас тeллевпе 1993 çулта ООН Генеральнaй Ассамблейи Пe-тeм тeнчери çемье кунне çу уйaхeн 15-мeшeнче паллa тума йышaннa. Кaçал асaннa уява 20-мeш хут паллa турaмaр эппин.

Тaвайри культурaпа кану центрeн репетици тумалли залне тeрлe шарсемпе илемлетнe. Хура тата шурa тeслe акaшсемлe ÿкерчeк çинче “Çемье кунe”, “Икe çунат” тесе çырса хунa. Интереслe сaмахсем. Упaшкипе арaмe çемьен çуначeсем пулнине пeлтерет eнтe ку. Пeри амансан, теприн aна хaвaртрах сипленме пулaшмалла. Çемье тeрекe пeр-пeрне aнланса пурaннинчен килет те.

Залри çaкaр-тaварлa сeтелсем хушшинче – пeрле нумай çул пурaнакан çемьесем, ырa тeслeхлe амaшeсем, асанне-кукамайсем.

Тaвай ялeнче пурaнакан Лисовсем паян кaна çемье çавaрнa пек туйaнаççe ав. Aшa кулa ку мaшaра самаях çамрaклатать. Вeсем пeрле пурaнма пуçлани 50 çул çитнe иккен кaçал.

–Эпир нарaс уйaхeн иккeмeш кунeнче мaшaрланнa. Çил тaманччe, анчах чeремeрсенчи юрату пeтeм тавралaха aшaтма çитетчe пулe. Виçe ача пaхса çитeнтертeмeр, пилeк мaнук пирeн, – кeскен хaйсем пирки пeлтерчe çур eмeр пeрле пурaнакан мaшaр.

Çемье пуçe, Владимир Андреевич, педагогика eçeн ветеранe. Аслa пeлÿллe учитель районти тeрлe шкулсенче физика предмечeпе нумай çул хушши пeлÿ панa. Тивeçлe канaва тухсан та юратнa eçeпе сывпуллашма васкаман арçын. Тaрaшулaхeшeн тeрлe наградaсене тивeçлe пулнa.

Галина Михайловна медицинaра хaйeн телейне тупнa. Хусанта фармацевтсем хатeрлекен техникумра вeренсе ятарлa пeлÿ илнe хыççaн, 1962 çулта тaван района eçлеме таврaннa вaл. Пенсие тухсан тепeр икe çула яхaн, 1999 çулхи ноябрь уйaхeччен çынсене эмелсемпе тивeçтернe Г.Лисова фармацевт Тaвайри 35-мeш номерлe аптекaра, тeрлe ырa сeнÿсем панa. Хисеп хучeсем те чылай унaн.

Лисовсем пирки тата çакна палaртса хaвармалла. Вeсем чaвашла юрлама питe кaмaлланa. “Аннене, анне тееççe” юрaпа асaннa мaшaр Чaваш республикин чысне хÿтeленe. Иккeшe те “Eç ветеранe” ята илме тивeçлe пулнa.

Тепeр сeтел хушшинче – Тaвай ялeнчи чиркÿре eçлекен Николай аттепе Римма анне. Вeсем мaшaрланса йaва çавaрнaранпа 30 ытла çул иртнe. Туслa мaшaр виçe ачана, чун парса, ура çине тaма пулaшнa. Мaнукeсем те пур вeсен, виççeн.

Пирeн чиркÿ настоятелe Николай иерей çу уйaхeн 13-мeшeнче 60 çулхи юбилейне паллa тунa. Ун ячeпе Тaвайри ветерансен хорe юрa шaрантарчe. Асaннa мaшaр eненекенсемпе тата ытти çынсене пулaшу пама, пуриншeн те ырa тума яланах хатeр.

Культурaпа кану центрeнче тaрaшакан О.Соловьевапа С.Зверева уяв программине йeркелесе пычeç. Пухaннисене çемйисем пирки тeрлe ыйтусем пачeç. Хуравeсем вара пурне те савaнтарчeç.

ЗАГС уйрaмeн ертÿçи З.Гаврилова сaмах илчe кeçех. Çемье уявe пирки aнлантарчe. Тaвай енре 65 çул пeрле – 3 çемье, 60 çул – 1, умри сукмакпа çур eмeр юнашар утакан 18 мaшaр пурaнать иккен. Лисовсене юбилейлa туйсен Хисеп кeнеки çине алa пустарчe Зинаида Павловна, пeр-пeрне пулaшса тата нумай çул пурaнма сунчe, чÿлмек çинче ÿсекен илемлe чечексем парса чысларe. Çавaн пекех Николай аттене те юбилейe ячeпе саламларe вaл, сaваплa eçeнче aнaçу сунчe, парне пачe.

Уяв программине культурaпа кану центрeнче eçлекенсем, тeрлe юрa шaрантарса, пуянлатрeç.

Район администрацийeн халaха социаллa пулaшу паракан пайaн, РФ пенси фончeн районти управленийeн начальникeсем Л.Аввакумовапа Л.Яковлева, культурaпа кану центрeн директорe В.Александрова, “Раççейри пенсионерсен союзeн” районти обществaлла организацийeн тата вaрçaпа eç ветеранeсен совечeн председателeсем А.Алексеевапа Р.Гурина тухса калаçрeç, асaннa мaшaрсене парнесемпе савaнтарчeç. Унтан пурне те Пeтeм тeнчери çемье кунeпе саламларeç, телейпе юрату сунчeç.

Уяв пeрле пылак чейпе aшa кукaль астивнипе, кил-йышсене упрассишeн тата ытларах тaрaшма тeллев тытнипе вeçленчe. Юратупа aнлану çемьесене çирeпрех тaвать текен шухaшпа килeшрeç пухaннисем.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: В.НИКИТИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика