АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тĕл пулчĕç

24 января 2014 г.

Çулталaк пуçламaшeнче канса вaй-хал пухрaмaр. Халь вара хыçа юлнa çул кaтартaвeсене пeтeмлетнe май малтан малалла каймалла. Çакaн пирки сaмах хускатнa та Чaваш Ен Пуçлaхe Михаил Игнатьев республика правительствин членeсемпе, влаçaн федераци органeсен территори управленийeсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернe канашлура.

Пирeн район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке, унaн пeрремeш çумe, АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин, асaннa пайaн тeп специалист-эксперчe Елена Михайлова çак кунсенче ялсенчи выльaх-чeрлeх пaхакан коллективсене тухса Чaваш Республикин Пуçлaхe палaртнa задачaсемпе паллаштарнa, район экономикипе социаллa пурнaçeн аталанaвe пирки сaмах хускатнa, фермaсенче eçлекенсен ыйтaвeсем çине хуравланa.

Тенеялeнчи “Новый путь” ЯХПКри дояркaсем сeт суса илессин кaтартaвeсене ÿстернe пeлтeр. Хуçалaх ертÿçи Владислав Ананьев выльaх пaхакансен çaмaл мар eçне ытларах тимлeх уйaрма пулнa. Кaçал тенеяльсем сaвакан eнесен йышне ÿстересшeн.

Пeр условнaй eне пуçне пурe 3931 килограмм сeт сунa 2013 çулта “Дружба” ЯХПК членeсем. Малтанхи çулхипе танлаштарсан пысaкрах ку. Кeршесен пaру илесси районaн вaтам кaтартaвeсенчен те лайaхрах. Асaннa коллектив 495,4 тонна сeт тата 47,2 тонна аш-какай туса илнe.

Çавaн пекех С.Р.Илларионов, Б.Л.Алексеев, В.Г.Грачев, С.В.Хумышев хресчен фермер хуçалaхeсенче, “Можарский” тулли мар яваплaхлa обществaра, “Чутеевский” ЯХПКра пулнa район администрацийeн ответлa работникeсем.

Юн кун ирхине йeркеленe тeл пулaва çак йeркесен авторне те хутшaнма тÿр килчe. “Акконд–агро фирма” общество членeсен маттурлaхeпе паллашма çула тухрaмaр.

В.Иванов ертÿçe те шaпах фермaраччe.

–Тaрaшуллa пирeн работниксем кунта, кашниех харпaр хaй тивeçне аван пурнaçлать. Дояркaсем 1310 мaйракаллa шултра выльaх пaхаççe, çав шутра – 605 eне, пушмаксем – 142. Пeр eне пуçне 2013 çулта 5831 килограмм (районeпе 4667 килограмм) сeт сунa, 726 пaру илнe. Аш-какайпа та кaтарту начар мар пирeн общество членeсен, 113,1 тонна, – хaйсен eçeпе кeскен паллаштарма пуçларe Вячеслав Павлович.

–Eç укçи мeнле? – интересленчe район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке.

–Пeр уйaхри вaтам eç укçи 12649 тенкeпе танлашать выльaх пaхакансен.

–Апат çителeклe-ши eнесемпе пaрусем валли? – ыйтрe АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe В.Чайкин калаçaва малалла тaсса.

–Çитмелле. 735 тонна утa, 4478 тонна сенаж, 285 тонна улaм, тутлaхлa япаласемпе пуян апат 965 тонна, 3503 тонна силос пур. Кашни условнaй eне пуçне 31,2 центнер апат единици лекет. Выльaхсене йeркеллe хeл каçарасса шанатпaр, – хуравларe обществaн тeп зоотехникe Владимир Максимов.

Полина Семина доярка пeлтeр пeр eне пуçне 6005 килограмм сeт суса илсе мала тухнa. Наталия Ерастован кaтартaвe – 5817 килограмм. Антонина Антонова – 5790, Марина Белкова – 5732, Галина Петрова 4760 килограмм сeт сунa пeр eне пуçне. Çÿлерех асaннa кaтартусем пурте умeнхи çулхинчен пысaкрах.

Eне витинче пултaмaр малтан. Выльaхсем умeнче апат çителeклeччe. Кашниех хaйeн вырaнне пeлет кунта, усaсaр утса çÿрекен работниксем çук. Eнесен чeрнисене каснине сaнама май килчe. Пaрусен витине те кeрсе куртaмaр. Пeр енче пeчeкрех выльaхсем тaратчeç, тепeр енче – пысaкраххисем. Пaрусем тутa, çынсем кeнине курсан, тeпeрт-тeпeрт сиккелесе, выляса та илеççe пeр-пeринпе. Алла тaссан, пырса шaршлама та шикленмеççe, тутлa апат парасса кeтеççe, ахaртнех.

“Красная Чувашия” ЯХПКна eç кунe вeçленсен çитрeмeр. 296 мaйракаллa шултра выльaх пaхаççe кунта, вeсен шутeнче – 175 eне, 19 пушмак. Аш-какай туса илессипе начар мар eçленe енeшнaрвашсем (69,9 тонна). Пeлтeрхипе танлаштарсан, сeт туса илесси кaштах чакнa, 660,3 тонна пулнa. Пeр eне пуçне 2013 çулта 3795 килограмм сeт сунa, 152 пaру илнe. Вера Васильева, Елена Иванова, Альбина Григорьева, Валентина Федотова, Ирина Герасимова дояркaсем çaмaл мар условисенче вaй хураççe. Юрать-ха пирeн хушaра çавнашкал çирeп вaй-халлa хeрарaмсем пур, унсaрaн выльaхсене пaхакан тупма çaмaл пулмeччe. Светлана Григорьева ветврач eнесен сывлaхe пирки кaсaкланса тaрать. Таисия Николаевна Федорова заведующи отпускраччe. Нумаях пулмасть 55 çул тултарчe фермaра eмeрне ирттерекен маттур хeрарaм. Енeшнaрвашсен пeр уйaхри вaтам eç укçи – 8197 тенкe. Шел, пeр уйaх каярах параççe иккен aна.

–Пирeн хуçалaхра 210 тонна утa, 557 тонна сенаж, 200 тонна концентратлa апат пур. Пeр eне пуçне 18,5 центнер апат единици хатeрленe. Улaм, силос çук, – кeскен пeлтерчe “Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçи В.Алексеев.

Пирeн çул малалла Ленин ячeллe хуçалaх еннелле выртрe. Тaрмaшсем пурe 246 мaйракаллa шултра выльaх хeл каçараççe. Пeлтeрхипе танлаштарсан, вeсен йышe чакнa. Аш-какай, сeт туса илессипе кaтартусем начарланнa. Пeр eне пуçне 2013 çулта 2141 килограмм кaна сeт сунa. Тaрмaшри выльaх пaхакансен пeр уйaхри вaтам eç укçине ÿстерме май тупнa кaçал. Вaл 9207 тенкeпе танлашать.

Eне витинче aшaччe. Валентина Денисова, Екатерина Птичкина, Алена Иванова, Римма Корнилова, Татьяна Александрова 50-шар eне пaхаççe. Пeр выльaхe патeнчен теприн патне пaрчaкан пек чупаççe хeрарaмсем. Çиллисене тасатаççe, сумалли аппарата хaвaрт лартаççe. Пaрaхсем тaрaх сeт юхма пуçлать вара.

–Вунa çул ытла тaрaшатaп фермaра. Малтан магазинри сентре умeнче тaнa. Хaвна шанса панa тивeçе чунтан юратса пурнaçласан, пур çeрте те вaй хума аван. Кeçех пенсие тухатaп eнтe, анчах уйрaлас килмест выльaхсенчен, – хaйeн шухaшне пeлтерет Валентина Валериевна хура-шурa тeслe eнене лaпкаса илнe май.

–Эпир кaçал пeр eне пуçне 27,1 центнер апат единици хатeрленe. 263 тонна утa, 698 тонна сенаж, 60 тонна улaм, 146 тонна концентратлa апат, 419 тонна силос пур пирeн, – калаçaва хутшaнать ферма заведующийe Валерий Дмитриев.

Ленин ячeллe ЯХПК ертÿçи Виктор Николаев та выльaх-чeрлeх пaхакансемпе пeрлеччe.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке асaннa кашни коллективрах Тaвай енeн 2013 çулхи экономикипе социаллa пурнaçe мeнле аталаннипе кeскен паллаштарнa, çитменлeхсене май килнe таран пeтерме сeннe. Выльaх пaхакансен ыйтaвeсем çине хуравланa. Халaхран пухакан сeт хакe мeншeн тeрлe çeрте тeрлeрен пулнипе, eç укçин виçипе кaсaкланнa ялсенче пурaнакансем.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке “Акконд–агро фирма” обществaра eçлекенсемпе калаçать; общество ферминче вaй хуракансем; “Красная Чувашия” ЯХПК ферминчи хaш-пeр eçченсем; Ленин ячeллe ЯХПКри В.Денисова доярка eне сунa самантра.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика