АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Хăйсен тỹпине хыврĕç

18 марта 2014 г.

 Иртнe кeçнерни кун Енeш Нaрвашра пурaнакансем "Ачалaхшaн, ачалaх ячeпе" ыр кaмaллaх акцине хутшaнса, хaйсен т?пине хывма ялти культура центрне пухaнчeç.

Марафона халaх театрe çумeнчи "Путене" студи "Шaлсaр сысна çури" ятлa юмахпа уçрe. "Эпир миршeн, телейлe те хаваслa ачалaхшaн", - терeç юмах вeçeнче пeчeк артистсем. Чи малтанах ялти офис врачe, район депутачe Л.Николаева ача-пaча фончeн пухмачне пуянлатрe. Сывлaх хуралeнче нумай çул eçленe май, инвалид, чирпе асапланакан, нушаллa, х?тлeхсeр юлнa ачасен пурнaçне аван пeлет вaл. Ырa eçшeн ырa сaмах aна та. Людмила Петровна мaшaрeпе хaйсен хeрне пурнaç çулe çине кaларса интернатран арçын ача усрава илсе çитeнтереççe.

Ял депутачe Светлана Михайлова марафона садике ç?рекен хeрeпе килнe. Настя "Анне" сaвва вуланa чух пухaннисен куçeсем шывланчeç. "Ку сaвва анне вeрентрe", - тесе, Светлана Николаевнана ыталаса илчe пeчeк хeр пeрчи. Михайловсем 5 ача усрава илсе çемье aшшине параççe.

Сaваплa ыр кaмaллaх юхaмeнчен ялти хисеплe педагогика eçeн ветеранeсем - Юрийпе Майя Арестовсем те айккинче юлмарeç. Хaй вaхaтeнче вeсем интернатра eçленe.

"Кунти ачасен туйaмe уйрaмах сисeмлe. Эпир вeсене чун-чeререн юратсан кaна хирeç ырa кaмaл-туйaмпа тавaрeç. Пирeн усрава илнe ачасем ?ссе çитeннe eнтe, манмаççe, çыраççe, килсех ç?реççe", - терeç вeсем.

Культура eçченeсен ячeпе историпе мемориал музейeн заведующийe В.Петров тухса калаçрe. Ялти çыхaну уйрaмe, "Васильч", "Чайка", "Тaвайри кооператив" потребобщество магазинeсен eçченeсем, "Кр.Чувашия" ЯХПК ерт?çи В.Алексеев, Л.Евдокимова экономист, пенсионерсен ялти совечeн председателe Г.Гаврилова тата ыттисем укçа хучeç марафон счечe çине. Пeр сехет хушшинче пухмачра 4 пине яхaн тенкe пухaнчe.

Ял тaрaхeн пуçлaхeн çумe Л.Сергеева ачалaха халалланa акцие хутшaннисене aшшaн тав турe.

Марафона Г.Иванова ертсе пыракан кружокри ачасем юрa-ташaпа илемлетрeç, "Тeпел" ушкaна ç?рекен В.Кошкина "Сaпка юррипе" савaнтарчe.

З.ВАСИЛЬЕВА, халaх театрeн режиссерe.

Сaн ?керчeксенче: марафон вaхaтeнче.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика