АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай тăрăхĕнче

31 января 2014 г.

Eнер пирeн района республика Пуçлaхe Михаил Игнатьевпа Правительство членeсем килсе кайрeç. Ку aнсaртран мар, мeншeн тесен çав кун районaн экономикипе социаллa аталанaвне пeтeмлетрeç, 2014 çул валли çeнe тeллевсем палaртрeç. Ертÿçe республикaшaн, районсемшeн пeлтерeшлe ыйтусене сÿтсе явнa чух кашни муниципалитет тытaмeнчех пулма тaрaшни сисeнет. Вaл вырaнти пурнaçа, унaн паха енeсемпе çитменлeхeсене тeплeнрех пeлесшeн пулнине ырламалла. Ял çыннин те республика Пуçлaхeпе тÿрремeнех çыхaнма, чунне пaшaрхантаракан ыйтaва куçран калама май пурри ертÿçeне халaх массисемпе çывaхлатать.

Eçлe визита Михаил Васильевич Игнатьевпа Правителство членeсем Тушкил ял тaрaхeн территорийeнче вырнаçнa С.Илларионов фермер хуçалaхeнчен пуçларeç. Кунта иртнe çул 2 витене – çав шутра пeрне юсаса реконструкциленe хыççaн, теприне çeнeрен туса хута янa. Паянхи кун фермaра сaвакан eнесем 350, eне выльaх 544 пуç тытаççe. Кашни eнерен 3204 килограмм сeт сунa. Машина килет те сeте тÿрех автоматсем çине ярса хулана aсатать. Хула çынни паха продукцие хапaлласах туянать. Михаил Васильевича, пит тахçан мар хресчен хуçалaхeпе пурaнса, ял хуçалaх министрe пулса курнa çынна, тем те кaсaклантарчe кунта. Лайaххине ырларe, туса eлкeрейменнине туса çитерме сeнчe вaл. Ку пысaк пуçлaх килсе вeрентсе хaварни мар, пурнaç пирeнтен тухaçлaрах, тупaшлaрах eçлеме ыйтни.

Тушкилтен хaнасем Тaвайри тeп больницaна çул тытрeç. Поликлиникaпа больница çуртне тeпрен юсанa хыççaн кунта халe таса та çутa, хaтлa, aшa. 3-мeш хутра терапи уйрaмeнче (кунтах ача-пaча валли те палатaсем уйaрнa) сипленекенсем те, 2-мeш хутра врач патне йышaнaва килнe çынсем те кaмaллa пулни сисeнет. Михаил Васильевич тeрлe ÿсeмри çынсемпе уççaн калаçма тaрaшрe, поликлиникaна мeн сaлтавпа, мeнле транспортпа килни таранах ыйтса пeлчe, регистратурaна кeрсе тухрe, кунне миçе çын пулaшу ыйтнипе, электрон черетне камсем çырaннипе, диспансеризаци ыйтaвeсемпе – сывлaх сыхлавeнче тaрaшакансен шалaвe таранах – интересленчe. Тeп больницaра eçлекенсем те, район ертÿçисем те республика пуçлaхне больницaпа поликлиникaна тeпрен юсама, унaн пурлaхпа техника базине çирeплетме пулaшнaшaн чeререн тав турeç. Eç результачeпе хaна хaй те кaмaллa юлчe: икe çул каялла курнипе хальхине танлаштарчe пулас.

Калаçaва малалла ял тaрaхeсем хушшинчи Тaвайри культурaпа кану центрeнче тaсрeç. Кунта çав кунхи тeп ыйтупа канашлу иртрe. Ун умeн Михаил Игнатьев Тeмерти вaтам шкулти В.Сучкова вeрентекене, Енeш Нaрвашри халaх театрeн режиссерне З.Васильевана, Грачев хресчен фермер хуçалaхeнчи eнесене машинaпа сaвакан Н.Ефремова оператора Чaваш Республикин Пуçлaхeн Тав хучeсемпе наградaларe. “Акконд–агро фирма” водителe Н.Иванов РФ Ял хуçалaх министерствин Тавне, Тaвайри вaтам шкулта вeренекен О.Лебедева РФ Вeренÿпе наука министерствин дипломне тивeçрeç. Савaнaçлa лару-тaрура çавaн пекех районти eçлекен тата вeренекен çамрaксен ушкaнне пултарулaх eçeнчи пысaк aнтaлушaн ятарлa стипенди панине eнентерекен свидетельствaсем, ача амaшeсене çемье капиталeн сертификачeсене парса хавхалантарчeç.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке районaн иртнe çулхи eçне пeтeмлетрe. Докладчик патне залра ларакансенчен те, республика Пуçлaхeнчен те ыйтусем чылай пулчeç.

Канашлура çавaн пекех сывлaх сыхлавeпе социаллa аталану министрe А.Самойлова, ял хуçалaх министрe С.Павлов, экономика аталанaвeн министрe В.Аврелькин, Патшалaх Канашeн депутачe Г.Васильев тухса калаçрeç, хaш-пeр ыйтусем çине республика Пуçлaхe хaй хуравларe.

–Тaвай тaрaхeнче eçчен те харсaр çынсем пурaнаççe. Района тикeссeн аталантарса пыма пур май та çителeклe. Малашне те aнaçлa eçлесе тaван район, республика ырлaхeшeн тaрaшaр, – терe Михаил Игнатьев.

Юлашкинчен Тaвай районeнче Культура çулталaкне уçнa.

Республика Пуçлaхe М.Игнатьев Тaвай районeнче пулнипе çыхaннa материалсемпе хаçатaн çитес номерeсенче тeплeнрех паллаштарaпaр.

(Хамaр инф.).

Сaн ÿкерчeксенче: тeлпулусен вaхaтeнче.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика