АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Элпуç ял тăрăхĕнчи тĕл пулусем

7 февраля 2014 г.

ЭЛПУÇ – НŸШКАССИ

Юн кун район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке Элпуç тата Нÿшкасси ялeсенче пурaнакансемпе тeл пулчe. Асaннa мероприятие Тaвайри больницaн тeп врачe Н.Бурдасова, районти надзор eçeсен пайeн аслa инспекторe А.Фролов, “Россельхозбанк” обществaн Тaвайри офисeн представителe Т.Ларионова, “Поддержка” страхлакан общество работникe Е.Скворцова, полици уйрaмeн участокри уполномоченнaйe Н.Шамбулин хутшaнчeç.

Ялти культура çуртне пухaннисене малтан Элпуçeнчи вaтам шкулти Настьaпа Таня Моисеевасем, Дашaпа Настя Борисовасем, Катьaпа Олеся Ильинасем хaйсен пултарулaхeпе паллаштарчeç. Ятуллa тумланнa çамрaксем чaвашла тата вырaсла юрaсем шaрантарчeç. М.Иванов (8 кл.) тата Ю.Васильев (9 кл.) юрланa “Ачалaх” юрра итленe самантра аслисем харпaр хaй çамрaклaхне те аса илчeç ахaртнех. Тaвaллaн алa çупса тав турeç вeсене.

Элпуç ял тaрaхeн пуçлaхe В.Козлов иртнe çулхи eçсем çинчен каласа кaтартрe çакaн хыççaн.

Асaннa территорире пурe 1596 çын пурaнать, Элпуçeнче – 456. Элпуçсен йышне иртнe çул 2 ача кaна хушaннa.

Йышлa ялта eçeсем те нумайрах eнтe. Тавралaхра илемлeх хуçалантaр тесе чылай тимленe пeлтeр. Хeллехи вaхaтра урамри тeп çулсене юртан тасатсах тaраççe, васкавлa пулaшупа пушар автомашинисем валли чaрмав ан пултaр тесе тaрaшаççe. Элпуç ялeн урамeсене каçсерен электроэнерги вaйeпе çутатассине те манман.

Тарасасене, шыв системин çeрсе кайнa пaрaхeсене вырaн-вырaнпа юсанa. Эль кÿлли таврашeнчи çÿп-çапа, урамсенчи ÿссе кайнa курaка вeренекенсем пулaшнипе тасатса-çулса тaнa.

Пушар автомашинине тытса тaма тата вут-кaвар хaрушсaрлaхeн правилисене пурнaçа кeртсе пыма кил хуçалaхсенчен 200-шер тенкe пухма йышaннa ял çыннисем пухура. Анчах çак тeллеве пурнaçласси çине пÿрне витeр пaхакан çемьесем те пур. Сывa пурнaç нормине пaхaнма, çирeп сывлaхлa пулма хистекен тата культурaллa мероприятисенче ырa тeслeх кaтартаççe çeр eçченeсем. Çартан пaрaнса юлас тeллевлe çамрaксем çук. “Ялти пурнaç хaйсенчен те чылай килнине aнланса пыраççe элпуçсем”, – тесе вeçлерe калаçaвне Василий Васильевич.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке Тaвай енeн социаллa пурнaçeпе экономики епле аталанса пыни пирки чарaнса тaчe.

Пирeн районта туса илнe продукцие тиесе aсатни, харпaр хaй вaйeпе пурнaçланa eçсемпе услугaсен калaпaшe 240,1 миллион тенкeпе танлашнa 2013 çулта. Ку кaтарту пeчeкленнe малтанхи çултипе танлаштарсан. Çапах та “Акконд–агро фирма” общество промышленноç продукцийe туса кaларассине 19,4, “Тaвайри кооператив” потребобщество уйрaмeсем 9,9 процент ÿстернe.

2013 çулта тeп eçе хывнa инвестицисен калaпaшe пур çaлкуçпа 233,5 миллион тенкeпе танлашнa. Ку цифра вара пысaкрах малтанхи çулхинчен.

“Акконд-агро фирма” обществaра сeт цехне реконструкцилессипе тата модернизацилессипе, Илларионов ХФХ-инче пaрусем валли çeнe вите çeклессипе eçлеççe. О.Восторгин ХФХ-инче “Паснерка” ял усадьби тaваççe. С.Дмитриев уйрaм предприниматель “Медвежий угол” турист базине малалла çирeплетет. Тaвай ялeнче 8 ушкaн валли шкул çулчченхи вeренÿ учрежденийe тума пуçланa. Асaннa инвестици проекчeсене вaхaтра пурнaçа кeртсен, районти лару-тaру татах лайaхланмалла. “Акa, Эль кÿлли пур ку территорире. Пeр-пeр инвестора явaçтарса aна тивeçлe шайра тытса тaрассине йeркелеме тaрaшмалла кунта”, – çакнашкал ырa сeнÿ пачe юлашкинчен Владимир Алексеевич.

Çÿлерех асaннa ытти юлташсем те тухса калаçрeç. Элпуçсене яла кeрекен асфальтлa çул начарланни, кивe çуртсемпе çeр пайeсен шaписем, урамсене юртан вaхaтра тасатса тата каçсерен çутатса тaрасси, васкавлa пулaшу автомашинине ытларах кeтме тивни тата ытти ыйтусем канaç памаççe. Чылайaшe çине хурав пачeç пухура.

Нÿшкасси – район центрeнчен чи аякра вырнаçнa ялсенчен пeри. Пурe 350 çын пурaнать унта. 2013 çулта аист вeсене те икe çeнe “кайaк” кaна парнеленe. Кунти пуху та малтан çырса кaтартнa йeркепех иртрe.

Гагарин, Тaхти, Горький ячeллe урамсенче çула вeтe чул сарса якатса тухни пирки пeлтерчe Элпуç ял тaрaхeн пуçлaхe В.Козлов. Шыв уçлакан башня илсе килнe. Ял çыннисене таса шывпа тивeçтермелли проекта кeçех туса пeтереççe, вара ку енeпе пaр тапранасса шанма пулать. Нумай ачаллa çемье валли çeнe çурт туса пeтернe.

Йeркелeхе пaснa тeслeхсем пулни пирки те аса илчeç кунта. Çeршeн тата пурлaхшaн налук тÿлессине 2013 çул вeçнелле лайaхлатма май килнине палaртрeç, сулaм укçи паманнисене хaйсен парaмeсене пурнaçлама чeнсе каларeç. Гараж тата ытти хуралтaсем айeнчи çeрсемшeн аренда укçи тÿлес енeпе те хавхалануллaрах пулмалла ял çыннисен. Обществaлла çeр лаптaкeсемпе ирeк илмесeр усa курас тeслeхсене пeтермелле тата ытти те.

–Тaвай ен çыннисем сeт хуçалaхне аталантарассипе аван eçленине пeлетeр eнтe. Нумаях пулмасть пирeн района килсе кайнa республика Пуçлaхe Михаил Васильевич Игнатьев та палaртрe ун пирки. “Акконд–агро фирма” обществaра халь 1000 пуçа яхaн eне выльaх, сaваканни – 600 ытла. Грачев, Хумышев, Илларионов, Борисов, Канясев ХФХсенче сeт сaвассин кaтартaвeсем ÿссех пыччaр тесе хaйсенчен мeн килнине пeтeмпех тaваççe. “Чутеевский” ЯХПК та асaннa продукцие туса илессине лайaхлатас енeпе малтан-малалла каять, витесене юсать, выльaхсен йышне ÿстерет, – çакнашкал лайaх тeслeхсенчен пуçларe сaмахне район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

Район экономикипе социаллa пурнaç аталанaвeн 2013 çулхи кaтартaвeсем начарах марри пирки чарaнса тaчe вaл. Ялсен инфраструктурине лайaхлатас енeпе кашни çынна харпaр хaй тÿпине хывма чeнсе каларe.

Районтан килнисене чылай ыйту пачeç нÿшкассисем те. Вeсенче ялти пурнaçaн шайне тата аванрах курасшaн пулни палaрчe.

Эппин пирeн кaçал та алла-аллaн тытaнса eçлемелле, пeр-пeрне пулaшмалла, малашлaха шанмалла.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: пухусенчи самантсем.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика