АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Тăвай ен çыннисем уявра

10 января 2014 г.

Раççей Президенчe Владимир Владимирович Путин 2014 çул çитнe ятпа саламланa хыççaн районта пурaнакансем Тaвай ялeнчи культурaпа кану центрe умeнчи тeп елка патне васкарeç.

“Çeнe çулпа, çeнe телейпе!” программа йeркеленe кунта. Таврана саланакан хаваслa кeвe пурне те ташлама йыхaрать. Çут çанталaк та çынсене çeнe çул пуçланнa ятпа саламлама aнтaлчe, пeлeтрен пeр хушa кaпaшка юр çуса тaчe.

–Уява пуçлама Хeл Мучипе Юр Пике çук. Айтaр пурте пeр харaс чeнер вeсене, – терe программaна ертсе пыракан.

Кeçех Хeл Мучипе Юр Пике те çитрeç, пухaннисене Лаша çулe пуçланнa ятпа саламларeç. Культурaпа кану центрeнче вaй хуракансем тeрлe юрaсемпе паллаштарчeç пухaннисене. Çынсем пурте пeрле юрларeç те, ташларeç те, илемлe, çÿллe чaрaш тавра çаврaнчeç. Аслaраххисем те, кeçeннисем те пaхса кaна тaмарeç, чунeсенчи савaнaçа ыттисемпе пeрле пайларeç.

Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке Çeнe çулпа Раштав уявeсемпе саламларe. Хыçа юлнa çулaн ÿсeмeсене асaнчe, кaçалхи тeллевсем çинче чарaнса тaчe. Çирeп сывлaх, вaрaм eмeр, телей, савaнaç сунчe уяврисене.

Йaлана кeнe пек кeçех пeлeтелле çутa, хeрлe, сарa, кaвак тeслe фейерверк çутисем вeçсе хaпарма пуçларeç. Таçта çÿлте вeсем тeрлe эрешсем çине салана-салана сÿнчeç. “Ура-а! Çeнe çул çитрe! Пурте туслa пурaнар, тар кaларса вaй хурар!” – тесе кaшкaрчeç уяврисем.

Вaйa, кулa, ташa, юрa ирхине тaватa сехетченех пычe кунта. Тaвайсем пeр-пeрне ырa сунчeç çав кун. Çавнашкал çeкленÿллe кaмaлпа пуçларeç культура çулне район çыннисем.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика