АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Пурнăç тăрăшарах ĕçлеме хистет

4 февраля 2014 г.

Иртнe эрнере Чaваш Республикин Пуçлaхe Михаил Игнатьев пирeн района килсе кайни çинчен хаçатaн 8-мeш номерeнче кeскен пeлтернeччe эпир. Малашнехи номерсенче тeл пулусем мeнле иртни çинчен анлaрах çутатма шантарнaччe.

Юлашки çулсенче район сeт хуçалaхне аталантарассипе чылай тимлерe. “Акконд–агрон” ку чухнехи выльaх-чeрлeх комплексe хута кайрe, унта халe 1000 пуçа яхaн eне выльaх тытаççe, çав шутра сaваканни – 600 ытла пуç. Грачев хресчен фермер хуçалaхeнче, “Чутеевский” ЯХПКра витесене юсаса лайaхлатнa, выльaх пуçне ÿстернe. Сaмах май каласан, Грачев фермер хуçалaхe иртнe çул кашни eнерен 6467 ытла килограмм сeт сунa. “Акконд-агро” 6000 килограмлa чикeне “штурмлать”. С.Хумышев фермер, “Чутеевский”, “Новый путь” ЯХПКсенче, Ю.Борисовпа Л.Канясев фермерсен хуçалaхeсенче те сeт сaвасси 4 пин кг урлa каçнa. «Акконд-агро» аталанса пыракан малашлaхлa предприяти. Иртнe çул унта пaрулаттармалли витене анлaлатма тытaнчeç. Ку лайaх палaрaм!

Çав вaхaтрах ял çынни килти хушма хуçалaхра тытакан eнесен йышe чакни пaшaрхантарать. Халaх тытакан кeтÿ палaрмаллах пeчeкленнe. Сутaн илекенсем сeтшeн япaх хавхалантарнипе çеç çыхaнтарни çителeксeр. Асапланнин хакне те чaтмасть текенни те пур. Çав вaхaтрах Тушкилте С.Илларионов хресчен фермер хуçалaхeнче пач урaх ÿкерчeк. Кунта тин сунa сeте тÿрех Шупашкара турттарса каяççe те молокоматсем урлa сутаççe. Посредниксемсeр, хуçалaха кашни литр сeтшeн 30 тенкe чeрe укçа пырса кeрет. Фермер иртнe çул пeр витене реконструкцилесе лайaхлатнa, тепeр вите çeнни тата сумалли зал тунa. 350 пуç сaвакан eне тытать Сергей Разинович. Проект хакe 64 млн. тенкeне ларнa. Малашне eçе йeркелессине, aратлaха аталантарассине тивeçлe шая çeклесшeн. Çамрaк выльaх илесси aнaçлах пулайман, кашни 100 eнерен 67 пaру кaна.

–Пуçламaшe лайaх, маттур! Малашлaх пысaк, анчах тупaшлa eçлес тесен, малалла тумалли, лайaхлатмалли eçсем те сахал мар. Aнaçу Сире! – терe Михаил Васильевич, фермерпа сыв пуллашнa май.

Фермер хaюллa, чaрсaр задачaсем лартакан, пуçа усман мал eмeтлe çын пулни нумайaшне килeшрe. Вaл хaй пуçарнa eç aнaçлa пуласса чунтан eненет.

–Майeпен вeренетпeр. Эпир, ял çыннисем, хула халaхне паха сeтпе тивeçтерме тытaнтaмaр – çакa чи кирли тесе шутлатaп, – хушса хучe фермер. Çынсен шухaшлавe улшaнать, сывлaхлa пулас тесен, экологи тeлeшeнчен таса, паха продукципе усa курмаллине aнланаççe хула çыннисем. Унчченхи пек мeн йÿнeрех, çавна туянасшaн мар вeсем, паха продукцишeн хаклaрах та кaларса хума хатeр.

Культурaпа кану центрeнчи тeл пулура пaтaрмах ыйтусем те паркаларeç тaвайсем. Доклад eçлe пулни лайaх-ха, анчах унта пурне те шута илеймeн. Акa çар служащийe пулнa Н.Степанов çавнашкал ыйтусенчен пeрне пачe. “Иртнe eмeрте районта 24 пин çын пурaннa, халe – 16,2 пин. Вырaнта eç çукки, çурт-йeр çавaрма пултарайманни çамрaксене хуласене хaвалать, «шабаша» кайма хистет. Укçаллa таврaнсан асапланса тар тaкнине, пилeке авнине темиçе кунра eçсе пeтерекенсем те пур. Çемьесем арканаççe. Вaлах çак ыйтaва васкавлa пулaшу парассипе çыхaнтарчe. Васкавлa пулaшу бригадисен хисепне чакарнa, 1 бригада кaна хaварнa. Вaл пeр еннелле тухса кайсан, тепeр енче, калaпaр, çын аптраса ÿкрe, aна пeр тaхтамасaр пулaшу кирлe – мeн тумалла? Ун шухaшeпе пeр бригада çеç пулни çителeксeр.

Тушкилтен килнe Людмила Камасева чунтан пaшaрхантаракан ыйтусем лартрe. Темиçе çул каялла Тушкилте участок больници eçленe. Унта сывмаррисем ытти ялсенчен те сипленнe, шaл кабинечe пулнa. Ялти больницaрах юн анализe тунa. Халe вара юн пама "çав шутра чирлe çынсен те, амaшeпе пeчeк ачасен те" кирек мeнле çанталaкра Тaвайне çити каймалла. “Мeншeн чирлe çынсен каймалла? Мeншeн тeп больницaран "поликлиникaран" палaртнa кун хaйсем пырса илмеççe яла?“ – терe вaл. Ку тушкилсемшeн кaна мар, пур ял тaрaхeшeн те çавах. Е Л.Камасеван тепeр ыйтaвe: “Кaçал çeр-шыв Культура çулталaкe тесе йышaнчe. Акa пaхaр-ха сцена çине: унта “2014 – Год культуры” тесе çырнa. Мeншeн чaвашла çырса хума маннa?“. Ку çитменлeхе Михаил Васильевич та асaрхамасaр юлмарe. Пирeн республикaра чaваш тата вырaс чeлхисем иккeшe те патшалaх чeлхисем пулса тaраççe, апла пулсан иккeшинпе те тан усa курмалла. Мeн тaвас тетeн? – Чaваш менталитечe, эпир яланах кам умeнче те пулин, мeн умeнче те пулин тивeçсeр çeртен пуç тайма хaнaхнa.

Республика Пуçлaхe кашни ыйту çинех хурав пама тaрaшрe, кирлe чухне хaйпе пeрле килнe министрсене те лару-тaрaва тeплeнрех тишкерме тимлeрех пулма ыйтрe.

–Пeтeмeшле илсен, район вaтам eçлесе пырать, кaтартусем çырлахтараççe. Анчах пурнaç пире лайaхрах eçлесе пыма хистет, унсaрaн малалла каяймaн. Вaй-хал сире! – вeçлерe сaмахне Михаил Васильевич.

И.СОЛОВЬЕВ.

Сaн ÿкерчeксенче: республика Пуçлaхe Михаил Игнатьев Тaвайри тeп больницaн поликлиникинче земство тухтaрeпе В.Чумышевапа калаçать; С.Илларионов (Тушкил) фермер хуçалaхeнчи фермaри eне сaвакан залра; тeп больницaна йышaнaва килнe ватaсемпе калаçма та вaхaт тупрe Михаил Игнатьев; Тушкилти нумай ачаллa Кирилловсен çемйине тÿлевсeр çeр лаптaкeпе тивeçтерни çинчен свидетельство панa хыççaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика