АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Хĕрỹ вăхăт - тухăçшăн

29 апреля 2014 г.

 

Çур аки н?рeкпе тата пулас тухaçпа т?рремeнех çыхaннa. Вaхaтра акса eлкeртeн - тырaллa пулатaн. Çавaнпа eнтe халaхра: "çур аки - ан çывaр" тенe.

Паллах, пирваях н?рeке хупласа хaварма тата уйсене минераллa удобрени парса апатлантарма тытaннa "Чутеевский" хуçалaх eçченeсем. Юр ирeлнe тата шaнтса тaнa чухнех апатлантарма пуçaннa нумай çул ?секен курaксемпе кeр калчисене. Вeсем хуçалaхра сахал мар гектар йышaнаççe: кeр калчисем пурe 254 гектар (106-шe ыраш, 148-шe кeрхи тулa), люцерна 50, козлятник 31, улaх-çаран курaкe 120 гектар çинче. Вeсене чутейсем пeтeмпех апатлантарнa. С?реленe те. Тeрeсрех каласан, ДТ-75 трактортан сцепкaпа с?ресем кaкарса Вячеслав Павлович Козлов вырсарни кун юлашки гектарсене с?релетчe. Çeртме сухи лаптaкeсене те с?релесе н?рeк хупланa. Маларах каларaмaр-çке, н?рeк пулас тухaçшaн питe кирлe тесе. Çавaнпа унпа перекетлe пулма тaрaшаççe.

Малтан удобрени панa, унтан культиваци туса çeр хатeрленe уйсене ака агрегачeсем кeнe. Хуçалaхри машина-трактор паркeнче Виталий Анатольевич Алексеев тeп инженер-механикпе калаçнa хыççaн уя акакансем патне çул тытрaм. Унти çул çинче Виталий Леонидович Шерне управляющипе тeл пултaм. Вaл Çeнe Ишпуçeнчен килетчe. Çул çинчен акакансем патне çаврaнса кeтeмeр, Виталий Иванович Михайлов агрегачe патне чарaнтaмaр. СЗ-5,4 сарлака сеялкaпа урпа акаççe. Вaрлaха имçамланa. Пиртен маларах çитнe Денис Волков çамрaк водитель сеялка çине тырa погрузчикe пулaшнипе вaрлaх тултарать. "Сеяльщикeсем упaшкипе арaмe - Геннадий Геннадьевичпа Зинаида Леонидовна Походкинсем, çуллен тaрaшуллa вeсем", - паллаштарчe управляющи. Сеялкaран çaмaл с?ресем тата йывaç катоксем кaкарнa. Акнa хыççaн анана пусaрaнтарса тикeслесех пыраççe. Çапла майпа калча туслaн та тикeс шaтма кирлe. Ака нормине те тепeр хут тeрeслерe Виталий Шерне управляющи, пурте йeркеллине пeлтерчe. Çав вaхaтра Денис Волков машинине чeртсе тепeр ака агрегачe патне васкарe. Хaй вaл "Чутеевский" ял хуçалaх кооперативне апрель çурринчен ик уйaхлaх практикaна килнe иккен, училищeре автомеханике вeренет. Техникaна ашшeнчен - Викентий Андреевичран çамрaклах хaнaхса ?снe-мeн.

Иккeмeш ака агрегатне Валерий Яклашкин механизатор eçлеттерет. Aна та СЗ-5,4 сеялкaпа, çaмaл с?ресемпе тата катоксемпе комплектланa. Агрегатсем 37 гектарлa лаптaкра eçлеççe. Малтан 62 гектар сeлe акнa. Вырсарни кунах вeсем яла пырса кeнe çeрти пeрремeш номерлe уя - 70 гектар çине куçнa. Кунти уйра иртенпех ЧР ял хуçалaхeн тава тивeçлe механизаторe Лаврентий Шерне культиваци туса çeр хатeрлетчe. Пeррепе çеç те мар, икe культиватора пeр агрегата пeрлештерсе МТЗ-1221 тракторпа тaрaшатчe. Кeркунне вaл кaпкалатса хатeрленe уйсенче халe кeр калчисем ешереççe. Лаврентий Леонидович агрегачe патeнче эпир Виталий Алексеев тeп инженерпа пeрле пултaмaр. Культиваци умeн кустaрмаллa трактортан çакса eçлекен разбрасывательпе аммиак селитри сапса пыракан Николай Иванович Михайлов механизаторпа та кaштах калаçса илтeмeр. Aна çак eçре Надежда Анатольевна Козловапа Вера Геннадьевна Янбашева пулaшнине каларe вaл. Вeсемпе те пeр чeлхе тупса калаçса илтeмeр.

Сaмах майaн каласан, пeртaван Михайловсем çур акинче виççeшe те маттур пулнине каларeç. Виççeмeшe - Владимир Иванович. Вaл вырсарни кун МТЗ-1221 тракторпа тата БДМ дискаторпа ял масарe çывaхeнчи уя дискласа кaпкалатнине пeлтерчe Виталий Леонидович управляющи. Çын çитсех кайман чухне кирек мeнле eçе те тытса тума пултарать, терe ун пирки. Пeрле eçлесе пeлсе çитнe eнтe.

Тeп инженер пeлтернe тaрaх, СЗТ-3,6 сеялкaпа виççeмeш агрегат та акма тухнa. Унпа Виталий Кабартов акать, терe.

Чутейсен кaçалхи çур акинче 62 гектар сeлe, 190 гектар çурхи тулa, Амалaх çeрe çинчине те шутласа пурe пeрле 227 гектар урпа, 37 гектар пeр çул ?секен курaксем тата 50 гектар кукуруза акса хaвармалла. Çанталaк шaнтса тaнине кура сeлeпе урпа акнинчен пуçaннa. Ирхи тeш тырaпа выльaх апачлeх культурaсене май килнe таран кeске вaхaтра тата лайaх акса хaварма палaртнa. Çавaн пек çeр eçлекенсен тeллевe. Çавaнпа акара та каçченех вaй хунине каларeç.

Хура пусa та хaвараççe кaçал. Вaл Хучсана каякан çулaн сылтaм енче пулe. Ака-сухаран пушансан унти ана çине ферма патeнчен тислeк кaларма, кайран сухаласа кaпкалатса тaма eмeтленеççe. Кeркунне вара органика тaкса пулaхлатнa уя кeр тырри акса хaварма планлаççe.

Çeр eçe çaмaл мар. Унта техника ванасси те, ытти чaрмавсем те пулма пултараççe. Тeллевe вара çавах пeрре - вaхaтра йeркеллe акса хaварса тухaçлa тыр-пул туса илесси. Çавaншaн вaй хураççe ку хeр? вaхaтра.

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ?керчeкeсем авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика