АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Присяга тытрĕç

21 января 2014 г.

Иртнe эрнере Кивe Пуянкассинче пурaнакан хисеплe мaшaрпа, Галина Николаевнапа Иван Иванович Кондратьевсемпе, Тaвай ялeнчи Альбина Александровнапа Василий Васильевич Никитинсем Ковровра службaра тaракан ывaлeсем патне присяга тытнa çeре кайса килнe. Вeсем пысaк хулапа, Конституци палaртнa тивeçне пурнaçлакан салтаксем мeнле пурaннипе паллашнa. Аяк çул ывaнтарнa пулин те, интереслe çул çÿрев кaмaла кайнa.

 

Ковров Клязьма юхан шыв хeрринче вырнаçнa. Эпир пурте пeлекен Чулхула хулинчен тепeр 200 яхaн çухрaм каймалла, унта 150,4 пин çын пурaнать. Раççейри оборонaпа промышленноçaн чи пысaк центрe шутланать вaл. Пÿлeмсене тата çурта кeмелли алaксем туса кaларасси, арçынсемпе хeрарaмсем валли костюмсем çeлесси аталанса пырать унта. Историллe хулапа çывaхрах паллашма çынсем ятарласа каяççe.

...Эрне кун самаях çил çавaрттаратчe. Хамaр чун панa ывaлaмaрсене çитсе курас тeллев пире малаллах кайма хистерe. Каçхине 20 сехетре çaмaл автомашинaпа çула тухрaмaр. “Пире Турa упратaр, пирeштисем çул кaтартсах пыччaр. Умeнче те, хыçалта та, айккисенче те пулччaр вeсем”, – терeмeр малтан.

Канаш, Шупашкар хулисем хыçа юлчeç ак. Çeнe Пуянкассинчи вaтам шкулта eмeрeпех истори предметне вeрентсе тивeçлe канaва тухнa Иван Иванович çул тaршшeпех интереслe пулaмсем пирки каласа пычe, кулaшсемпе кaмaла çeклерe. Етeрне хулине те çитрeмeр çапла. Каçхине пулин те, йeри-таврара ирхинехи пекчe унта, электроэнерги вaйeпе çутатнaччe тавралaха. Вaтaр çул ытла вaй хунa иккен Иван Иванович ачасене тивeçлe воспитани парас енeпе. Унaн мaшaрe вара, Галина Николаевна, тата йывaртарах предмет суйласа илнe, вaтaр пилeк çул ытла ачасене шутлав вaрттaнлaхeсене хaвaрт тупма хaнaхтарать. Кондратьевсем Кивe Пуянкассинче çирeп кил хуçалaх çавaрнa. Виçe ача кун çути панa, пeр хeр тата йeкреш ывaлсем. Юлия аслa пeлÿ илнe, врач-гинеколог пулса eçлет Шупашкарта. Владиславпа Владимир та аппaшe пекех пeлÿ патне туртaннa, патшалaх тата педагогика университечeсенчен вeренсе тухнa хыççaн салтак аттине тaхaннa.

“Ял eçченe” хаçата кун çути парас енeпе тaрaшакан Никитинсен те виçe ача. Асли, Константин, университетра вeренсе инженер-электронщик специальноçне алла илнe хыççaн “Бреслер” фирмaра вaй хурать. Конституци палaртнa тивeçе чыслaн пурнaçланa вaл, çемьеленнe. Шaллe, Игорь та, пиччeшe пекех радиоэлектроника факультетeнче вeренсе, аслa пeлÿллe пулса тaнa. Шупашкарти электроаппаратура заводeнче инженерта eçлеме пуçланa хыççaн салтак ретне тaнa. Екатерина – Хусанти аслa шкулта...

Чулхулана çитрeмeр кeçех. Ай-ай, илeртÿллe курaнать ку хула! Икe сехете яхaн кантaмaр кунта. Унтан каллех малалла вeçтертeмeр. Çaмaл машина çинчи “Навигатор” прибор йaнaш çулпа пaрaнса кeрессинчен асaрхаттарсах пычe.

Ковров хулине ирхине ултa сехетсенелле çитрeмeр. Общежитире пÿлeм йышaнтaмaр канма. Чÿречерен пaхсан салтаксем ушкaн-ушкaнпа столовaйнелле, теприсем казармaналла кайнисене асaрхарaмaр. Хускану тaвакансем, чупакансем те пур. Ывaлaмaрсене палласа илес пек самантлaха сaнаса тaтaмaр çапла.

Çар чаçe вырнаçнa çeре кeртме пуçланине пeлтeмeр кeçех. Территори яп-яка, шaпaрпа шaлса тухнa тейeн, таса тата. Вeренмелли, çывaрмалли, столовaй тата ытти çуртсем пeр лапамра вырнаçнa.

Кeçех пире тaватa хутлa çурта кeртрeç. Ашшe-амaшe çeр-шывaн тeрлe кeтесeсенчен килнe, нумаййaн.

Кашни хaйeн вырaнeнче тaрса тухнa взводсем. Чупса пырса ыталас килчe ывaлaмaрсене курсан, анчах юрамасть.

Хушаматне асaннa хыççaн автомат йaтнa салтаксем, командир умне пырса, присяга текстне вуларeç, алa пусса çирeплетрeç çакaн пирки. “Раççейшeн вaй хуратaп!” – тесен, харпaр хaй вырaнне тaчeç салтак тумне тaхaннa каччaсем.

Çакaн хыççaн пире ывaлaмaрсемпе пeрле Ковров хулин илемeпе паллашма тÿр килчe. Каçченех çÿрерeмeр. “Чипер юлaр, Чaваш ен, район, тaванaрсен ятне çÿлте тытaр, сывлaхлa пулaр. Тaвай енре сире кeтеççe”, – тесе сыв пуллашрaмaр каçхине. “Эсир лaпкa пурaнaр, эпир сирeн ыйхaра куç шaрçи пек упрaпaр”, – сaмах пачeç чaваш салтакeсем. Икe-виçe уйaхран татах çула тухас кaмaлпа таврaнтaмaр киле. Çул çÿрев aнaçлa пулчe, çÿлти Турa пулaшса пычe пире. Лайaх илсе кайса килнeшeн Саша водителе тав тaватпaр, малашлaхра aнaçу сунатпaр aна.

Чaваш Республикинчи çар комиссариачeн Канаш хулин, Канаш тата Тaвай районeсемпе eçлекен уйрaмeнче тaрaшакансем эпир таврaнсанах ывaлсен кaмaл-туйaмeсем пирки кaсaкланчeç, службaна aнaçлa ирттерсе таврaнма сунчeç салтаксене.

Г.НИКОЛАЕВА, А.СУХАН.

Сaн ÿкерчeксенче: Ковров хулинче службaра тaракан салтаксем присяга тытнa вaхaтра.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика