АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Шыва кĕмелли вырăна сăвапларĕç

14 января 2014 г.

Иртнe вырсарни кун Енeш Нaрвашри Аслa Василий ячeллe чиркÿре кeлeре пулнисем килeсене саланма васкамарeç. “Нeркей çaлe çывaхeнчи шыва кeмелли вырaна сaваплама каятпaр”, – калаçрeç çынсем.

Çанталaк питe шaрaх тaнa чухне eлeк eненекенсемпе чиркÿре eçлекенсем пысaк хeрес, турaшсем йaтса, хунар тата çуртасем çутса, кeлe вуласа уя тухнa. Çак йaла-йeркене пурнaçланa хыççaн чaнах та çумaр çунa иккен. Çавaн пек майпа eненекенсем çÿрекен çуртсем хушшине çул хывнa авал (крестный ход теççe вырaсла).

Вунпeр сехетсенче чиркÿ настоятелe Георгий аттепе Александр староста тухрeç. “Иоанн Пророк ячeллe шыва кeмелли вырaнта часовня туса пeтертeмeр. Çÿлти Турa, ял-йыш пулaшнипе, халь пурте пeрле çул хыватпaр унта”, – тесе aнлантарчeç.

Турaшсемпе, хунар, хeрес йaтнa çамрaксем, чиркÿре eçлекенсем малта пычeç, эпир вeсем хыççaн утрaмaр. Енeш Нaрваш урамeпе пынa чухне пирeн йыша чылай çын хушaнчe.

Кeçех çитрeмeр Нeркей çaлe патне. Кунта та енeшнaрвашсем нумаййaн.

Çaл шaнкaртатса юхать. Валашка туллиех сиплe шывe, çумeнче – пeчeк çeнe пураллa, çутa кaвак тeслe, шeвeр тaрaллa, хeреслe часовня. Шал енне саваласа якатнa хaмасемпе сырнa, ларса канма, тумтире хывса хума сак тунa. Шыва анса каймалли çeрте картлашка, умeнче стена çинче вара турaш пур. Чиркÿ объектне çeнe хaмаллa хÿмепе тытса çавaрнa, анмалли тунa.

Шыва кeнe чухне часовньaна таса пымалли, унта пeрерeн кeмелли пирки çырса хунa. Хeрарaмсене майкaпа шыва кeме сeннe. Чирлекенсен чaмма тaхтамалла иккен, пит-куçа çуса илсен те юрать. Часовньaра пирус туртма, эрех eçме, начар сaмахсемпе вaрçма, уявсем йeркелеме юрамасть.

Георгий атте пил панипе Александр Герасимов, Артем Игнатьев, Денис Федоров тата ытти çамрaксем пуçарчeç çак ырa eçе.

С.Зобов, Д.Николаев, В.Никитин, А.Григорьев, И.Федоров, А.Егоров, А.Шутов, М.Иванов, А.Ефимов, Д.Алексеев, К.Николаев, А. Григорьев, Е.Станюков тата ыттисем вaй хучeç кунта.

С.Мижеев, В.Михайлов, П.Дмитриев, В.Данилов, П. Алексеев, М.Алексеев, А.Петров, А.Лукин, Э.Фомин, А.Николаев, А.Герасимов, А.Мижеев, А.Игнатьев, В.Николаев, И.Софронов, А.Кошкин, С.Софронов, А.Ананьев, Е.Лукин, А.Васильев, Ф.Николаев, А.Николаев, Н.Петров, Н.Станюков, В.Васильев aстасене те ырaпа асaнмалла.

Георгий атте, В.Никитин, В.Кузьмин, М.Иванов, Л. Иванова, Д.Федоров, С.Николаев, А.Николаев, Е.Иванов, Н.Петров, А.Петров, С.Скороходов, В.Данилов, А.Федотов, В.Емельянов, А.Васильев, Е.Трофимов, С.Иванов, Н.Станюков, Д.Кузьмина, А.Печков, С.Константинов, О.Софронов, В.Софронов, И.Васильев, Ю.Ефимов, А.Ванерке, В.Петров, А.Кузьмин, Г.Станюков, П.Васильев, В.Ванерке, С.Дмитриев, А.Шутов, Л.Сергеев, А.Николаева, А.Федотов, А.Шутов, А.Игнатьев, М.Герасимова, Е.Данилов, А.Ефимов, Ю.Степанов, Р.Софронов, О.Иванов, А. Владимиров, А.Герасимов, А.Иванова, С.Николаев, А.Иванов, А.Егоров, Е.Егоров, А.Михайлов, А.Дмитриев, С.Софронов, Ю.Кузнецова, Т.Кузнецова, В.Кузнецова укçа-тенкe парса пулaшрeç. Хушамачeсене çырманнисем ан çиленччeр, пурне те асaнаймарaмaр тен..

В.Майраслова, А.Герасимова, А.Иванова, З.Софронова, Л.Николаева нимере eçлекенсем валли вeри апат хатeрлерeç.

Часовньaн уявне район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке тата А.Ермолаев, Г.Петров протоиерейсем, Л.Бараматов иерей, И.Ключников, И.Филиппов иеродиаконсем, Стефан епископ, Енeш Нaрваш ял тaрaхeнчисем тата ыттисем хутшaнчeç.

–Таврара çакнашкал хaтлa часовня çук. Турa шыва кeнe кун тeлне пысaк парне турeç хaйсем валли енeшнaрвашсем. Ырa eçе хутшaннисене пурне те тав, Турa пулaшсах пытaр сире, – терe юлашкинчен Канашпа Тaвай районeсен епископe Стефан, пил пачe.

Шыва кeмелли вырaна "купель" сaвапланa хыççaн хaюллисем çaл тарасине виçe хут чaмса та тухрeç.

Енeшнaрвашсем çакaнпа кaна лaпланса ларасшaн мар, ырa, пуçаруллa шухaшсем татах пур вeсен. Малашне те çeнe eмeтсене йышпа пурнaçа кeртсе пымалла пултaр.

Христос Турa шыва кeнe чухне, январeн 18–19-мeшeсенче, Тaвай ен çыннисене çeнe часовньaра шыва кeме йыхравлаççe. Асaннa парнене пeрле хакласшaн.

А.МИЖЕЕВ, Енeш Нaрвашри чиркÿ старости. А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: А.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика