АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Аслă Çĕнтерĕве çывхартнисене чысларĕç

14 мая 2013 г.

Май уйaхe пeтeм тeнче aшaнса вaраннипе, Çeнтерÿ кунe çитнипе, ял тата кил хуçалaхсенче eçсем пуçланнипе, çeр çинче мир хуçаланма тытaннипе асра юлать. Аслa Çeнтерÿ – пeтeм халaхaн чaн-чaн уявe. Çак кун çынсем савaнаççe те, кулянаççe те. 68 çул пирeн çeр-шыв вaрça хaрушлaхне курман, 68 çул пирeн çeрсем çинче снарядсем çурaлман.

Аслa Çeнтерÿ уявне паллa тума Тaвай ял тaрaхeн çурчe умне, тaхaр сехет тeлне пухaнчeç организацисемпе предприятисен коллективeсем, шкулта вeренекенсем. Самантран колонна Мухтав монуменчe еннелле хускалчe. “Майaн тaххaрмeшe – Аслa Çeнтерÿ кунe! Çeнтерÿ уявeпе сире, пурне те!” текен лозунгсемпе, чечексемпе, шарсемпе капaрлатнa, вaрça ветеранeсене лартнa автомашинaсемпе мотоциклсем, Тaван çeр-шывaн, Чaваш Республикин тата Çeнтерÿ ялавeсене çeкленисем, вeрсе каламалли инструментсен оркестрe, вeренекенсен отрячeсем, района ертсе пыракансем, eç коллективeсем нумаях пулмасть кaна çeнетнe асфальтлa çулпа утаççe. Кашнин аллинче тенe пекех – чeрe чечек çыххисемпе кaшaлсем.

Уява тухнисем Тaвай ялeнчи Мухтав монуменчe умне йeркеленсе тaчeç. Палaкaн сулахай енчи пукансем çине вaрça ветеранeсем, тыл eçченeсем, вaрça ачисем вырнаçнa. Вeсен çывaхeнче – ялав йaтнa тата хуралта тaракан çамрaксем, Шупашкартан килнe хaна, район ертÿçисем, вaрça тата шалти eçсен органeсен ветеранeсен пуçламaш организацийeн председателe тата ыттисем. Яланлaх çулaм çунать.

Уява вeрентÿ пайeн начальникe В.Шакров уçрe. Унтан район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке сaмах илчe.

–Пирeн районтан Аслa вaрçа 5429 çын хутшaннa, вeсенчен 179-шe – хeрсемпе арaмсем. Виçe пин ытла салтак вaрça хирeнчен тухайман. Вeсене тата каярахпа пурнaçран уйрaлса кайнисене асра тытса пeр минут шaп тaма ыйтатaп, – тесе пуçларe сaмахне Владимир Алексеевич. –Тaвай ялeнчен фронта 220 çын тухса кайнa, вeсенчен 84-шe каялла таврaнайман.

Паянхи кун Тaвай енре 36 вaрça участникe, вaрçaран килнe хыççaн вилнисен 108 арaмe, тылра eçленe 547 çын, вaрça хирeнче пуç хунисен икe арaмe пурaнать.

Çeнтерÿ кунe – савaнaçлa тата хурлaхлa уяв, вaл урaхла пулма та пултараймасть, телей кулянусaр пулмасть. Çак кунсенче çут çанталaк вaранса чeрeлет, эпир пурнaç еплерех хаклa пулнине туйса илетпeр. Паян уява пухaнма май килнeшeн, хамaр мирлe пурнaçшaн вaрçaра пуç хунисем тата чaтма çук йывaр условисенче çапaçса Аслa Çeнтерÿ тунисем умeнче парaмра эпир. Уяв ячeпе сире, пурне те!

Унтан Чaваш Республикинчи физкультурaпа спорт тата туризм министрeн пeрремeш çумe А.Яковлев, район пуçлaхe В.Васильев, Г.Иванов вaрça ветеранe, вaрçaпа eç ветеранeсен совечeн председателe Р.Гурина, Тaвайри вaтам шкулта вeренекен А.Турханов тухса калаçрeç, уяв ячeпе саламларeç. Çамрaкки вара мирлe тÿпешeн сыхa тaма пулчe.

Кeçех пeлeтелле шап-шурa кaвакарчaнсем вeçсе хaпарчeç, eмeрлeхе пуçeсене хунисен чунeсем чeрeлнине симвaлланaнах туйaнчe ку.

–Эпир, Раççейре пурaнакансем, Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçинчи хамaр халaхaн паттaрлaхне яланах асра тытатпaр. Пуласлaхшaн пуçне хунисен ячeсем пирeн чeресенче яланлaхах упранeç. Çамрaк aру ирeклeхeпе савaнaçeшeн пурнaçне шеллеменнисене нихaçан та манмастпaр, – уяв программине малалла тaсрe çапла Владимир Яковлевич.

Унтан район администрацийeн пуçлaхe В.Ванеркепе ЧР физкультурaпа спорт тата туризм министрeн пeрремeш çумe А.Яковлев, Чaваш Республикин Патшалaх Канашeн депутачeн В.Иванов ятeнчен тата районти организацисемпе предприятисен коллективeсем пeрин хыççaн тепри, Мухтав монуменчe умне пырса, чечек кaшaлeсем хучeç. Кeçех автоматсенчен пени илтeнсе кайрe.

“Тaрмaш–Тaвай маршрутпа чупакан спортсменсем çывхараççe!” – пeлтерчeç çынсем пeр-пeрне.

Вeсене кeтсе илнe хыççaн Тaвайри вaтам шкулта вeренекен çамрaк армеецсен пултарулaхeпе паллашрaмaр.

“Хeпeрте, Çeнтерÿллe çуркунне!” – ятлa концерт программи пуçланчe. Çав самантра мала тухнa спортсменсене медальпе тата Дипломпа чысларeç.

“Тaвайри кооператив” потребобщество хaйeн таварeсене сeннисeр пуçне уяврисем валли парне – салтак пaтти – хатeрленe, чaн-чaн вaрçaри условисенче, çeр кaмрaкeпе eçлекен кaмака çине хуран лартса пeçернe aна.

–Питe тутлa, тавах хатeрлекенсене, – терeç тутанса пaхнисем.

Чи чапли вара, чи пахи Тaвайри культурaпа кану çурчe умeнче фонтан eçлеме пуçлани пулчe. Мeн чухлe ача, çын çывaха пырсах киленчe унaн илемeпе.

Каçхине сакaр сехетре республикaран артистсем килсе çитрeç район çыннисене хавхалантарма. Вeсемпе пeрле чылайччен юрласа-ташласа савaнчeç тaвайсем. Тепeр eç эрнине çeкленÿллe кaмaлпа пуçaнма хавхалану пухрeç.

Çирeм икe сехет те 30 минутра Çeнтерÿ салючe пулчe. Хeрлe, симeс, сарa, кaвак, шурa йaлтaрккасем, тeрлe эреш туса, пeлeтелле вeçсе хaпарса анчeç.

Вeрсе каламалли инструментсен оркестрe вaрça, Аслa Çeнтерÿ çинчен кeвeсем вылярe çынсем килeсене саланнa май.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: В.НИКИТИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика