АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Никама та манман, нимĕн те манăçман

13 мая 2014 г.

 

Аслa Çeнтер? - пeтeм халaхaн чаплa уявe. Çул хыççaн çул хыçа юлать пулин те, иртни асрах. Тeрлe тапхaрсенче пурне те хытах хумхантарнa инкексене, çынсем тунa пуянлaха аркатнa, миллионшар этем пурнaçне татнa хаяр вaрçaсене пирeн тeнче нихaçан та манмасть. Çак кунсенче, ак, çынсем хeпeртеççe те, макaраççe те. Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçи вeçленнeренпе 69 çул çитрe. Унaн ахрaмe халe те çынсен чeрисене ыраттарса тaрать.

Уяв колонни Тaвай ял тaрaхeн çурчe тeлeнче йeркеленчe. Район территорийeнче пурaнакансем, eç коллективeсем, вeренекенсем ретeн-ретeн вырнаçса тaчeç. Тaхaр сехет те 40 минутра колонна вырaнтан тапранчe те Мухтав монуменчe еннелле утма пуçларe. Тeрлe лозунгсем, чечексем, шарсем, пeчeк ялавсем, стена хаçачeсем, хутран касса тунa кaвакарчaнсем йaтнисем, вaрça ветеранeсене лартнa автомашинaсемпе мотоциклсем, Тaван çeр-шывaн, Чaваш Республикин тата Çeнтер? ялавeсене çeкленисем, вeрсе каламалли инструментсен оркестрe, района ертсе пыракансем, eç коллективeсем, вeренекенсен отрячeсем пур уявра. Чылайaшeн кaкaрe çинче - Георги хaйaвe, вaрçaпа eç ветеранeсем орденсемпе медальсем çакнa.

Аслa Çeнтер? тунaранпа 69 çул çитнине паллa тaвакансем Мухтав монуменчe умне йeркеленсе тaчeç. Митинга Тaвай енри вaрça ветеранeсене, тыл eçченeсене, ытти хaнасене чeннe, вeсене пукансем çине вырнаçтарнa.

Программaна Владимир Шакров педагог пуçларe. Унтан район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке сaмах илчe. Вaл вaрça ветеранeсене, тыл eçченeсене, уява пухaннисене пурне те Аслa Çeнтер?пе саламларe. Нимeçсене çапса аркатма хутшaннисене, çeнтерeве çывхартма пулaшнa ял eçченeсене, вaрça хыççaнхи йывaр çулсенче ялсемпе хуласене çeнетсе экономикaна çирeплетессишeн вaй хунисене тав турe вaл. "Мирлe пурнaçшaн хaйсен сывлaхне шеллеменнисем, тaшмана куçа-куçaн пaхнисем пирeн хушaра сахаллансах пыраççe. Вeсен пурнaçe тивeçлe шайра пултaр тесе пирeн, çамрaксен, хамaртан мeн килнине пeтeмпех тумалла. Вeсем хaйсен паттaрлaхeпе эпир мaнаçланнине кашни утaмрах туйса тaччaр. Иртнe вaрçaн хaрушa ?керчeкeсене манма юрамасть. Çакнашкал йывaр кунсем пирeн çeр çинче урaх ан пулччaр. Çитeнекен aрaва мирлe пурнaçпа савaнтарассишeн нимeçсемпе çапaçса пуç хунисене манма юрамасть. Пирeн çаксене пурне те асра тытмалла. Эпир пуç таятпaр сирeн умaрта, вaрça ветеранeсемпе тыл eçченeсем", - тесе вeçлерe хaйeн сaмахне район администрацийeн пуçлaхe.

Вaрçaра пурнaçран уйрaлнисене асaнса пeр минут шaп тaтaмaр. Митингра тата ЧР физкультурaпа спорт министрeн çумe Алексей Яковлев, район пуçлaхe Владислав Васильев, Енeш Нaрваш ялeнче пурaнакан 96 çулхи Василий Иванов тата Дмитрий Аввакумов (Тaвай) вaрça ветеранeсем, Ольга Лебедева вeренекен микрофон умне тухрeç. Вeсем уяв ячeпе саламларeç, хаяр вaрça урaх ан пултaр терeç, телейлe ачалaхшaн, пуласлaхшaн вут-çулaма кeнисене тав турeç. Шурa кaвакарчaнсене вeçтерсе ячeç çакaн хыççaн, автоматсенчен персе тaшмана хирeç тaма яланах хатeр пулнине симвaлларeç.

"Тaрмaш-Тaвай" маршрутпа чупакансем килсе çитрeç кeçех финиша. "Хaвaртрах, хaвaртрах!" - тесе хавхалантарчeç спортсменсене пухaннисем.

Унтан Тaвайри культурaпа кану центрe умeнче çамрaк армеецсен отрячeсем стройпа утма пуçларeç. Кадетсене алa çупсах хавхалантарчeç куракансем.

Районти культура eçченeсемпе библиотекарьсем Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçи пуçланнa тата Çeнтер? тунa çулсенчи пурнaçа сaнласа пачeç... Çeр eçченeсем хeрсем каçхине вaййа тухичченех уй-хирте тaрaшаççe. Çамрaксем хаваслa кeвeпе ташлама пуçланaччe кaна, нимeçсем пирeн çeр çине тапaнса кeни пирки пeлтерет радио. Çемье пуçне вaрçа aсатать кил-йыш. "Атте açта каять? Анне, эсe мeншeн макaратaн?" - ыйтать ача.

...Кaкaрeсем çине орден-медаль çакнa салтаксем киле таврaнаççe. Пур çeрте те савaнaç хуçаланать. Концерт программи пуçланчe çакaн хыççaн.

"Тaвайри кооператив" потребобщество коллективe те Аслa Çeнтер? уявне илем кeртме чылай тaрaшнa. Çaкaрпа булка изделийeсен куравне йeркеленe. "Тaвайри общепит" тулли мар яваплaхлa общество eçченeсем пухaннисене тeтeмлесе пeçернe шашлaкпа сaйлатчeç. Тортсенчен хатeрленe "Çeнтер? çулe" сaнлaх чaн-чaн вaрçaри пек туйaнчe. Пылак çимeçсенчен хатeрленe салтаксем персе амантнa пек т?не-т?не каятчeç. Тулa кeрпирен хатeрленe пaтта тутанса курма т?р килчe кaçал. Чeлхене çaтса ямалла хатeрленe aна общепит работникeсем. Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçинче те çавнашкал тутлa пулнa eнтe пaтa, салтаксене малалла кайма вaй-хал кeртнe вaл, паллах.

Вaрça участникeсемпе тыл ветеранeсем каярахпа "Пельменная" кафере апатланчeç, телевизорпа Мускав хулинчи парадпа паллашрeç. Каçхине Шупашкарти артистсем хaйсен пултарулaхне кaтартрeç район çыннисене. Çирeм икe сехет те вaтaр минутра Тaвай ялe çийeнчи пeлeт илемлe фейерверк çутисемпе уяврисен кaмaлне çeклерe.

Г.ЕГОРОВА, А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: Тaвай ялeнчи уяв саманчeсем.

Василийпе Альбина НИКИТИНСЕН сaн ?керчeкeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика