АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Малти вырăнта - çурхи уй-хир ĕçĕсем

8 апреля 2014 г.

 

Çурхи вaхaт хaйeннех тaвать, пур чeрe чуна та хускатать, çынсене малашлaх eçе йыхравлать, хавхалантарать, ыйтусене çивeчлетет. Малти планра паллах - çурхи уй-хир eçeсем, вeсене тeплeн хатeрленсе ирттересси.

-Ку тeлeшпе пирeн калаçмалли те, кaтартмалли те пур, - терe район администрацийeн пуçлaхe Владимир Алексеевич Ванерке, Ленин ячeллe ял хуçалaх кооперативeн никeсe çинче йeркеленe ял хуçалaх eçченeсен районти семинар-канашлaвне уçса. Вaл эрне кун Тaрмaшри культура çуртeнче иртрe. В.Ванерке ял хуçалaхe район экономикинче пысaк вырaн йышaннине, унaн т?пи, çынсен пурнaç шайe тухaçлa та тупaшлa eçленинчен, çурхи уй-хир eçeсене кeске вaхaтра тата лайaх пахалaхпа туса ирттернинчен, çулла калчасене тимлe пaхса тaнинчен, кeркунне уйри пурлaха тaкаксaр пухса илнинчен питех те нумай килнине каларe. "Районти "Чутеевский" ял хуçалaх кооперативeнче, "Акконд-агро фирма" хупa акционерлa обществaра пeр кунах кeр калчисене апатлантарас eçсем пуçланнa eнтe. Вeсем республикaри ытти чылай районта та пыраççe. Çакaнпа пeрлех çурхи ака-суха пуçланиччен aна тeплeн хатeрленсе çитме кaштах вaхaт пур-ха, çeр eçченeсен унпа пeлсе усa курмалла", - палaртрe Владимир Алексеевич.

Унтан райадминистраци пуçлaхe Тaрмaш ял тaрaхeн пуçлaхне В.В.Разина сaмах пачe. Вaл ял тaрaхeн администрацийeпе Ленин ячeллe ял хуçалaх кооперативe ялан пeр чeлхе тупса eçленине пeлтерчe. Хeлле договорпа ялти çулсене пaхса тaмалла-и, халaха eçмелли шывпа, тырaпа е ыттипе тивeçтермелле - ял хуçалaх кооперативe асaннa ыйтусенчен нихaçан та пaрaнмасть, пулaшма тaрaшать Тaрмaшри 600 кил хуçалaхра 1544, Лачкассинчи 117 килте 126 çын пурaнать. Договорпа килeш?ллeн, колхоз çынсене çeр пайeшeн 2-шер центнер тырa парать. Çынсен хaйсен те çeр участокeсем пур. Икe ялти кил хуçалaхсенчи çынсем 395 пуç мaйракаллa шултра выльaх, çав шутра 185 eне, 63 сысна, 286 пуç сурaх-качака, 10 лаша усраççe. Шел те, кил хуçалaхeсенче выльaхсен йышe чакса пырать.

Тaрмaшпа Лачкассинче пурaнакан 374 çемье харпaр хaй кил хуçалaхне аталантарма Перекет банкeпе Россельхозбанкран 46 млн. та 592 пин тенкeлeх çaмaллaхлa кредит илнe.

Ял тaрaхeн бюджечe пeлтeр 4 млн. та 861 пин тенкeпе танлашнa, кaçал, чaн та, кaштах пeчeкрех. Бюджет укçи-тенкипе тeллевлe усa курма тaрaшатпaр. Маларахри çулсенче 10 км тaршшe шыв пaрaхeсем хывнa, çулленех çулсене т?рлетнe, кaçал та 400 метр çул юсамалла. Комплекслa застройка eçeсем тунa. Тaлaх-туратсене пулaшса икe çурт тунa тата ытти те.

Спорта аталантарма футбол, хоккей площадкисем пур, терe Владимир Валерьянович.

Ленин ячeллe ял хуçалaх производство кооперативeн ерт?çи В.В.Николаев хaйeн сaмахeнче кeскен хуçалaх eçe-хeлeпе паллаштарчe. Выльaх-чeрлeх ферминче мaйракаллa шултра выльaхсем eрчетеççe, вeсем пурe 265 пуç, çав шутра eнесем - 199. Фермaра eнесен хисепe те, çамрaк выльaхсем пaхса илесси те ?ссе пырать, сaвaм та хушaнать. Утa-улaмпа сенаж çителeклe, вeсем çитес çул валли те юлаççe.

Хуçалaх 1050 гектар çeре eçлесе пурaнать, тeш тырa, вика, выльaх апачлeх курaксем туса илет. Кaçалхи çур акинче акса тума вaрлaхсем çителeклe пулнине каларe Виктор Владимирович. Техника енeпе те чaрмав пулмe, терe вaл. Çапах та трактористсем, сеяльщиксем тупса комплектлама йывaрлaхсем пуррине палaртрe. Кaçал Т-150 тракторсемпе çeр кaпкалатма хуçалaх вaйeпе тата паркра eçлекенсем тaрaшнипе 2 йывaр культиватор туса хатeрленe. Вeсем, патшалaхран туяннипе танлаштарсан, пeтeм тaкаксене шута илсен те темиçе хут й?нeрехе ларнине асaнчe В.Николаев ерт?çe. Хуçалaх çур аки ирттерме Перекет банкeнчен 1,5 млн. тенкeлeх кредит илнe. Унпа çунтармалли-сeрмелли япаласем, минераллa удобренисем, вaрлaхсене имçамламалли тата ?сен-тaрансене х?тeлемелли хатeрсем туянаççe. "Пирeн тeллев - тaпрари н?рeке ытларах упраса хaварса, çeр eçeсене кал-кал пурнaçласа, ял хуçалaх культурисене чи лайaх вaхaтра акса хaварасси, тухaçлa тыр-пул çитeнтересси. Ку eнтe пирeн çеç мар, пурин тeллевe те", - терe Виктор Владимирович. Кaçал курaксен лаптaкeсене çeнетсе пыма 100 гектар люцерна та акса хaварма пaхнa. Сeлe вaрлaхe вара тaрмaшсен сутмалaх та пур.

Райадминистраци пуçлaхeн пeрремeш çумe - АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe В.В.Чайкин хaйeн сaмахне "Ырa кун пултaр сире, хисеплe çeр eçченeсем" тесе пуçларe. Вaл ял хуçалaх предприятийeсемпе организацийeсем умeнче çурхи уй-хир eçeсене хатeрленсе пурнaçламалли тeп eçсем çинче чарaнса тaчe. 2014 çулта районта пeрчeллe тата пaрçа йышши çурхи тeш тырa культурисем пурe 10335 гектар, çeр улми 237, кукуруза 550, пeр çул ?секен курaксем 1064, нумай çул ?секен курaксем хaй хальлeн 286 гектар акма палaртнa. Çавaн пекех 2081 гектар çинчи кeр калчисене тата 4090 гектар çинчи нумай çул ?секен курaксене с?релесе тухмалла тата апатлантармалла. 3910 гектар çeртме сухине с?релесе н?рeк хупламалла, унтан культиваци туса акма çeр хатeрлемелле. Унсaр пуçне 10050 гектар çeре çиелтен дискласа кaпкалатма тивет.

Валерий Васильевич çурхи тeш тырa культурисен вaрлaхe çителeклe пулнине, вeсенчен 95 проценчe ака кондицине тивeçтернине каларe. "Родник" ООО кaçал конкурсра çeнтернe, вaл малашне хуçалaхсене тырaпа çeр улмин элита вaрлaхeсемпе тивeçтерме тытaнe. Çавна май асaннa хуçалaх халех eнтe районти ял хуçалaх предприятийeсене 40 тоннaна яхaн элита тырa тата 354 тонна çeр улми вaрлaхe сутнa. "Чутеевский", "Красная Чувашия" ял хуçалaх кооперативeсем, С.Михайлов, А.Исаева, С.Хумышев, А.Степанова, В.Грачев, Г. Осипова, Г.Гурьев хресчен фермер хуçалaхeсем, "Акконд_агро фирма" ХАО çурхи тeш тырa культурисен элита вaрлaхeсене туяннa. "Родник" ООО Эстер сортлa çурхи туллaн супер элита вaрлaхне 20, Тандем урпа 10 тонна туянса хатeрленe. "Новый путь" ЯХПК I репродукциллe çурхи тулaпа урпа вaрлaхeсем кашнине 12-шер тонна, "Акконд_агро фирма" ХАО, С.Илларионов, "Чутеевский" тата "Новый путь" ЯХПКсем кукуруза вaрлaхeсем илнe.

Минераллa удобренисем 508 тонна туяннa, анчах ку вaл кирлe хисепeн 36 проценчe чухлe çеç пулнине кaтартса пачe Валерий Васильевич. Çав вaхaтрах "Акконд-агро фирма" (168 т.), "Чутеевский" ЯХПК (100 т), "Родник" ООО (80 т), В.Грачев, А.Моряков (50-шар), С.Михайлов (13 т), Г.Осипова (5 т), А.Исаева (3 т) минераллa удобренисене хaйсене кирлe чухлe хатeрлесе хунa.

Дизель топливипе паянхи куна 76 процент тивeçтернe.

Хуçалaхсем çуракине хутшaнакан ял хуçалaх техникине юсассипе малалла eçлеççe. Вeсен пысaк пайe eçе хатeр eнтe.

Çывaх вaхaтра пурнaçламалли тeп задачaсене палaртрe Валерий Васильевич. Вeсен шутeнче - минераллa удобренисем, çунтармалли-сeрмелли япаласем, ?сен-тaрана х?тeлемелли хатeрсем çителeклe к?рсе килесси, паха вaрлaхсем туянасси тата улaштарса илесси, вaрлaхсен пахалaхне лайaхлатасси, техникaна пeтeмпех хатeрлесе çитересси, тaпрари н?рeке хупласа хaварма тата акана чи кeске срокра туса ирттерме мeнпур майсене явaçтарасси. Eçлев сыхлавeпе eç условийeсене лайaхлатассипе те тимлесе eçлеме кирлине кaтартса пачe вaл. Ку тeлeшпе районта шaпах уйaхлaх пырать. Пирeн тeллевпе тивeç - инкек-синкексeр тата тухaçлa eçлесси, терe.

Россельхозцентрaн Тaвайри филиалeн пуçлaхeн тивeçeсене вaхaтлaха пурнaçлакан В.Н.Сорокин вaрлaхсене, ?сен-тaрансене чир-чeрпе сaтaрçaсенчен х?тeлес, вaрлaхсен пахалaхне лайaхлатас ыйтусем çинче чарaнса тaчe. Биологиллe препаратпа - планризпа eçлени й?нeрехе ларнине, экологипе eç хaрушсaрлaхe тeлeшпе сиенсeр пулнине палaртрe.

Райадминистраци пуçлaхe В.Ванерке унран хaш-хaш хуçалaх люцерна акассине, унaн вaррисен пахалaхне тeрeслеттерессипе епле eçленине ыйтрe. Т.Григорьева, С.Илларионов, Г.Гурьев, В.Николаев, Ю.Назаров хресчен-фермер хуçалaхeсем, "Акконд-агро фирма" ХАО, Ленин ячeллe хуçалaх люцерна вaррисен пахалaхне тeрeслеттернине, "Чутеевский" хуçалaх люцерна вaрлaхe шыранине пeлтерчe В.Сорокин.

Ял хуçалaх министерствин районти тeп специалист-эксперчe И.В.Воронцова ялта тавар туса илекенсен патшалaхран субсиди илмелли йeркисем çинчен каласа aнлантарчe. Ака лаптaкe умeнхи çулхинчен, тухaç районти вaтам кaтартуран, вaтам eç укçи республикaринчен кая мар пулни пысaк пeлтерeшлине асaнчe. Мелиораци техники туянма сeнчe, уншaн 50 процент, çeр улми хранилищисем тума 30 процент таран субсиди илме май пуррине пeлтерчe.

Гостехнадзорaн районти тeп патшалaх инспекторe А.В.Семенов тракторсен, ытти машинaсен, вeсен прицепeсен юсавлaхне, вeсем çынсен пурнaçeпе сывлaхe, тавралaх, пурлaх тeлeшпе хaрушсaрлaх требованийeсене тивeçтернине тeрeслемелли техосмотр пынa пирки, унaн графикне пaхaнма кирли çинчен чарaнса тaчe.

Беларуç Республикин "Гомсельмаш" производство пeрлешeвeн Чaваш Енри представителe В.Н.Дормидонтов ял хуçалaх техники туянма паракан кредит проценчeсен çaмaллaхeсем, Раççей Федерацийeн тата Беларуç Республикин Перекет банкeсем ку тeлeшпе пeр-пeринпе тунa килeш? тата процент ставкисем пeчeк пулни çинчен каласа пачe. "Гомсельмаш" ПО представительстви К?кеç поселокeнче, Шупашкар районeнчи сельхозтехника пeрлешeвeн территорийeнче вырнаçнa.

Районти пушар надзор пайeн начальникe В.М.Михайлов çурхи уй-хир eçeсем пынa вaхaтра пушар хaрушсaрлaхeн правилисене çирeп пaхaнса eçлеме кирли, ал айeнче яланах огнетушитель, ытти тивeçлe хатeрсем пулмалли, кивe курaкпа хaмaла йeркене пaсса, пaхса тaракансaр çунтарни пысaк инкексем патне илсе çитерме пултарасси çинчен асaрхаттарчe.

Райадминистраци пуçлaхe В.Ванерке те ку тeлeшпе иртнe çулсенче пулнa икe инкеклe тeслeхе илсе кaтартрe, eçре ялан сыхлануллa, тирпейлe те типтерлe пулма ыйтрe.

Халaха eçпе тивeçтерекен центр директорe Л.М.Кузьмина килeш?сем туса çамрaксене, eçсeр çынсене eçе явaçтарас, eçпе воспитани парас, ял валли кадрсем вeрентсе хатeрлес ыйтусене хускатрe. В.Грачев хресчен фермер хуçалaхeпе "Родник" обществaна çынсене eçпе тивeçтерес тeлeшпе тунa кaтартусемшeн Тав хучe тата парнесем парса чысларe.

РФ Перекет банкeн Тaвайри хушма офисeн заведующийe А.П.Краснов çурхи eçсем туса ирттерме паракан кредитсем çинчен каласа aнлантарчe. Удобренисeр eçлени те усaллах пулмe, терe. Ку вaхaт тeлне 5 хуçалaха кредитпа тивeçтернине асaнчe.

Çeнe программaпа Беларуç техники туянма паракан кредит пирки те каларe. Вaрнар, Патaрьел районeсенчи хaш-пeр хуçалaхсем çакaнпа усa курнa, вeсем субсидисем илeç. Техникине официаллa дилер патeнче суйласа илмелле. Александр Павлович ыйтусем çине те уçaмлa хуравсем пачe.

Март уйaхeнче кашни eне пуçне чи нумай сeт суса илнeшeн В.Грачев хресчен фермер хуçалaхeн ферми "Тaвай районeнчи чи лайaх сeт-çу ферми коллективe" куçса ç?рекен приза тивeçнe. Ку приза пeлтeр райадминистрацин АПК аталанaвeпе экологи пайe пуçарнипе туса хунa. В.Ванерке В.Грачева асaннa приза тата дипломпа парне парса чысларe.

Семинар-канашлурах Тaрмaшри В.Г.Васильев ячeллe волейбол турнирне ирттерме укçа-тенкeпе пулaшнa "Шимкусский" хуçалaхпа (ерт?çи Ю.А.Алексеев), С.Р.Илларионов ХФХна Тав хучeсем пачeç.

Юлашкинчен семинар-канашлaва хутшaннисем Ленин ячeллe хуçалaхaн машина-трактор паркeнче пулчeç, çур акине хутшaнакан агрегатсемпе, ял хуçалaх техникипе паллашрeç, паркра eçлекенсемпе калаçрeç. Хуçалaхра туса хатeрленe икe йывaр культиваторпа уйрaмах кaсaкланчeç. Асaннa культиваторсен сарлакaшe - 4 метр та 70 см. Çeре 25 см тарaнaш кaпкалатма пултараççe, шанчaклaрах та тесе шутлаççe паркра eçлекенсем. Пeр йывaр культиваторне Т-150 тракторпа агрегатласа хатeрленe. Акма вара Астра SZ-5,4 сарлака сеялкaпа тата тeш тырaпа курaк сеялкисемпе акeç. Çаксем пурте пулас тухaçшaн.

Семинар-канашлaва хутшaннисене Тaрмaшри хор ансамблeн членeсем юрa-ташaпа саламлани те çурхи хeр? eçсем умeнхи кaмaл-туйaма хaпартма пулaшe.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика