АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Депутат пулăшма хатĕр

23 мая 2014 г.

 

Виçeм кун республикaра Пeрлехи информаци кунe иртрe. Пирeн района миграци службин республикaри управленийeн начальникe Виталий Васильевич Черничкин, ЧР Патшалaх Канашeн депутачe Валерий Николаевич Иванов, врачсен пeлeвне ?стерекен республикaри институт проректорe Юрий Николаевич Викторов килнe. Информушкaн ерт?çи В.Черничкин кун йeркинчи ыйтусене тeплeн тишкернe. ЧР Патшалaх Канашeн депутачe В.Иванов "Акконд" кондитер фабрикин тата пирeн районти "Акконд-агро фирма" АУОн eçe-хeлe çинчен каласа кaтартнa. Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке Валерий Николаевича иртнe çул районти Акатуйне ирттерме хастар хутшaннaшaн, Шупашкарти Тaвай ентешлeхне куллен пулaшса пынaшaн районaн Хисеп грамотипе тата Тав хучeпе наградaланa, кaçалхи eçпе юрa уявне те килме ыйтса йыхрав хучe панa.

Район администрацийeнче активпа тeл пулнa хыççaн информаторсем eç коллективeсем, ял тaрaхeсем тaрaх саланчeç. В.Черничкинпа район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке Тaрмaшри вaтам шкулта eçлекенсемпе, Енeш Нaрвашри музейре, ял тaрaхeн администрацийeнче, информаципе культура центрeнче eçлекенсемпе тeл пулса калаçрeç.

ЧР Патшалaх Канашeн депутатне В.Ивановпа унaн пулaшаканне, район администрацийeн пуçлaхeн пeрремeш çумне В.Чайкина çaлпуçсем яла пырса кeнe çeре тухсах кeтсе илчeç. Лапсaркка йaмра айeнчи сулхaна ватти те, çамрaкки те пухaннa. Вeсем депутата чeререн тав сaмахe каласшaн. Çурхи шыв илнипе тертленнe çaлпуçсем депутатран пулaшу ыйтнa пулнa. В.Иванов вeсен ыйтaвне тивeçтернe, шыв илекен вырaнсене кaçал çeр валe хaпартса х?тeленe. Ял-йыш кaмaллa. Çaлпуçсен тепeр eмeт те пур, ун пирки вeсем депутата хaюсaррaн та пулин систерчeç. Тaвай енчен сукмакпа пырса кeрекен урамри тата поселокри урамри çула тaпрапа вак чул сарса та пулин йeркене кeртесчe, теççe. Унсaрaн кeрeн-çурaн пылчaк çaрaнать. Тeл пулура харпaр хaй хускатнa ыйтусем те пулчeç. Калаçу чeререн пычe. Ял старости Анатолий Иванов депутата тав туса асaнмалaх парне те пачe.

Ушкaн малалла Йaнтaрчa шкулне çул тытрe. Тaван шкул (Валерий Николаевич унтан 1969 çулта вeренсе тухнa) депутата çaкaр-тaварпа кeтсе илчe. Хaнасем 9_10 классенче вeренекенсен тата вeрентекенсен умeнче тухса каланa. Валерий Николаевич çамрaксене "Акконд" фабрика, Тaвайри агро-фирма eçe-хeлe çинчен каласа пачe, кондитер фабрики республикaри чи пысaк (2,5 пин çын eçлет), чи нумай налог т?лекен предприяти пулнине палaртрe. Вeренекенсем фабрикaра мeнле професси анлa сарaлнипе кaсaкланчeç. "Тем тeрлe специалистсем те кирлe. Инженерсемпе технологсемех 170 çынран кая мар пирeн. Программист, маркетолог специальноçeсем питe интереслe, вeсемпе кирек хaçан та eçе вырнаçма пулать. Тaрaшса вeренeр, вара сирeншeн пур çул та уça пулe", - терe депутат çамрaксене. Самантпа усa курса АПК аталанaвeпе экологи пайeн пуçлaхe В.Чайкин та çамрaксене ял хуçалaх специальноçeсене алла илсе тaван яла, района çeклес eçе хутшaнма чeнсе каларe.

Вeрентекенсем хaнана шкулпа, тавра пeл? музейeпе паллаштарчeç, юлашкинчен хaйсене пaшaрхантаракан ыйту патне çитрeç: депутат Патшалaх Канашe урлa пулaшма пултараймe-и йaнтaрчaсене шкулaн çeнe çуртне тaвас eçре( "Атьaр, тытaнса пaхар. Йeмен ачана кaкaр памаççe. Эсир хaвaртан мeн кирлине хатeрлeр, эпe май пур таран пулaшма тaрaшaп", - пeлтерчe депутат.

Пeрлехи информаци кунeнчи тeл пулусем пур çeрте те лайaх шайра иртнe. Вeсенче кун йeркине кeртнe ыйтусене кaна мар, ялта пурaнакансен чун-чeринче капланса тaракан ыйтусене те с?тсе явнa, йывaрлaхсене сирсе ямалли çул-йeр шыранa. Тeл пулусем хыççaн райадминистрацире, яланхи пекех, граждансене харпaр хaй ыйтaвeпе йышaнассине йeркеленe.

(Хамaр инф.).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика