АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Чăн-чăн футболист пулнине çирĕплетрĕç

8 мая 2013 г.

Сумлa çынсене асра тытса, хисеплесе тeрлe турнирсем иртеççe Тaвай енре. Футболла, волейболла выляççe, йeлтeрпе чупаççe, шашка-шахматла вaй виçеççe тата ытти те.

Енeш Нaрвашра ÿссе çемьеленнe, йaва çавaрнa, пурнaçe вaхaтсaр татaлнa Артем Егоров физкультура учительне, футболиста асра тытса спорт уявне пухaнчeç районти спортсменсем. Сисeнмесeр иртет вaхaт, тин кaна пуçарса янaччe ку турнира. Кaçал 19-мeш хут хaйсен aсталaхне кaтартрeç Артем Петровичaн юлташeсем. Асaннa мероприятие йeркелекенe – пeр класра вeреннe, халe Шупашкарта пурaнакан Николай Никитин предприниматель.

Район центрeнчи аялти стадионра футбол сезонне уçакансен йышe нумайлансах пычe çу уйaхeн иккeмeшeнче, вунa сехетре турнир пуçланчe. Малтан район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке сaмах илчe. Командaсене, спорта юратакан ытти çынсене иртнe тата çывхаракан уявсемпе саламларe, пурне те çeнтерме сунчe. Николай Никитин спонсор турнира епле йeркелесе яни пирки аса илчe. “Аль” физкультурaпа спорт комплексe тата ача-пaчапа çамрaксен спорт шкулe” АУ ДОД директорeн вeрентÿпе спорт eçeн çумe В.Кузнецов вaйa йeркисемпе паллаштарчe.

Шaпа янa тaрaх енeшнaрвашсем ветерансемпе, тaрмaшсен тaвайсемпе вылямалла пулчe. Икe вaййи те питe хeрÿ иртрe малтанхинче Артем Егоровaн çуралнa ялeнчен килнe футболистсем 2:0 шутпа çeнтерчeç. Тепринче вара тaрмaшсем нумайрах мечeк тапса кeртрeç район центрeнчи спортсменсен хапхине (2:0). Виççeмeш вырaншaн пыракан вaйa та интереслe иртрe. Ветерансем хaйсем опытлaрах пулнине çирeплетесшeн пулчeç. Çамрaклaх, вашаватлaх енне куçрe юлашкинчен çитeнÿ, тaвай команди 3:0 шутпа парaнтарчe аслa юлташeсене.

Тaваттaмeш вaйaра вара тaрмaшсем те, енeшнaрвашсем те парaнасшaн пулмарeç. Палaртнa вaхaт иртиччен икe хапхине те мечeк тапса кeртеймерeç футболистсем. Пенальтире вара Енeш Нaрваш ялeн команди пeрремeш вырaна тухма тивeçлe пулнине çирeплетрe "3:2". Кубок çeнсе илчeç вeсем, Артем Егоров футболшaн чунне пама хатeр пулнине кaтартса пачeç.

Чи лайaх вратаре (Никита Дмитриев), хÿтeлевçе (Алексей Антонов), тапaнса вылякана (Максим Иванов тата Дмитрий Григорьев çурма хÿтeлевçе), Андрей Григорьев вылякана парнесем парса хавхалантарчe Николай Васильевич. Район администрацийe малтанхи виçe вырaна тухнa командaсене, Н.Никитин предпринимателе Тав çырaвeсемпе чысларe.

Çeкленÿллe кaмaлпа саланчeç спорт уявeнчен çынсем.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeкре: район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, Н.Никитин спонсор Енeш Нaрваш ялeн футболисчeсемпе.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкe.

Фотограф: В.НИКИТИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика