АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çуртсене илемлетеççĕ, тавралăха тасатаççĕ

26 апреля 2013 г.

   Район центрeн Ленин проспектeнчи тротуарпа тавралaха сaнаса утатaп. Çурхи aшa кунсем çынсене урамалла йыхaраççe, унта та кунта вaй хураççe вeсем ав халь. Акa, пeр трактор район администрацийeн çурчe умeнчи асфальтлa çул хeррине хaйeн оборудованийeпе пикенсех шaлса тасатать, ун хыççaн вара тусан самаях çeкленет.

Тaвайри тeп больница çуртне тeплeн юсанине пeлеççe eнтe вулакансем. Çeнe вывески таçтанах курaнать, çурт умeнчи стенасене пысaк плиткaсем çыпaçтарса тухнa, тамбур та тунa.

Картишeнче кашни кун тенe пекех медицина eçченeсем вaй хураççe. Кивe çулçaсене, строительсем хыççaн юлнa aпaр-тапaра пeр çeре пуçтараççe. Тротуар хeрринчи йывaçсене кaпшанкaсем ан сиенлеччeр тесе известь ирeлтернe шeвекпе шурататчeç хeрарaмсем. Район администрацийeн çурчe умeнче чечексем лартма пысaк клумба хатeрлесси те кал-кал пырать, туслa коллектив eçлет унта.

Иртнe çул вeçeнче штукатурка туса çутa сарa тeспе сaрланa 10-мeш çурт умeпе иртетeп. Ун таврашeнче – “МСО Янтиковская” работникeсем. Çывaха пырсах ыйтса пeлтeм вeсен шухaш-кaмaлe пирки.

–Пeр хут сaрланипе кaна лайaх пулмасть, çавaнпа кaçал тепeр хут илемлететпeр ку çурта, виçe кун eçлетпeр eнтe, паян-ыран вeçлетпeр, – терeç строительсем. З.Николаева, Н.Ильина, Г.Саперова штукатур-малярсем пикенсех стенасене иккeмeш хут сaрлатчeç.

Директор çумe Н.Григорьев, Р.Егоров механик, В.Смирнов моторист, И.Барабанов водитель хeрарaмсене çÿле улaхма тимeр конструкцисене лартса е урaх вырaна куçарса пулaшаççe.

Ленин урамeнчи 50-мeш çурта сaрланa хыççaн ку проспектри вун иккeмeш çурта штукатурка туса илемлетесшeн строительсем.

–Çанталaкe чaрмантармасан, кeске срокрах пурнaçлaпaр – пeлтерчeç харсaр eçченсем. Aнaçу сунса сывпуллашрaм общество членeсемпе.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика