АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Амăшĕсен уявĕ иртрĕ

26 ноября 2013 г.

Районти хeрарaмсен совечeн анлa ларaвe пулчe. Унaн eçне район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке, Тaвай енри хeрарaмсен совечeн председателe, халaха социаллa пулaшу паракан пай начальникe Л.Аввакумова, район администрацийeн eçeсен управляющийe О.Ломоносов, ялсенчи канашсен ертÿçисем, обществaлла пурнaçра активлa амaшeсем хутшaнчeç.

Владимир Алексеевич пухaннисене уявпа саламларe: “Амaшeн кунe – пирeн çeр-шыври чи хисеплe уяв. Обществaра ача çитeнтерекенсене хакланине çирeплетет ку. Эсир ывaл-хeрeрсене лайaх воспитани парса çитeнтеретeр, eçре, пурнaçра ырa тeслeх кaтартма та eлкeретeр. Пысaк тав сире, хeрарaмсем, амaшeсем, çемье вучахне упракансем. Ачaрсем талантлa çитeнччeр, аслисене хисеплеччeр, яланах çeнни патне aнтaлччaр. Сирeн таврара яланах тимлeх хуçалантaр. Çирeп сывлaхлa, ырa кaмaллa, телейлe пулaр. Çемйeрсенче туслaхпа юрату вaй илсех пыччaр”.

Район экономикипе социаллa пурнaç аталанaвeн кaтартaвeсемпе, Республика кунне хатeрленнe тапхaрти тата ытти eçсемпе кeскен паллаштарчe, умри тeллевсене палaртрe В.Ванерке.

Тaвай енри хeрарaмсен совечeн членeсем обществaлла пурнaçра хaйсен чун-чeри хушнипе ырa тeслeх кaтартаççe. Вeсем тивeçлe канaва тухнисемпе тачa çыхaнса eçлеççe. Çакaн пирки каласа кaтартрe “Раççейри пенсионерсен союзe” обществaлла организацин районти уйрaмeн председателe А.Алексеева. Вaл ватa çынсен пурнaçeпе интересленсе килeсене, ветерансен çурчeсене кайса курма, кирлe пулсан пулaшма чeнсе каларe.

Районти демографи кaтартaвeсем çинчен ЗАГС уйрaмeн начальникe З.Павлова пeлтерчe.

Вунa уйaхра 129 ача çуралнине, 230 çын пурнaçран уйрaлнине, 64 çeнe çемье çавaрнине, 44 мaшaр уйрaлнине регистрациленe. Ашшe кам пулнине çирeплетни – 12, ят улaштарни сакaр тeслeх пулнa.

Ача çураласлaх Тaвай, Йaнтaрчa, Мучар ял тaрaхeсенче малтанхи шайрах. Мaшaрсем уйрaласси Çeнe Пуянкасси ял тaрaхeнче чакнa.

Çакaн хыççaн уявaн чи савaнaçлa пайe пуçланчe. Район администрацийeн Хисеп грамотисене Алевтина Павловна Александрова eç ветеранне тата Амалaхри хeрарaмсен совечeн председательне Валентина Сергеевна Майорована, Тaрмaшри вaтам шкулaн вeрентекенне Елена Николаевна Матросована “Единая Россия” партин Чaваш Енри уйрaмeн Тав хутне парса чысларe Владимир Алексеевич.

Тeмер ялeнчи Большовсен çемйи килен-каякана aшшaн кeтсе илнипе, пeр-пeрне aнланса-пулaшса пурaннипе, ырa кaмaллa, активлa пулнипе уйрaлса тaрать. Вeсем районта, республикaра иртекен мероприятисенче малти вырaнсене йышaнаççe. “Социаллa- ответлaхлa çемье” номинацире çeнтернe ку кил-йыш. Хисеп грамотипе хаклa парне парса савaнтарчeç вeсене.

“Eçчен çемье” номинацире Тушкил ялeнчи Степановсене çитекенни пулман. Вeсем пысaк хушма хуçалaх йeркеленe. Ачисем пeчeклех eç çумне çыпaçса ÿснe, çын тaрaшнине хаклама пeлеççe. Ывaнма пeлмесeр вaй хурсан кaна ÿсeмсем пулни пирки aнланаççe Степановсем. Хисеп грамотипе парне пачeç вeсене те.

“2013 çулхи çемье” ятлa районти конкурсaн кубокне вара Ураскасси ялeнче пурaнакан Алина Николаевнапа Владимир Николаевич Никифоровсем çeнсе илнe. Мaшaр виçe ача çитeнтерет. Вeсем хaйсен ыйтaвeсене май килнe таран хaйсемех татса параççe. Çeнe çурт туса лартнa. Хeрeсемпе ывaлe, ашшe-амaшe хушшинчи aшпиллeх, туслaх, ырa кaмaллaх кунсерен çирeпленсе пырать. Никифоровсем Тaвай ен чысне республикaра хÿтeлeç.

Çавра сeтел хушшинчи калаçу малалла тaсaлчe. Хeллехи вaрaм каçсене усaллa ирттерме тeллев лартрeç обществaлла пурнaçра ырa тeслeх кaтартакан амaшeсем.

Г.ЕГОРОВА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

А.НИКИТИНА сaн ÿкерчeкeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика