АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç

13 мая 2014 г.

 

Шaп тaватa çул каялла уçнaччe aна, Тaвай ялeнчи стелaна. Унaн сaнарлaхне малтанхи хутeнчех пурте пысaка хурса хакланaччe.

Бетон плитасем çинче - гранитран тунa орденлa икe юпа. Вeсен умeнче рельс татaкeсенчен aсталанa, танксене тытса чармалли "чeрeп" вырнаçтарнa. "Кунта 1941 çулхи октябрeн 25-мeшeнчен пуçласа 1942 çулхи январeн 25-мeшeччен чaваш хресченeсемпе колхозникeсем х?тeлев сооруженийeсем тaвас енeпе паттaррaн eçленe", - тесе вырaсла çырнa вывескaна вулама пулать тата. Щитпа хeç пирeн умра, aна сaнчaрпа тытса çавaрнa. Çак ?керчeк тaваттaмeш хутeнче те темeнле хaватлa туйaм çуратрe чунра. Куç умне 70 ытла çул каяллахи пурнaçaн саманчeсем (вeсене автор кинокадрсенче курнa) тухнaн туйaнчeç çав вaхaтра.

...Çурçeртен сивe çил вeрет. Шартлама сивве пaхмасaр eçлеççe ç?хе тaхaннa çынсем, шaннa çeре кeреçесемпе, лумсемпе чаваççe. Вeсен eçe ?сeнменпе пeрех, тaпра катaлса тухасшaн мар. Тата пурлa-çуклa апат-çимeçпе пурaнса вaй-халe те хушaнмасть пулe çав. Кун хыççaн кун иртнe май пeрех малалла кайнa хeрсемпе хeрарaмсем, йывaрлaхран шикленмен. Вeсене нимeçсене хaвaртрах çапса аркатас, вaрa-хураха чaваш çeрe çине таптаттарас мар тeллев хавхалантарса тaнa...

Хусанти х?тeлев линийe Звенигово кукринчен пуçласа Вaрмар районeнчи Энeшпуç, Арапуç ялeсем, Тaвай ен, Канаш районe витeр тухнa, Тутарстан чиккине çитнe. 50 çухрaма яхaн тaсaлнa Тaвай районeнчи сооружени, 5 миллион кубла метр тaпра чавса кaларма пултарнa тыл eçченeсем çав çaмaл мар çулсенче...

Тaвайри вaтам шкулта вeренекен Е.Кольцова уçрe уява. "Мирлe пурнaçа хaвaртрах çывхартас тесе ывaнма пeлмесeр вaй хунa вaрça вaхaтeнче пирeн ялсенче пурaнакансем те. Тaшман танкeсем пирeн çeрсем çине ан кeччeр тесе окопсемпе канавсем чавнa вeсем, сывлaхне те шеллемен, хaйне еврлe паттaрлaх кaтартнa. Çакна пирeн, çамрaксен манма юрамасть, яланах асра тытмалла. Вaрça вaхaтeнче тылра та асап т?снe çынсем пек çирeп кaмaллa пулмалла халь çитeнекен aрaвaн та. Таймапуç сире, т?пе яланах янкaр кaвак тeслe, мирлe пултaр тесе тaрaшнaшaн. Вaрaм eмeрлe, çирeп сывлaхлa пулaр, хаклa тыл eçченeсем", - çакнашкал aшa сaмахсем тупрe район администрацийeн пуçлaхeн çумe, вeрент? пайeн начальникe О.Ломоносов стела умне пухaннa eç ветеранeсемпе Тaвайри вaтам шкулта вeренекенсем валли.

Тaвай ялeнчи ватaсем - Анастасия Александровна Ашмарина, Мария Яковлевна Сорокина, Лидия Михайловна Михайлова тата Феодора Григорьевна Петрова кaмaл тунa кaçал стела умeнчи тeл пулaва хутшaнма. Тaван çeр-шывaн Аслa вaрçи вaхaтeнчи чaтма çук сивe хeллехи кунсене епле ирттерни пирки тепeр хут аса илчeç вeсем.

Тaвайри вaтам шкулта eçлесе тивeçлe канaва тухнa Л.Михайлова, районти eçпе вaрça тата йeркелeх хуралçисен органeн ветеранeсен совечeн председателe Р.Гурина тухса калаçрeç, пухaннисене туслa пурнaç сунчeç.

Район центрeнчи вeрен? çуртне пeл? илме ç?рекенсем тыл eçченeсем валли чаплa концерт хатeрленe. Çамрaксем гитарaпа выляса юрларeç, сaвaсем каларeç. Вaрçaн хaрушa кунeсене тепeр хут аса илтерчeç вeсен номерeсем, Аслa Çeнтер?н пысaк пeлтерeшне уçса пачeç. Çaлпуçeнчи клуб директорeн А.Михайловaн юррине те aшшaн йышaнчeç çамрaксем, тав туса алa çупрeç.

Юлашкинчен Тaвайри вaтам шкулта вeренекенсем тыл eçченeсене хaйсен аллипе хатeрленe парнесемпе чeрe чечек çыххисем пачeç, пeрле сaн ?керттерчeç. Хумхантаракан кeвeпе стела умне чечексем хучeç унтан.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: уявра.

Сaн ?керчeкeсем авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика