АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Савăк çуркуннене кĕтсе илсе

12 марта 2014 г.

Хeле aсатни - çурхи чи савaнaçлa уяв. Çынсем йaлaхтарса çитернe сивe кунсемпе сыв пуллашаççe, aшa çанталaк пирки шухaшлаççe. Çулсем çинчи к?лленчeксем те кeçех типсе курaнми пулeç. Юхан шывсем пaртан тасалса пeтeç. Мартaн саккaрмeшeнче пирeн районта пурaнакансем Тaвайри культурaпа кану центрe умне пухaнчeç. Хeле aсатакан уява пурте капaр тумланса тухнa. "Патша ывaлe Иван илемлe Çуркуннене мeнле çaлнa" ятлa театрализациленe представленипе 11 сехетре пуçланчe программа. Пeтeм тeнчери хeрарaмсен кунeпе, хeле aсатмалли уявпа район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке саламларe. -Паян эпир хeле aсатнa хыççaн çуркуннехи пeрремeш уява, Пeтeм тeнчери хeрарaмсен кунне кeтсе илетпeр, - терe Владимир Алексеевич. Вaл пурне те çирeп сывлaх, aнaçу, телей сунчe. Нумай ачаллa çемьесене çeр лаптaкeпе тивeçтермелли сертификат "Единая Россия" партин регионри уйрaмeн Тав çырaвeсемпе хаклa парнесем панa. Ял тaрaхeсенчи информаципе культура центрeсенчи коллективсем те тухрeç сцена çине. Уяврисем тeрлe вaйa-кулaсенче, конкурссенче хaйсен пултарулaхне кaтартрeç. Вeрен туртрeç, йeлтeрпе чупса aмaртрeç, кире пуканe çeклерeç, пaчкa кeрпи тултарнa михeсемпе пeр-пeрне çапса пeрене çинчен антармалла, волейболла вылярeç. Шахматпа шашка турнирe пулчe, капaр лавсемпе ярaнчeç тата çынсем. Сарa хeвел евeр çаврака тата çуллa пeлeмсeр иртмерe уяв, вeсемпе кaмaл тaвакансене сaйларeç йeркелекенсем. Вeри чей те сeнчeç çынсене. Чунпа канма, aспа хавхаланма, калаçупа киленме сeнчeç куракансене eлккен тутaр çыхнa культура eçченeсем, хeрсемпе хeрарaмсем. Çемйипех тухнa чылайaшe, аслисемпе пeрле выляса савaнчeç ачасем те. Уяв питe хаваслa иртрe. Хeвеллe aшa çанталaк çынсен кaмaлне татах çeклерe. Юлашкинчен Хeл карчaккине çунтарчeç, aшa Çуркуннене çул пачeç. -Уява хатeрленсе ирттерме йeркеленe оргкомитет хaйeн тeллевне, пeтeмeшле илсен пурнaçларe. Сцена çинче юрласа-ташласа халaха савaнтарнa вырaнти артистсене, "Тaвай кооперативe" потребительсен обществин eçченeсене тата уйрaм сутуçaсене, уяв лапамне илемлетнe aстасене, спорт aмaртaвeсене йeркелекенсене, йeркелeхе, çынсен сывлaхне сыхлакансене, хeле aсатма килнe лавçaсене, мeн пур çынна тав туса ырлaх-сывлaх сунатaп, - тесе пeлтерет оргкомитет председателe Валерий Чайкин.

Н.АЛЕКСАНДРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика