АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Халăх театрĕн пултарулăх каçĕнче

15 апреля 2014 г.

 

Пeтeм тeнчери театр кунне халалланa пултарулaх каçe иртрe кeçнерни кун Тaвайри культурaпа кану центрeнче. Çынсем халичченхинчен нумайрах пухaннaччe спектакль курма.

Н.Сидоров ентешeмeр çырнa "Çитaр качаки" пьесaпа паллашма кaмaл тунисем малтан фойери ал eçeсен чаплa выставкине курчeç. "Ай, мeн кaна çук-ши кунта? Еплерех маттур пирeн район çыннисем! Вeтe шaрçасенчен, тeслe çипсенчен туххaмрах турaшсем хатeрленe. Тимeртен тeрлe япаласем тунa, çипрен, хутран илeрт?ллe теттесем çыхнa тата", - пeр-пeринпе пaшaлтатрeç çынсем.

Кeçех куракансем умне ЧР тава тивeçлe артисчe Сергей Иванов тухрe. Вaл хaйeн тeп eçeсене тивeçлe шайра туса пынипе пeрлех район центрeнчи артистсене сцена çине тухма хатeрлет, режиссер тивeçeсене аван пурнaçласа пырать. Жюрипе паллаштарчe С.Иванов çынсене. ЧР тата РФ тава тивeçлe артисчe В.Семенов, Шупашкарти халaх пултарулaх çурчeн методисчe В.Григорьев хаклама килнe иккен Тaвайсен пултарулaхне.

Çитaр качаки рольне Надежда Никифорова питe интереслe вылярe. Пуçласа сцена çине тухрe пулин те, опытлa артистран кая мар тыткаларe вaл хaйне. ЧР культурин тава тивeçлe eçченe Валентина Александрова (Маша), Вера Абржина (Глаша), Сергей Дмитриев (Сидор), Валерий Макаров (Ярмуç), Владислав Степанов (Сандра), Наталия Иванова (Эльпике), Елена Алендеева (Жанна) харпaр хaйне шанса панa сaнарсене eненмелле калaпларeç. Çынсем вeсем вылянине aшшaн йышaнчeç, чунтан савaнчeç. Спектакль вeçленсен вырaнти артистсене театр искусствине аталантарма пулaшнaшaн, тaвайсене сцена искусствине юратма хaнaхтарнaшaн Тав çырaвeсем пачeç, пурне те çирeп сывлaх сунчeç.

Тaвайри халaх театрe Н.Сидоровaн "Çитaр качаки" камитне ытти ялсенче пурaнакансене те кaтартма eмeтленет.

В.ВАЛЕРИАНОВА.

Сaн ?керчeксенче: фойери куравпа паллашаççe; "Çитaр качаки" постановкaри курaну.

А.НИКИТИНА сaн ?керчeкeсем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика