АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăвайри спорт уявĕнче

6 мая 2014 г.

 

Çу уйaхeн пуçламaшeнче футбол сезонне уçасси йaлана кeнe пирeн районта. Кaçал Артем Егорова асaнса ирттерекен турнира кaмaллакансене Тaвай ялeнчи аялти стадион çирeммeш хут кeтсе илчe. Çынсем пухaниччен футбол вылямалли площадкaна йeркене кeртнe. Хапхисем çинче сеткaсем пур, ялавсем лартнa кeтессене, йeрeсене, извеç сапса, лайaхрах курaнмалла тунa. Ирхине тaхaр сехетре стадионра шaплaх хускалчe. Командaсенчи футболистсем ялсенчен çaмaл автомашинaсемпе килсе çитрeç, куракансем те йышлaлансах пычeç майeпен. "Тaвайри общепит" тулли мар яваплaхлa общество членeсем спорт уявне килнисене тeрлe тавар сeнме тытaнчeç.

Шупашкарта пурaнакан Н.Никитин предпринимателе aшшaн кeтсе илчeç пухaннисем. Енeш Нaрвашри Артем Петровича асaнса ирттерекен турнира Николай Васильевич пуçарулaхeпе йeркеленине аван пeлеççe тaвайсем, вaл районти спортсменсене футбол вaййине явaçтарма хaйeн т?пине хывнине тивeçлипе хаклаççe вeсем, футбол вылямалли куна чaтaмсaррaн кeтеççe.

Кaçал енeшнaрвашсем, тaвайсем, тaрмaшсем, çeнeпуянкассисем кaмaл тунa асaннa турнира хутшaнма.

Шaпа янa тaрaх малтан стадиона пeлтeрхи çeнтер?çeсемпе, А.Егоров футболистaн ентешeсемпе Çeнe Пуянкасси ялeнчен килнe команда тухмалла пулчe.

Николай Васильевич aмaрту судйине Шупашкартанах илсе килнe. Эппин вылякансем хушшинче тавлашу пулмe. Кeçех судья, шaхличeпе шaхaртса, вaйa пуçланасси пирки пeлтерчe. Вунa сехетре пeр хапха патeнчен теприн патне чупма пуçларeç футболистсем мечeк хыççaн хaваласа. Вaйa питe хeр? иртрe. "Мeншeн хапха еннелле тапмарaн? Дима, хытaрах чуп! Мечeк футболист аллине лекрe!" - çакнашкал сасaсем илтeнме пуçларeç стадионра. "Тaвайри общепит" тулли мар яваплaхлa общество членeсем шашлaк пeçерме тытaнчeç пулас, таврана техeмлe шaршa сарaлчe. "Eнер çумaр çуса стадионри çeре çемçетнe, футболистсене чупма лайaх халь. Ав еплерех çaмaллaн вирхeнеççe",- тет юнашар ларакан арçын. Янкaр кaвак т?пери сарa хeвел спорт уявне пухaннисене хaйeн aшшипе савaнтарчe, уça çилe те çынсен кaмaлне çeклерe.

-Го-ол! - илтeнсе кайрe çав самантра кaшкaрни. Вaйa шутне Енeш Нaрваш ялeнчен килнe Д.Григорьев уçрe, вaл ку вaйaра пуçласа мечeке хапхана тапса кeртрe. Каярахпа унaн юлташe Д.Антонов çeнтерeве çирeплетрe. Аслa шкулсенче вeренекенсем пулaшнипе енeшнaрвашсем çeнтерчeç.

Çакaн хыççaн спорт уявне уçма район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке килсе çитрe.

Социаллa аталану тата архив eçeн пайeн аслa специалисчe В.Павлов турнира килнe хaнасемпе паллаштарчe.

Владимир Алексеевич пухaннисене Çуркуннепе Eç уявe тата футбол сезонне уçнa ятпа саламларe, командaсене çeнтер?шeн тaрaшма сeнчe.

Унтан Николай Васильевич турнир историйeпе кeскен паллаштарчe. "Çирeм çул çитрe Артем Петрович Егорова асaнса турнир ирттерме пуçлани. Çак тапхaрта футбол вaййишeн чунне пама хатeр çамрaксен йышe пысaкланчe. Вeсем кунсaр пуçне район, республика чемпионачeсене хутшaнса маттурлансах пыраççe. Эппин эпир ырa eç пуçарнa, çитeнекен aру спорта юратса ?стeр тесе тaрaшатпaр. Хаклa футболистсем, куракансем, малашне те паянхи пек хавхалануллa пулaр, вaрaм eмeр, çирeп сывлaх, телей сире,"- çакнашкал aшa сaмахсемпе вeçлерe Н.Никитин предприниматель калаçaвне.

Иккeмeш вaйaра тaрмaшсемпе тaвайсем хaйсен aсталaхне кaтартрeç, малтанхисем çeнтер?çe пулса тaчeç.

Виççeмeш вырaншaн çeнeпуянкассисемпе район центрeнчи футболистсем тупaшрeç. Тaвайсем хапхана нумайрах мечeк тапса кeртрeç, виççeмeш вырaна тухрeç.

Юлашки вaйaра малтан икe енe те питe аван вылярeç. Каярахпа енeшнaрвашсен тимлeхe чакрe пулас. Тaрмaшсем правуртарах пулни сисeнме пуçларe. Вaйa 3:1 шутпа вeçленчe. Куçса ç?рекен çeнe кубока Тaрмaш ялeн команди илме тивeçлe пулчe.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке мала тухнa ушкaнсене, лайaх вылякан футболистсене Тав çырaвeсем парса чысларe.

Артем Петровичaн мaшaрe Надежда Алексеевна килнe кaçал футболистсем еплерех маттур пулнине курма. Вaл ырa пуçарaва хутшaннa спортсменсене тав турe, пурне те ырлaх-сывлaх сунчe, кубока Тaрмaш ялeнчи командaна парса чысларe. Пилeк ача пeччен пaхса ?стернe амaшe хaйeн тивeçeсене лайaх шайра пурнaçласа пырать. Пурне те пeл? илме пулaшнa. Канура пулин те ачисене пулaшассишeн вaй хурать, eçлеме ç?рет Н.Егорова.

Н.Никитин предприниматель укçа, парнесем парса чысларe командaсемпе харсaр футболистсене.

Спорт уявe кaçал лайaх иртрe, пурне те хавхалантарчe.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: футбол вaййин саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ?керчeкeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика