АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ача сачĕн çуртне тума пуçларĕç

17 января 2014 г.

Пирeн районта та ачасем çирeп сывлaхлa, телейлe ÿсчeр тесе тaрaшаççe. Ялсенчи шкул çулчченхи учрежденисем аван eçлеççe-ха пeчeккисене тивeçлe воспитани парас енeпе. Çапах та ача садне кайма черет тaракансем те пур. Çак ыйтaва татса парас тесе чылай eç турeç район администрацийeнче вaй хуракансем. 176 вырaнлa, 8 ушкaнлaх ача сачeн тепeр çуртне тума пуçлама документсем туса пeтерчeç. Строительство eçeсене пуçлама ирeк панa eнтe.

Иртнe ытлари кун район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванеркепе вeрентÿ пайeн начальникe Олег Ломоносов eçсем мeнле пулса пынипе интересленчeç.

Тaвай ялeнчи малтанхи спорткомплекс çурчeпе юнашар, йывaçсем хушшинче шaплaх хускалнaччe. Район администрацийeн пуçлaхeн çумe, строительство, çул-йeр, пурaнмалли çурт-йeрпе коммуналлa хуçалaх пайeн начальникe А.Алексеев та унтаччe, eçлекенсене тeрлe сeнÿсем паратчe. Пeр пысaк тракторe стройка пуçланмалли вырaна юртан хырса тасатса якататчe. Экскаватор “КамАЗ” автомашина çине aпaр-тапaр тиетчe. Шупашкарти “Старатель” строительство компани” тулли мар яваплaхлa обществaн тепeр икe работникe ятарлa приборсемпе çурт никeсне ямалли вырaн мeнле лару-тaрура пулнине тeпчетчeç.

–Пысaк пeлтерeшлe объект валли уйaрнa лапама тасатса пeтермелле çывaх вaхaтра, иртен-çÿрен çынсем строительсене eçлеме ан кансeрлеччeр тесе хÿме тытса çавaрмалла, – пeлтерчeç вeсем.

–Федераллa, республика тата вырaнти бюджетсенчен пурe 81 миллион та 847 пинлeх укçа-тенкe уйaрнa ача садне тума. Паянхи куна асaннa суммaн 2 ытла миллион тенкине eçе кeртнe. Строительсен коллективeпе килeшсе татaлнa. Асaннa объекта çулталaк вeçeнче хута ямалла. Eçeр aнса пытaр сирeн, – тесе ырa сунчe Владимир Алексеевич ясли-садaн çeнe çуртне тума кaмaл тунисене.

–Шкул çулчченхи вeренÿн çeнe учрежденийe икe хутлa пулать. Пeрремeшeнче чи çамрaк, кeçeн, вaтам ушкaнсен ачисем валли çывaрмалли, хывaнмалли, вылямалли пÿлeмсем, столовaй, прачечнaй, eçлекенсен кабинечeсем вырнаçeç. Иккeмeш хутра аслa тата шкула кайма хатeрленекен ушкaнсем, методика, процедура, медицина кабинечeсем, музыка тата сывлaха çирeплетмелли зал, кладовойсем тата ытти пÿлeмсем пулeç. Çавaнпа кaçал пирeн районта пeлтeрхинчен нумайрах ача çураласса шанатпaр, – калаçaва хутшaнчe вeрентÿ пайeн начальникe Олег Ломоносов та.

Çапла пултaр, лаша çулeнче Тaвай ене аист тaтaшрах вeçсе килтeр.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: ача сачeн çурчe пулакан вырaнпа паллашнa самантра; экскаватор водителe автомашина кузовe çине тaпра тиеме хатeрленет.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика