АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Шкулсенче - юлашки шăнкăрав

27 мая 2014 г.

 

Вaтам пeл? илессине вeçленe тапхaр кашни çамрaка хумхантарать. Çак вaхaта "Юлашки шaнкaрав" уяв йeркелесе паллa туни те чылайлaха асра хaварать. Иртнe эрне кун çeр-шыври, республикaри шкулсенчен вeренсе тухакансемшeн шaнкaрав юлашки хут янaрарe.

Кaçал пирeн районта 137 хeрпе каччa 11 класс пeтерет, тaххaрмeшeнчен 201 выпускник вeренсе тухать.

Тaвай. Уяв пуçланас умeн пeр сехет маларах çул тытрaм район центрeнчи шкула. Çывaх кунсенче пулма т?р килменччe-ха унта, кaçал вeренсе тухакансен тата вeсен ашшe-амaшeн савaнaçeпе тунсaхне пeрле пайлама тeллев тытрaм çавaнпа. Малашне кунсерен уроксенче лармалла е дневник çырмалла марри çамрaксен кaмaлне çeклет те, кaсaклa малашлaх вара кaштах шиклентерет те eнтe.

Тaвайри вaтам шкул республикaри чи лайaх вунa вeрен? учрежденийe йышне тивeçлипе кeни картишeнчех çирeпленчe. Пeр хут татaкe те çук кунта, таса та тирпейлe. Унти дизайн пурне те кaмaла каять eнтe. Тeрлe чечек клумбисем, фонтан, тараса тата çил арманeн моделeсем пур картишeнче, лaпкa çилпе ялавсем вeлкeшеççe ав. Ларса туслашмалли сак та вырнаçтарнa. Ачасем хушшинче хирeçесси час-часах пулма пултарать çав. Картишне тухса асaннa сак çине ларсан вара пeр-пeрне çиленни те иртсе кайe. Шкул çурчeн хыçeнче тeрлe пахча-çимeç валли çeр уйaрнa, парнике асaрхама пулать. Эппин вeренекенсем хaйсем валли хaйсемех тeрлe калча çитeнтереççe. Лайaх пeл? илнипе пeрле eçе хaнaхса çитeнеççe ачасем. "Ырa сунса кeтетпeр!" - тесе çырнa тамбурта. Шкул пурнaçне уçса паракан сaн ?керчeксемпе п?лeмри чечексене курма пулать тата унта. Çакна асaрханa хыççaн асaннa пeл? çуртне кашниех çeклен?ллe кaмaл-туйaмпа кeрет eнтe. Этнографи, çут çанталaк, тeрлe кубоксен кeтесeсем пур коридорта тата ытти те. Пур çeнeлeхе асaнса та пeтереймeпeр. Çакнашкал чаплa шкулта вeренмелли условисем те аван, паллах.

"Юлашки шaнкaрав" уява А.Игнатьевапа К.Новиков вeренекенсем уçрeç.

-Кaçал пирeн шкултан 37 выпускник вeренсе тухать. Вeсенчен Р.Димитриев, А.Турханов, О.Лебедева, Д.Степанов, С.Николаева, М.Симонович, И.Иванов, Е.Андреев, Т.Анатова, И.Михайлова, В.Григорьева, А.Марьина, Е.Ильина, Е.Поликарпова вeрен?ре тата шкулaн обществaлла пурнaçeнче ырa тeслeх кaтартнaшaн "Ылтaн шaнкaрав" сертификата илме тивeçлe пулчeç, - тесе пуçларe хaйeн сaмахне шкул директорe В.Кириллова. Выпускниксене шкултан вeренсе тухнa ятпа саламларe Вера Михайловна, пeрлехи патшалaх экзаменeсене лайaх паллaсемпе кaна тытма сeнчe, ырa малашлaх сунчe. Олимпиадaсенче, наукaпа практика конференцийeсенче, спорт aмaртaвeсенче, концертсенче тата ытти мероприятисенче активлa пулнисене Хисеп грамотисемпе чысларe.

Çакaн хыççaн вунпeрмeшсене район тата унaн администрацийeн пуçлaхeсем В.Васильевпа В.Ванерке, ЧР физкультурaпа спорт министрeн пeрремeш çумe А.Яковлев, ача-пaча пултарулaхне аталантаракан Тaвай енри центрeн директорe Л.Гурина, пeрремeш тата вуннaмeш классенче пeл? пухнисем, И.Тарасова пeрремeш вeрентекен, Е.Павловапа Г.Егорова класс ерт?çисем, ашшe-амaшe ячeпе З.Степанова саламларeç, пурнaçра aнaçу сунчeç. Владимир Алексеевичпа Алексей Николаевич районта тата республикaра хaйсен пeлeвне, пултарулaхне, aсталaхне кaтартнa çамрaксене Хисеп грамотисемпе палaртрeç.

Вунпeрмeшсем те парaмра юлмарeç. Вeсем хaйсене вaтам пeл? парассишeн вaхaчeсене шеллемесeр тимленe вeрентекенсене тата ашшe-амaшне тав турeç, педагогсене чeрe чечек çыххисем пачeç, шурa кaвакарчaнсем, тeслe шарсем вeçтерсе ячeç, вак укçа та ывaтрeç. Çамрaксем шкул умeнче вальс ташлани пурин асeнче те нумайлaха юлe. Юрларeç те вeсем. "Кирек açта пулсан та, тaван шкул, ял, атте-анне, район чысне ç?лте тытaпaр", - тесе сaмах пачeç хeрсемпе каччaсем.

Уявaн чи хумхануллa саманчe кeçех. Тaвайри вaтам шкулта юлашки шaнкaрав пама кaçал пeрремeш класра пeл? илнe А.Евдокимовапа Г.Егоров тата Д.Степановпа Д.Митрофанов выпускниксем лайaх вeренсе тивeçлe пулнa. Аслисем кeçeннисене хулпуççисем çине лартрeç. Глебпа Настя аллисенчи шaнкaравсен сасси пухaннисене савaнтарчe те, çав вaхaтрах куçeсене шaлакансем те пулчeç. Тaвайри вaтам шкулта уяв ç?ллe шайра иртрe. Телейлe пурнaç сире, 2014 çулхи выпускниксем!

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сaн ?керчeксенче: уяв саманчeсем.

А.НИКИТИНА сaн ?керчeкeсем.

Çeнe Пуянкасси. Уяв сценарине асра юлмалла йeркеленe. Выпускниксем aна педагогсем пулaшнипе хaйсем çырса хатeрленe. Тaван шкула, учительсемпе кунти ытти eçченсене сaвaлласа çырнa мухтав сaмахeсем патшалaхaн икe чeлхипе - чaвашла та, вырaсла та - янaрарeç.

Шкул директорe Сергей Кириллов, район, ял тaрaхeн представителeсем Михаил Васильев, Валерий Чайкин, Ирина Григорьева, класс ерт?çи Алена Петрова, вeренекенсен пeрремeш учителe Раиса Кондратьева aшшaн саламласа телейлe малашлaх сунчeç.

Ашшe-амaшe ячeпе Алена Федотова тухса калаçрe. Вaл шкул, район администрацийeсене, полици уйрaмeнче, пушар чаçeнче, Тaвайри искусство шкулeнче, халaха eçпе тивeçтерекен районти центрта, райбольницaра eçлекенсене ачасене тeрeс воспитани парасси çине ырa витeм к?нeшeн, яланах пулaшса пынaшaн чeререн тав турe.

Кaçал 11 класран вeренсе тухакансен пултарулaхне палaртса хaварчeç. Тaххaрaн вeсем, вeрен?ре, спортра, культура мероприятийeсенче палaрнaшaн кашниех тeрлe грамота илме тивeçлe пулчe. Пeрлехи патшалaх экзаменeсенче те aнaçу пултaр сире.

Р.ШУМОВА.

Мучар. Ялти вaтам шкулти 11-мeшпе 9-мeш классенчен кaçал 8-шар çамрaк вeренсе тухать. Юлашки шaнкaрава халалланa савaнaçлa линейкaра вeренекенсене шкул директорe В.Смирнова саламларe, вeренсе тухакансене экзаменсене aнaçлa тытма, шухaшласа хунa eмeтсене пурнaçа кeртме, тaххaрмeшсене вара çитес вeрен? çулeнче пурне те 10-мeш класа ç?реме сeнчe. Вeрен?ре лайaх eлкeрсе пыракансене (11-мeшeнче - 3 "отличникпе" 1 "ударница"), обществaлла eçсене хастар хутшaнакансене грамотaсем, ашшe-амaшне Тав çырaвeсем парса хавхалантарчe. Ачасене линейкaра çавaн пекех райадминистраци представителe Ю.Павлов, вeрент? пайeн методисчe А.Кушева, ял тaрaхeн пуçлaхeн çумe А.Лабзина, педагогика eçeн ветеранe З.Бахмутова, амaшe-героиня В.Шакшина, ашшe-амaшeн комитечeн представителe Н.Моклакова, вунпeрмeшсемпе тaххaрмeшсен пeрремeш вeрентекенeсем Д.Бурлаковапа Н.Муханова, 11 класс ерт?çи Н.П.Муханова, ашшe-амaшe ячeпе Н.А.Муханова, вeренекенсен ячeпе Лариса Паранина саламларeç, ырлaх-сывлaх, aнaçу сунчeç. Çамрaксем вeрентекенсене чечексем, 1-мeш класра вeренекенсене асaнмалaх парнесем пачeç. Юлашки шaнкaрав пама вeрен? отличникeсем Алина Карловапа (1-мeш класс) Алексей Зубов (11 кл.) тивeçрeç.

В.ЛАВРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика