АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Кăçал та Пуянкасси пики çĕнтерчĕ

21 марта 2014 г.

 

Пирeн Тaвай ялeн хeрe А.Королева Чaваш патшалaх университетeнче вeреннe чухне республикaри пикесем хушшинче çeнтер?çe пулса тaнa хыççaн районта та çавнашкал конкурс ирттересси йaлана кeчe. Алиса Владимировна халь аслa пeл? илнe, Етeрнери прокуратурaра тaрaшакан мaшaрeпе пурнaç телейне тупнa. Апла пулин те тaван енри хeрсене кашни çулах хатeрлет конкурса. Тaвай район администрацийe "Акконд", "Информ-медиа" обществaсем, Канаш хулинчи туй кeписен "Натали" ятлa салонe тата ЧНКн вырaнти уйрaмe пулaшнипе йeркелерe "Тaвай пики-2014" конкурса.

Асaннa мероприятипе кашни çулах паллашма т?р килет çак йeркесен авторне. Кaçал залра та, балкон çинче те ларма вырaн çукчe. Ура çинче тaрса курма eмeтленекенсем те чылайaнччe. "Эппин ку конкурс пeлтерeшe ?ссех пырать", - вeçрe пуçра шухaш залри çынсене сaнанa май. Кeçех чаршав уçaлчe. Чaннипех те çапла иккен. Пeлтeр сакaр пике кaна хутшaннaччe, кaçал вуннaн тaраççe ав сцена çинче.

Хаваслa кулaллa пикесем уявсене ç?ремелли тeрлe тeслe, вaрaм кeпесем тaхaннa. Ç?ç-пуçe питe капaр вeсен. Пeринчен тепри илeрт?ллeрех курaнаççe хeрсем. Куç илмесeр чылайччен сaнаса ларас килет вeсене. Ятранах асaнса хaварар пултаруллaскерсене _ Зоя Жарова (Элпуç ял тaрaхe), Эллада Данилова (Йaнтaрчa), Кристина Федотова (Çeнe Пуянкасси), Анастасия Петрова (Тaрмaш), Анастасия Сучкова (Тeмер), Вера Кротова (Чутей), Мария Кириллова (Тушкил), Алена Вьюник (Тaвай), Диана Сорокина (Мучар), Елена Пурш (Енeш Нaрваш).

Вунa ял тaрaхeнчи 17-25 çулсенчи хeрсем, чaвашла лайaх калаçакансем, юрра-ташша юратакансем, тантaшeсемпе туслa пурaнакансем хaйсен пултарулaхне кaтартма тeллев тытнa.

- Хаклa чиперккесем, сире пурне те паянхи конкурсра çeнтерме сунатaп, - терe район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке сцена çине тухса. Мероприятие йeркелеме пулaшнисене Хисеп грамотисемпе Тав çырaвeсем пачe вaл.

Çакaн хыççaн конкурссем пуçланчeç. Малтан хaйсемпе паллаштарчeç пикесем. Компьютер презентацине аван тунa чылайaшe. Пeринчен тепри çепeçрех юрa суйласа илнe хeрсем, ташларeç те теприсем. Харпaр хaй апат-çимeçне мeнле хатeрленине каласа кaтартрeç. Какай ш?рпи, хуплу, шaрттан, кукaль, сaра тата ытти чaваш апачeсемпе паллашрaмaр эпир. Качча каймалли шурa кeпесемпе тухрeç кeçех сцена çине конкурса хутшaнакансем. Аслaрах куракансем çав самантра çемье çавaрнa тапхaра аса илчeç eнтe, çамрaксем вара вeсенче хaйсен çутa пуласлaхне асaрхарeç пулe. Кeç-вeç вeçсе кайма хатeрленекен шур акaш картине аса илтерчeç пикесем. Куракансем чылайччен алa çупса тав турeç вeсене.

Наци тумeпе те eлккен курaнчeç хайхискерсем. "К.Иванов поэминчи сaнар Тaвай ене те çитнe. Нарспирен пeрре те кая мар вeсем", - тесе пaшaлтатрeç çав самантра куракансем. "Зоя - чи хитри", "Елена маттур", "Кристина пултарать" тата ытти лозунгсем çeклесе, алa çупса, урисемпе тапaртатса хaйсен ялeсенчисене хавхалантарсах тaчeç залра ларакансем.

Шупашкартан килнe жюри членeсем - М.Мурзин, Э.Максимов, А.Королева-Тихонова, С.Андреев, И.Федоров, Г.Вакку, Т.Константинова хaйсен тивeçeсене лайaх пурнaçларeç. Хeрсем сцена çинче хaйсене мeнле туйнине, чaвашла епле калаçнине, кeписен илемне, апат-çимeçeн техeмлeхне шута илчeç.

"Тaвай пики-2014" хисеплe ята кaçал та Çeнe Пуянкассинчи ял тaрaхeн хeрe çeнсе илчe. Пeлтeр Т.Константинова маттурлaх кaтартнaччe. Кaçал вун пeрмeш класра вeренекен Кристина Федотова чи пултарулли пулчe. Унaн амaшe, Алена Николаевна, Çeнe Пуянкассинчи вaтам шкулта ачасене пeл? парать. Ашшe, Александр Геннадьевич, Мускава eçлеме ç?рет.

"Вице-Тaвай пики-2014" ята вара Йaнтaрчa ял тaрaхeнчи Эллада Данилова тивeçрe. Елена Вьюник "Пултаруллa пике", Елена Пурш "Aслa пике", Вера Кротова "Eçчен пике", Анастасия Петрова "Х?хeм пике", Анастасия Сучкова "Çепeç пике", Зоя Жарова "Хастар пике", Диана Сорокина "Сaпайлa пике" номинацисенче çeнтерчeç. Тушкилти Мария Кириллова, сайт çинче чи нумай сасa пухса, "Куракансем кaмaлланa пике" ятлa пулчe.

Программaна Е.Григорьев шоумен чaвашла калаçса ертсе пыни пурне те килeшрe. Ларакансене хавхалантарас тесе кулaшпа ытларах усa курчe вaл.

Конкурса хутшaннисене, асaннa мероприятие йeркелеме пулaшнисене, куракансене, хeрсен ашшe-амaшeпе тaванeсене, пeлeшeсене малашлaхра aнaçу, çирeп сывлaх, юрату, телей сунать район администрацийe, пурне те тав тaвать.

Çакнашкал кану каçeсене ç?ллe шайра йeркелесе талантлa çамрaксене тупса палaртаççe тaвайсем, чaваш халaхeн йaли-йeркипе культурине упрама хистеççe, каччaсемпе хeрсене пeр-пeрне пулaшма, пурнaçра активлa пулма хавхалантараççe, пур çeрте те илемпе илeрт?лeхе тeпе хума сeнеççe.

А.НИКИТИНА, ЧНК вырaнти уйрaмeн членe.

Сaн ?керчeксенче: "Тaвай пики-2014" конкурса хутшaннисем; район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке конкурса йeркелеме пулaшнa А.Тихонована Тав çырaвe парать.

Сaн ?керчeкeсем авторaн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика