АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Чутей тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç

24 декабря 2013 г.

Çулталaк вeçленсе пынa май район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке ял eçченeсемпе тeл пулать.

Кeçнерни кун тавралaх çутaлма eлкeрейменччe-ха, Владимир Алексеевичпа унaн пeрремeш çумe, АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин çула тухма пуçтарaннaччe. Вeсем пeрле пыма сeнсен, хаваспах килeшрeм. Ара, ял çыннисен пурнaçeпе çывaх паллашнинчен пахараххи çук хаçатçaшaн та.

Çaмaл автомашина Чутее хaвaрт çитерчe. “Eнесем валли апат тиеççe, механизаторсемпе калаçар-ха малтан”, – сeнчe район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке яла пырса кeнe çeрте тракторсем eçленине асaрхасан. “Виталий Михайловпа Петр Севостьянов выльaхсемшeн тaрaшса çывaрма та пeлмеççe ав”, – сaмах хушрe Валерий Васильевич механизаторсене алa тытса. Районтан килнисем ял eçченeсемпе калаçнa хушaра сaмсана сенаж шaрши кaтaклама пуçларe. “Выльaх апачe пахалaхлa пултaр тесе тaрaшнa чутейсем, лайaх упранать, техeмлe шaрши еплерех сарaлнa таврана”, – вeçрe пуçра шухaш.

Машинaпа трактор паркне çитрeмeр кeçех. “Чутеевский” ЯХПК управляющин тивeçeсене пурнaçласа пыракан Николай Кузнецовпа Владимир Походкин тeп инженера тeл пултaмaр. “Сеялкaсене хeле хатeрленe-ха, тракторсене юсаççe-и?“ – интересленчeç Владимир Алексеевичпа Валерий Васильевич.

–Eçлетпeр, – пулчe кeске хурав.

Владимирпа Валерий Цырульниковсем, Анатолий Яклашкин, Владимир Филиппов, Вячеслав Козлов трактористсем eçе пуçaнма хатeрччe шaпах. Сeтел хушшинче темeн пирки хeрсех калаçатчeç арçынсем. Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванеркепе унaн пeрремeш çумe, АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин Раççей Президенчeпе В.В.Путинпа Чaваш Республикин Пуçлaхe М.В.Игнатьев Çырaвeсем пирки сaмах хускатрeç машинaпа трактор паркeнче eçлекенсемпе.

Чутейри пeтeмeшле практика врач офисeнче таса та aшa, тирпейлeччe. Сипленекенсем тeрлe процедура йышaнатчeç. “Кунти медицина работникeсем питe ырa кaмaллa. Ман пек ватa çынсене те сиплеççe”, – хeпeртесе пeлтерет 76 çулхи Василиса Филиппова. Офис çурчeн тaррине юсанa иккен кaçал. “Чутей, Çeнe Ишпуç, Амалaх ялeсенче пурaнакансене тeрлe чир-чeре хирeç тaмалли условисене лайaхлатма пулaшнaшaн район тата больница администрацийeсене тав тaватпaр”, – тет Валентина Федорова фельдшер.

Чутей ял тaрaхeн администрацийeнче Лев Медведев ертÿçe кeтсе илчe. Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке территорири ялсенчи урамсене юртан тасатассине тата каçхине электроэнергипе çутатса тaрассине, Çeнe Çул уявeсене ирттерессине мeнле йeркелени пирки интересленчe. Нумай ачаллa çемьесем валли çурт тума çeр уйaрас ыйтaва хускатрe.

Ялти шкулта Владимир Алексеевичпа Валерий Васильевич чи малтан директор тивeçeсене пурнaçласа пыракан Николай Большова çуралнa кунпа саламларeç, çамрaк aрaва тивeçлe воспитани парас eçре aнaçусем сунчeç. Вeренÿ çуртeнче юсав eçeсем пынa, çурт тaррине юсанa, столовaйeнчи оборудование çeнетнe, кухньaра та улшaнусем пулнa. “Кунта чи тутлa апат пeçерекенсем тaрaшаççe”, – шÿтлет Валерий Васильевич. “Ара, çамрaк aру ырa та сывa çитeнтeр тесе тимлетпeр вeт”, – теççe хeрарaмсем.

Кaнтaр электричество сечeсен директорe Валерий Титов тaван ялeнчи çамрaксем валли парне тума тeллев тытнa, шкултан инçех мар хоккей коробки хатeрлет, йeри-тавра хaмасемпе тытса çавaрнa. Ачасем çeрлечченех çутaра ярaнччaр, выляччaр тесе коробкaн икe айккине те электропередача линийe кармалли юпасем лартнa. “Çакнашкал коробка районта пeрре пулать, электроçутaпа”, – хeпeртерeç район администрацийeн ответлa работникeсем. Вeсем шкул çуртне йeри-тавра пaхса çаврaнчeç, çулла тумалли eçсене палaртрeç.

–Чaваш Енре паянхи кун 130 ытла турфирма eçлет. Пирeн районти Василий Восторгин “Паснерка” проекта пурнaçа кeртет ав. Сивe пулин те eçлеççe-ха унта, – тет Владимир Ванерке асфальтлa çул хeрринчи илемлe объектсемпе кeрсех паллашма сeнсе. Кунти eç фронтне йeркелесе пыракан Олег Восторгинран çывхаракан çeнe çулта тата мeнле тeллевсем пурнaçламалли пирки ыйтса пeлчeç. “Урал” автомашинaн урапине лартакан О.Гавриловпа Ю.Восторгина, В.Шамбулина, Р. Иванов бульдозериста, погрузчикпе тaрaшакан А.Иванова çaмaл мар eçeнче aнaçусем сунчeç Владимир Ванеркепе Валерий Чайкин. Çулла валли кунти хaш-пeр çуртсем хатeр пуласса шанма пулать.

–Тaвай енeн хастар çыннисемпе сахал мар eç тума пултартaмaр кaçал. Тaван тавралaх илeртÿлeхe хамaртан килет, тепeр çул тата нумайрах тeллев пурнaçласчe-ха, – пeтeмлетрeç eçлe çул çÿреве район администрацийeн ответлa работникeсем.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: eçлe çул çÿрев вaхaтeнче.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика