АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ир те каç акара

30 апреля 2013 г.

 

  “Тырa ак – ан çывaр, вара вырма çитсен те тeлeрмeн”, “Вaхaтра акатaн – тырaллa пулатaн” тата ытти çакнашкал каларaшсем Тушкилти Андрей Моряков ертсе пыракан Йaнтaрчa хуçалaхне тÿрремeнех пырса тивеççe. Мeншeн тесен кунта чaнах та çывaрмаççe çуракине тухнaранпа.

–Ирхине улттa çурaра пуçaнса каçхине тaххaр-тaххaр çурaччен акатпaр”, – тет Андрей Николаевич. –Пурe те вуннaн кaна эпир тата пeтeмпех çeнe техникaпа.

Çук, мухтанмасть Андрей Николаевич. Çaкaр – пурнaç, вaл унaн хакне лайaх пeлет. Ашшe те, Николай Варфаломеевич, хуçалaха ертсе пынa хaй вaхaтeнче, ывaлe те чылайранпа çeр eçeнче вaй хурать. Халe Андрей ывaлeсене те хaнaхтарса пырать хресчен eçне. Акa, çуракинче унaн аслa ывaлe Григорий ытти eçченсемпе пeрле ака агрегачe патне тырa турттарса тaрать, унтан aна сеялка çине пушатаççe. Вaл, ашшe каланa тaрaх, Шупашкарта Чaваш патшалaх университетeнче юридика факультечeн иккeмeш курсeнче вeренет. Халe вара май килнe таран акара пулaшать, çaкaр хакне хaй çурaмeпе туйса пeлет.

Eçченсен хастар eçeпе Йaнтaрчa уйeсем йeркене кeрсе пыраççe. Хaш-пeр çeрте кeр калчи юр шывeн нÿрeкeпе вaй илет. Кeркунне çeртме сухи тунa анасем те пулас тухaç валли çурхи нÿрeке ытларах упраса хaварасшaн.

Эпe хуçалaхaн витнe йeтемe тeлeнчен асфальт урлa каçса Эль шывe еннелле улaхалла тaсaлакан çулaн сылтaм енeпе хальтерех акнa ана тип-тикeс курaнса выртнине сaнаса пыратaп. Машинaна чарсах пaхрaм: урпа акнa унта. Удобрени те парса хaварнa вaрлaхпа пeрле. Ку пусaра иртнe çулсенче кaна хытхура хуçаланатчe-ха. Халe мeн тери кaпaшка та тикeс ана туса янa.

–Пeлтeр 600 гектар ытла кeрхи çeртме сухи туса хaвартaмaр. Халe культиваци туса çeр хатeрлетпeр те – çийeнчех акатпaр, нÿрeке пaсланса выртма памастпaр, – тет Андрей Моряков ертÿçe.

Сaмах çине тенe пекех, пирeн пата Т–150 трактор çурма прицеплa комбинациллe культиваторпа – КПК–8,5 текеннипе çывхарчe. Aнланакан aнланчe пулe: асaннa культиватор çeре харaсах 8,5 метр сарлакaш кaпкалатса пырать. Вaл урпа акнa уя хирeç вырнаçнa анана акма кaпкалатса хатeрлет. Кeркунне сухаланa ана кaпaшка пулса пырать. Асaннa агрегата eçлеттерекенe Владимир Иванович Борисов механизатор пулчe. Каçхине улттaран пуçласа ирхине улттaччен aна Алексей Иванов улaштарать-мeн. Алексей Игнатьевич – республикaн тава тивeçлe механизаторe. Çапла вара агрегат талaкeпех eçре. Уйрах заправка тaваççe. Уйрах, eç вырaнeнчех, кунне икe хутчен вeри апат çитереççe. Андрей Моряков хaйeн машинипе шaпах уйра eçлекенсем валли апат илсе килнe. Малтан Владимир Борисов апатланчe. Унтан акакансем патне çитрeмeр. Ака агрегачe шaпах вaрлaх илме чарaннaччe. МТЗ–890 трактортан СЗ–5,4 сеялка кaкарса акаççe. Сарлака сеялкaпа eç кал-кал ÿсeнет. Механизаторe Николай Феликсович Кривошеев пулчe. Вaл эпe хaйне ашшe ячe таранах пeлнипе питe тeлeнчe. Пeрремeшне çирe, иккeмeшпе виççeмeш блюдaсене. Апатпа кaмaллa юлни сисeнчe. Aна Андрейaн амaшe Римма Григорьевна пeçерсе хатeрлет иккен. Ыттисем те хапaл пулчeç апата. Мана та çиме сeнчeç. “Уйра тата тутлaрах вaл”, – терeç. Ыттисем тенeрен, вeсем – Евгений Яковлев сеяльщик, Григорий Моряковпа Петр Миронов грузчиксем (”Пaшатан пек” тесе Андрей Николаевич ун пирки каларe пулас), Виталий Павлов водитель.

Пурте çисе пeтериччен ака агрегачe тапранса кайрe. Пeрре заправка тунипе виçe çаврaм тaвать: çeр тикeс те, агрегат та сассaр тенe пек ярaнса пырать. СЗ–5,4 сеялка хaй хыççaн çeре пeр вaхaтрах катокласа йeркелесе те пырать. Вaл нÿрeк кÿрсе калчана тикeс шaтса тухма май парать. Халиччен пулсан çак eçе тума тепeр тракторпа ятарласа катоксем кaларма тивнe.

Урпа, сeлe, тулa акаççe кaçал. Эпe шaмат кун кaнтaрла тeлeнче пултaм акаçaсем патeнче, вaл вaхaт тeлне пурe 100 гектар ытла акнaччe.

–Тунти кун тeлне сахалтан та 140–150 гектартан кая мар акса eлкeретпeр, – пeтeмлетет Андрей Моряков. Сaмах майaн каласан, вaл – район депутачeсен Пухaвeн депутачe. Уйра хaйпе пeрле eçлекенсене ырлать, тaрaшаççe, çавна май вeсем лайaх eçлесе илеççe, тет. Aна eçлекенсен хастарлaхe, aнкарулaхe, вeсем тухaçшaн aнтaлни кaмaла каять. “Вaхaта çухатмаççe, eçшeн çунаççe”,– тесе савaнать. Чaн та, çапла мар-и-ха: паянхи eç – çулталaклaх.

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ÿкерчeксенче: Т–150 трактор КПК–8,5 культиваторпа çeр кaпкалатса хатeрлет; ака агрегатне тырaпа тата удобренипе тивeçтерекенсем; Н.Кривошеев тытса пыракан СЗ–5,4 сеялкaпа йeркеленe агрегат урпа акать.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика