АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Çĕнĕ çулхи хаклă парне

10 января 2014 г.

Чутей ялeнче пысaк спорт уявe пулчe. Сочире хeллехи олимпиада пуçланас умeн ялти пeтeмeшле вaтам пeлÿ паракан шкул территорийeнче хоккей площадки уçaлчe.

Хÿме тытнa каток йeри-тавра тeрлe тeслe ялавсем вeлкeшеççe, илемлe кeвe янaрать. Пухaннa çынсен сaнeсенче хаваслaх çиçет. Коньки сырнa ачасем пaр çинче ярaнаççe. Чи пeчeкки вара кунта – М.Шерне. Коньки çинче çирeп тaрать.

Акa, Шупашкар, Канаш, Тaвай энергосеть уйрaмeсенчен кeтнe хaнасем килсе çитрeç. Уява райадминистраци пуçлaхeн çумe В.Чайкин уçрe. Канашри Кaнтaр электричество сечeсен производство уйрaмeн директорe, хамaр ял çынни В.И.Титов пуçарaвeпе, вaл ертсе пынипе тата тaрaшнипе çак катока уçни çинчен пeлтерчe. Район администрацийeн пуçлaхe В.А. Ванерке, “Чувашэнергон” (МРСК Волги) тeп инженерaн çумe И.М.Шкриль, Канашри Кaнтaр электричество сечeсен производство уйрaмeн директорe В.И.Титов, Тaвайри РЭС начальникe Т.И.Иванов, “Аль” ФСК директорe А. Н.Кириллов тухса калаçрeç. Хaнасем çак каток ачасен сывлaхне çирeплетме, пушa вaхaта усaллa ирттерме, спорт енeпе аталанма пулaшни çинчен чарaнса тaчeç. Кунта хeлле хоккейла, çулла футболла выляма пулать. Чутейпе юнашар вырнаçнa ялсенчи ачасемшeн те ку каток чаплa парне пулчe.

Килнe хaнасем Чутей шкулне спорт хатeрeсем парнелерeç.

Юлашкинчен шкул директорeн eçeсене туса пыракан Н.В.Большов тата профком председателe Н.С.Куракина çакaн пек пысaк та хаклa парнешeн хaйсен, вeренекенсен тата ашшe-амaшe ячeпе тав турeç.

Малалла уява районти культура çуртeнче eçлекенсем тaсрeç. Вeсем хитре юрaсем шaрантарса çынсен кaмaлне çeклерeç. Хeл Мучипе Юр Пике ял çыннисене вaйa картине пухса савaнтарчeç.

Уяв вeçнелле шкул ачисенчен йeркеленe “Упа” тата “Барс” командaсем хоккейла, Канаш тата Тaвай электрикeсем футболла вылярeç.

Халe, хeллехи каникул вaхaтeнче, хоккей площадкинче кaнтaрла та, каçхине те ачасен хаваслa сасси илтeнет. “Питe пысaк тав Валерий Иванович Титова пире çавaн пек пысaк парне кÿнeшeн”, – теççe вeсем.

Л.МИХАЙЛОВА, З.ИВАНОВА. Чутей ялe.

Сaн ÿкерчeксенче: уява уçнa самант; ачасем хоккейла выляççe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика