АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Сивĕрен те шикленмерĕç

4 февраля 2014 г.

Çанталaк сивeрех пулнине пaхмасaрах вырсарнире районта пурaнакансем ДЮСШ стадионне йышлaн пухaнчeç. Ун чухлe автобуспа çaмaл машина пулнине халиччен асaрхаман – акатуй чухнехи пек! Пурте “Раççей йeлтeр йeрe–2014” массaллa чупaва хутшaнасшaн: çамрaкки те, ватти-вeтти те.

Пухaннисене спорт уявeпе район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, РФ Пенси фончeн Чaваш Республикинчи уйрaмeн управляющийeн çумe В.Николаев, Шупашкарта Олимп çулaмне кeтсе илнe çeре хутшaннa Тaвай çамрaкe А.Иванов саламларeç, çитeнÿсем сунчeç.

–”Раççей йeлтeр йeрe” массaллa чупу çeр-шывра чaннипех спорт уявe пулса тaчe. Кaçал вaл тата паллaрах вaхaтра – Сочире уçaлакан хeллехи Олимп вaййисем умeн иртет. Сире пурсaра та çирeп вaй-хал, aнaçу сунатaп. Ÿлeм те спортпа туслa юлaр, – терe Владимир Алексеевич aмaртусене уçса.

Пирваях VIP-чупу старт илчe. Унта ял тaрaхeсен, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем хутшaнчeç. Вичкeн çил пирки дистанцие 700 метра çити кeскетрeç. Результачe мар, хутшaнни, кaмaл хастарлaхне ÿстерни паха шутларeç йeркелÿçeсем. Финиш коридорне пуринчен малтан Вaтаялeнчи хресчен фермер хуçалaх ертÿçи Валентин Краснов кайaк пек çaмaллaн пырса кeчe. Ку дистанци уншaн aшaнмалaх кaна пулчe тейeн.

–Пeрремeш хут хутшaнмастaп чупaва. Иртнe çул та чупнaччe тивeçлe ÿсeм ушкaнeнче, анчах çeнтереймерeм, Шупашкартан килнисем вaйлaрах пулчeç. Кaçал вара тепeр çаврaм хам ÿсeмрисемпе те чупас кaмaл пур-ха, – тет Валентин Тимофеевич.

Хeрарaмсем хушшинче “Поддержка” страховани компанийeн представителe Елена Скворцова палaрчe.

Унтан çак дистанциех ÿсeм çулeсене кура чупма тытaнчeç. Мала тухнисене пурне те хаçатра çырса кaтартни вырaн нумай йышaнать, çавaнпа та çeнтерÿçeсене кaна палaртас терeмeр. Акa вeсем:

12 çултан аслa мар вeренекенсем хушшинче

Ольга Никифорова (Ураскасси), Кирилл Григорьев (Тaвай)

13–14 çулхи ачасем хушшинче

Ольга Моисеева (Элпуç), Евгений Моисеев (Тaрмaш)

15–16 çулхисем хушшинче

Валерия Николаевапа Даниил Данилов (иккeшe те Тaрмaшран)

Аслa классенче вeренекенсем хушшинче

Анжела Никифорова (Ураскасси), Даниил Данилов (2-мeш хут)

30 çула çитмен çамрaксем хушшинче

Татьяна Ивановапа Денис Иварбеев (иккeшe те Элпуç ял тaрaхeнчен)

40 çултан аслa мар ÿсeмре

Алина Никифорова (Ураскасси), Николай Алексеев (Тaрмaш)

50 çултан аслa мар ÿсeмре

Нина Максимова (Тaрмaш шкулe), Николай Георгиев (Тaрмaш)

50 çултан аслaраххисен усeмeнче

Луиза Павлова (Нaрваш) тата Валерий Афанасьев (Тaрмaш).

55 çултан аслaрах ÿсeмре Людмила Егоровапа (Йaнтaрчa), 60 çултан иртнисем хушшинче хaй вaхaтeнче районти паллa йeлтeрçe пулнa Федор Степановпа (Нaрваш) тупaшакансем туйaнмарeç. 78-та пыракан Петр Печников та дистанцие аванах чупса тухрe.

Ураскассинчи Никифоровсен çемйинчен пьедесталaн 1-мeш картлашки çине Алина Николаевнaпа пeрле Ольга тата Анжела хeрeсем те тaма тивeçрeç.

Aмaртусем лайaх иртрeç, вeсене 300 ытла çын хутшaнчe. Малти вырaнсем йышaннисене пурне те грамотaсемпе, медальсемпе наградaланa тата “Лыжня России–2014” логотиплa спорт калпакe парнеленe. Aмaртусене хутшaнакансене обществaлла апатлану предприятийeн точкисем вeри чейпе, кулинари изделийeсемпе, шашлaкпа тивeçтернe.

И.СОЛОВЬЕВ.

Сaн ÿкерчeксенче: массaллa старт; малти вырaнсем йышaннa Николай Георгиев (Тaрмaш), Павел Романов (Çeнe Пуянкасси) тата Валентин Краснов (Вaтаяль); Сочири Олимпиада факелeпе чупма интереслeрех-çке!

К.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика