АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Асран кăлармастпăр

14 мая 2013 г.

1941–1942 çулсенче тeрлe районсенчи хeрсемпе хeрарaмсем йывaрлaхран шикленмесeр окопсемпе траншейaсем чавнине eмeрлeх асра хaварма Тaвай сaрчe çинче тунa стела умeнчи митинга тaваттaмeш хут хутшaнатaп. Кашнинчех шухaшaмпа та пулин çав вaхaта çитсе килетeп.

...Таçта аякра хaрушa вaрça пырать. Юратнa савнийeсене, хаклa мaшaрeсене нимeçсене хирeç çапaçма aсатнa чиперккесемпе хeрарaмсем лумсемпе кeреçесемпе шaннa çeре чаваççe. Ывaннине, аллисене сивe вeтеленине пaхмасaр eçлеççe вeсем. Тaшман çывхарас пулсассaн, Чaваш Ен çeрe çине ан таптатaр тесе тaрaшаççe.

Çакна куç умне кaларсанах çурaм тaрaх сивe хум чупса иртет, куçсем хaйсемех шывланаççe. “Енчен те эпe вeсем вырaнeнче пулнa пулсан чaтайрaттaм-ши çавнашкал йывaрлaха?“– тесе ыйту паратaп хама çак самантра. Темeн, çук пулe. Тен, тесе калама та хaюлaх çитеретeп. Эпир те тÿсеттeмeр, чaваш çирeп халaх пулнине пурте пeлеççe. Çук, çук, ан пултaр, урaх çакнашкал вaрça. Пирeн ачасен те, мaнуксен те курмалла ан пултaр пульaсем вeçнине, минaсем çурaлнине, çуртсем çунса кeлленнине.

Кaçал çу уйaхeн саккaрмeшeнче иртрe Тaвай сaрчe çинчи уяв. Пысaках мар лаптaка бетон плитасем сарнa, вeсем çинче гранитран тунa орденлa икe юпа тaрать. Умне вара танксене тытса чармалли рельс татaкeсенчен тунa, “чeрeп” вырнаçтарнa. “Кунта 1941 çулхи октябрeн 25-мeшeнчен пуçласа 1942 çулхи январeн 25-мeшeччен чaваш хресченeсемпе колхозникeсем хÿтeлев сооруженийeсем тaвас енeпе паттaррaн eçленe” тесе çырса хунa. Юпасемпе “чeрeпе” сaнчaрланa. Хÿтлeхпе хeç пирeн умра. Вeсем пулсан, мирлe тÿпе урaх нихaçан та тeксeмленмe. Эпир çакна çирeп шанатпaр.

Митинга район администрацийeн вeрентÿ пайeн начальникe В.Шакров уçрe. “Вaрça пирeн республикaра та, район çeрe çинче те паллa хaварнa. Шaпах ун çывaхeнче пухaннa паян эпир. Хусанти хÿтeлев линийe Звениговск кукринчен пуçланса Вaрмар районeнчи Энeшпуç, Арапуç ялeсем, Тaвай ен, Канаш районe витeр тухнa, Тутарстан чиккине çитнe. 50 километра яхaн тaсaлнa пирeн районта ку сооружени, 5 миллион кубла метр тaпра чавса кaларнa хeрсемпе хeрарaмсем. 1942 çулхи январeн 25-мeшe хыççaн та, çулла окопсемпе траншейaсен ишeлнe стенисене тÿрлетме тивнe тыл eçченeсен. Тавах сире, пирeн мирлe пурнaçшaн вaй-хала шеллемесeр eçленeшeн, çeнтерeве çывхартма пулaшнaшaн. Пысaк уяв ячeпе пурне те, вaрaм eмeрлe пулaр”, – терe Владимир Яковлевич.

Хÿтлeх сооруженийeсене тума хутшaннисем – Мария Яковлевна Сорокина, Матрена Михайловна Катякова, Лидия Михайловна Михайлова çав асаплa вaхaта тепeр хут куç умне кaларчeç, çамрaксене тeрлe йывaрлaхсене çeнтерсе пыма, шкулта лайaх паллaсемпе вeренме сунчeç.

Тaвайри культурaпа кану центрeнче тaрaшакансем, вaтам шкулта вeренекенсем вaрçaн йывaр çулeсене, Аслa çeнтерeвeн пысaк пeлтерeшне сaнарланa юрaсене шaрантарчeç, сaвaсем каларeç. Тыл eçченeсем пекех çeр-шывшaн пeтeм вaй-халне пама хатeр пулнине çирeплетрeç çапла вeсем. “Никама та манман, нимeн те манaçман”, – текен сaмахсем, çулсем иртсен те, пирeн районта пурaнакансен асeнче яланлaхах пулeç.

Тaвай сaрчe çинчи стела пире, çамрaксене, хамaрaн савaк пурнaçшaн ывaнма пeлмесeр тaрaшма тата аслa aру пек тÿсeмлe пулма хавхалантарса тaрать.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: митинг вaхaтeнче.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика