АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăвайсем тăванĕсемпе пĕрле савăнчĕç

22 апреля 2014 г.

 

Ялпа хула хушшинчи çыхaнaва çирeплетсех пырас тeллеве пирeн республикaра пурнaçа кeртме пуçланa. Кашни районaн ентешлeх йeркеленнe. Ялсенче çуралса ?снисем, халь Шупашкарта тата Çeнe Шупашкарта eçлесе пурaнакансем тaван енри ентешeсене Чaваш Республикин тeп хулине йыхравлаççe, пeр-пeрин eçe пирки ыйтса пeлеççe, кирлe пулсан килeш?сем тaваççe, пулaшаççe. Çапла пeрле пухaнса савaнни, ыйтусене канашласа татса пани умри йывaрлaхсене çeнтерсе пыма хавхалантарать. Акатуйра вара хуларисем яла васкаççe, çуралнa вырaнсенче пурaнакансен eçe-хeлeпе интересленеççe. Çывaхлансах пырать çапла майпа туслa çыхaну. Пурнaçри çeнeлeхсем еннелле, алла-аллaн тытaнса, утаççe чaвашсем.

Иртнe эрне кун тaвайсем Шупашкарти тaванeсем патне кайса килчeç. Чaваш патшалaх филармонийeнче пухaнчe ентешлeх. Пeлeшeсемпе тeл пулса калаçма, тaван район ?сeмeсемпе паллашма нумайaн килнe. Тeрлe çeрте eçлесе пысaк сума тивeçнисем пур вeсем хушшинче - СССР халaх артистки В.Кузьмина, паллa ученaй В.Пряников, ЧР тава тивeçлe артисчe С.Иванов, тeрлe кeнекесен авторe Э.Ушаков, Б.Ахтимировпа Н.Дмитриев юрaçсем, Чaваш Республикин Пуçлaхeн Администрацийeн ерт?çин пeрремeш пулaшуçи Ю.Васильев, Н.Казаковпа Ю.Григорьев композиторсем, "АККОНД" УАО генеральнaй директорe В.Иванов, "Старко" строительство компани ерт?çи А.Александров, "Капaрлатакан eçсен управленийe" общество директорe И.Лукин, хaй вaхaтeнче Тaвай район ерт?çи пулнa И.Дмитриев, В.Кузьминпа В.Прокопьев (Тaвай), В.Абрамов (Тeмер), Э.Максимов (Кармал) тата çeр-çeр паллa çын. Хушамачeсене пуринне те асaнса пeтереймeпeр.

Тaвай ен делегацийeнче - район администрацийeнче, ял тaрaхeсенче, çeр eçeнче, суту-ил?ре, сывлaх сыхлавeнче, вeрент?ре, культурaра тата ытти службaсенче ырa тeслeх кaтартакансем, нумай çул вaй хурса тивeçлe канaва тухнисем.

Уява килнисем малтан В.Федоров ертсе пыракан "Тaвайри кооператив" потребобщество йeркеленe çaкaрпа булка тата ытти изделисен куравeпе тeплeн паллашрeç, кaмaла кайнисене туянчeç. "Питe тутлa хатeрлеççe", - тесе мухтарeç те хaнасем. Эппин пирeн кооператорсем темиçе кун канмасaр тенe пек eçлени харама кайман.

Шупашкарти "АККОНД" обществaн пылак çимeçeсене районта пурaнакансем халь вырaнта та илсе тутанма пултараççe. Асaннa коллектив куравeпе питe тимлe паллашрeç тaвайсем, çeнeлeхсем пирки те пeлчeç.

"Аскар" студи чaвашлaха аталантарассишeн, халaх йaли-йeркине, юрри-ташшине упрассишeн пысaк eç тунине aнланчeç пухaннисем компьютер дискeсене туяннa май.

"Тaвай енри ал eç aстисем чaннипех маттур. Ав, еплерех илeрт?ллe япаласем aсталама пултараççe ял çыннисем", - терeç хуларисем районти ял тaрaхeсен куравне тивeçлипе хакласа.

"Старко" строительство компанинчи лару-тaрaва кинокадрсем тaрaх пeлтeмeр.

Фойере кeçех чaваш юрри кeвви илтeнсе кайрe. "Эй, тaван, тус тaван, eмeр пeрле пурaнар. Eмeр пeрле пурaнар та хамaр йышпа савaнар", - пeр юрa хыççaн теприне шaрантарать Е.Матросова ертсе пыракан "Тaрмaш" халaх фольклор ушкaнe.

Тушкилтен килнисене те чылайччен куç илмесeр сaнарeç хулара пурaнакан ентешeмeрсем. "Сурпан" фольклор ушкaнeнчи хeрарaмсем (ерт?çи О.Сергеева) урисене çaпатасем сырнa, чaваш тумне тaхaннa. Епле чaтса тaрaн тaвайсем саккaрла çаптарнa чухне! Чaваш тeнчине йыхравлакансемпе пeрле ташласа кaмaл-туйaмне çeклекенсем те пулчeç ахaртнех.

Уяв малалла залра тaсaлчe. "Районe пeчeк пулин те, çыннисем нумайaн иккен. Ав, ларма та вырaн юлмарe", - хaйсем тeлeннине пытараймаççe ман хыçа вырнаçнисем.

Программaна И.Яковлев ячeллe педагогика университечeн преподавателe Г.Вакку, чaвашла таса калаçса, уçрe.

М.Желтов сaввипе Ю. Григорьев кeввинчен йeркеленe Тaвай район гимнне РФ халaх артисчe М.Яклашкин ертсе пыракан академи капеллин хорe шaрантарчe. Залра ларакансем пурте ура çине тaрса пeрле юрларeç. Тaвай районeн гербe пирки те манман йeркелекенсем, aна сцена çине вырнаçтарнa.

Чaваш Республикин Пуçлaхeн Администрацийeн ерт?çин пeрремeш пулaшуçи Ю.Васильев та ентешeсемпе пeрле савaнма кaмaл тунa. "Тaвайри хaй тытaмлaх органe eçeсене начар мар йeркелесе пырать. Граждан обществипе экономика аталанaвeнче, социаллa пурнaçра витeмлe т?пине хывма, влаç органeсен рольне ?стерме, халaхшaн eçлесе сумлa ят çeнсе илме пултарчe. Паян район начар мар аталанать, экономика кaтартaвeсемпе пeрремeш теçеткере пырать. Эпe Тaвай енре çуралса ?снeшeн савaнатaп, района малашне тата çирeпрех утaмсем тума сунатaп", _ çакнашкал aшa сaмахсемпе вeçлерe Юрий Егорович калаçaвне. Çар учетне йeркелесе пырассипе республикaра иккeмeш вырaнсене тухнa Тaвай районне тата Чутей ял тaрaхне Хисеп грамотисем парса хавхалантарчe вaл.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке Тaвай енeн 2013 çулхи социаллa пурнaçeпе экономика аталанaвeн кaтартaвeсемпе кeскен паллаштарчe, умри пысaк пeлтерeшлe тeллевeсене асaнчe. Тaвай районeн обществaлла пурнaçeнче активлaх кaтартакансене - "Старко" строительство компанин генеральнaй директорне А.Александрова, "Капaрлатакан eçсен управленийe" общество ерт?çине И.Лукина, "АККОНД" обществaн генеральнaй директорне, Чaваш Патшалaх Канашeн депутатне В.Иванова - Хисеп грамотисем, "ИнформМедиа" директорне Э.Максимова Тав çырaвe парса палaртрe.

_Тaванaмaрсемпе пeрле пухaнма, вeсен eçe-хeлeпе, çитeнeвeсемпе паллашма эпир яланах хавас, _ тесе пуçларe сaмахне "Тaвайсен ентешлeхe" Чaваш Республикинчи обществaлла юхaм председателe Алексей Васильевич Иванов. Ентешлeх правленийeн иртнe çулхи eçeсем çинче кeскен чарaнса тaчe вaл. Н.Никитинпа И.Дмитриева (иккeшe те Енeш Нaрваш) Тав хучeсем пачe. Иван Егорович сaмахeсене асaнмасaр иртес килмест. "Тaвайaн çемçе çeрe çинче чупса, уça сывлaшне сывласа, сиплe шывне eçсе ?снe тaванaмaрсем, пeр-пeрне хаклaр ялан, хисеплeр, юратaр", - терe вaл.

Чaваш наци Конгресeн Президенчe Н.Угаслов ырa суннине тaвaллaн алa çупса йышaнчeç залра ларакансем. "Сывлaхaра çирeплетсех пырaр, aс-тaнaра çeнетсех тaрaр, малашне те пeрле пурaнар, пeрле eçлер", - терe Николай Федорович. "Старко" строительство компанин генеральнaй директорне А.Александрова, "Капaрлатакан eçсен управленийe" общество ерт?çине И.Лукина ентешлeх уявне ирттерме, чaвашсене пeрле пулма пулaшнaшaн Хисеп хучeсемпе чысларe.

Комсомольски, Канаш, Куславкка, Сeнтeрвaрри, Хeрлe Чутай, Елчeк, Çeрп?, Шупашкар районeсен ентешлeхeсен правленийeсен председателeсем, пeрин хыççaн тепри тухса, ырa сунчeç тaвайсене.

"Тaвай ен" ансамбль артисчeсем пуçларeç концерт программине. Н.Казаков ентешeмeр ертсе пыракан Чaваш филармони коллективeн пултарулaхeпе те кaмaллa юлчeç куракансем. "Уяв" ансамблeн чaвашла юррисене те aшшaн йышaнчeç вeсем, чылайччен алa çупрeç. Ю.Иванова вeренекене икe хут та кaларчeç сцена çине. В.Кузьмина артистка хaйeн монологeпе пурне те шухaша ячe. В.Захарова (Тушкил) юрaç та культурaна тата илeрт?ллeрех тaвас енeпе чылай тимлет иккен, мюзикл та çырнa. З.Васильева юрланa чухне куракансем хушшинче ташлакансем те пулчeç. Сочири Олимп вaййисен талисманне ?кернe С.Петрова студентсемпе пeрле тухрe сцена çине. Тaвайри искусствaсен шкулне ç?рекенсем опытлa артистсенчен кая мар пурнaçларeç хaйсен номерeсене.

Тaхтав тунa хыççaн концерт программи малалла тaсaлчe. Пултаруллa тaванaмaрсем, тaвайсен кинeсемпе кeр?шeсем, паллa юрaçсем хaйсен юрри-ташшипе чылайччен савaнтарчeç ентешлeхе пухaннисене. Юлашкинчен район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке уява ç?ллe шайра йeркелекенсене тав турe, çур аки вeçленсен Тaвай ене пырса курма чeнчe хулара пурaнакан пeлe-шeмeрсене.

А.НИКИТИНА.

Сaн ?керчeксенче: "Тaвайсен ентешлeхe" уяв саманчeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика