АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Малалла-ха пурнăç, малалла!

19 ноября 2013 г.

Енeш Нaрваш. Ноябрeн 16-мeшeнче пирeн ентеш, СССР тата чaваш халaх артистки Вера Кузьмина 90 çул тултарчe. Хaй çуралнa куна вaл ниçта та мар тaван тaрaхра паллa тума шутларe. Сцена çaлтaрне тата пeрле килнe ентешeсене ял-йыш çaкaр-тaварпа, чaваш сaрипе, чи aшa та çепeç сaмахсемпе кeтсе илчe. Хaнасем Енeш Нaрвашри историпе астaвaм музейeнчи экспозицисемпе, Вера Кузьминичнана халалланa куравсемпе кaсaклансах паллашрeç. 15 çул каялла халaх артистки тaван яла килсен видеопа ÿкернe фрагментсемпе, унaн аса-илeвeсемпе çeнeрен паллашни те чуна тыткaнламалла пулса тухрe. Тeл пулaва район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке те хутшaнчe, юбиляра ырлaх-сывлaх, телей, вaрaм кун-çул, творчествaра çитeнÿсем сунчe. Ун хыççaн тeл пулу ялти информаципе культура центрeнче малалла тaсaлчe. Халaх артисткине вырaнти “Саймал” ушкaн, Зоя Васильева юрaç çепeç юрaсемпе саламларeç. Чaваш Республикин халaх артисчeн Иван Ивановaн юррине те питe хапaлласа йышaнчeç нaрвашсем.

Мухтавлa ентеше саламлакансем хушшинче Нaрваш ял тaрaхeн пуçлaхe В.Петров та пулчe, вaл чи aшa та çепeç сaмахсем тупма тaрaшрe, хaнасене кунта кeрсе тухма ерçÿ тупнaшaн тав турe. Надежда Кузьминапа Валерий Карпов юрaçсем нaрвашсене юрa хыççaн юрa парнелерeç.

В.ПЕТРОВ, Енeш Нaрвашри историпе астaвaм музейeн заведующийe.

х х х

Тaвай. Юбилейри тeп мероприятисем çав каç Тaвайри культурaпа кану центрeнче пулчeç. Фойере Чaваш наци музейe халaх артисткин юбилейe тeлне хатeрленe “Театр – манaн пурнaçaм” курав eçлерe. Вaл 19 планшетран тaрать. Вeсене артисткaн пурнaçeпе пултарулaхне уçса паракан тeрлe çулсенчи сaн ÿкерчeксене вырнаçтарнa. Куравпа Л.Данилова библиотекарь паллаштарчe. Юбилярпа хaнасем тeрлe çулсенчи сaн ÿкерчeксем умeнче вaрахчен чарaна-чарaна тaчeç. Курав уйaх вeçeчченех Тaвайра юлать.

Тeл пулу каçe аншлагпа иртрe. Залра, балкон çинче пeр пушa вырaн юлмарe. Çынсем стена çумeнче тaрса та пулин хaйсен юратакан артисткине курасшaн пулчeç. Пирвай палaртнa пекех, пултарулaх каçe А.Пaртта пьеси тaрaх лартнa “Укçа чул кастарать” спектальпе пуçланчe. Тeп рольре – эпир пурте юратакан Вера Кузьмина (Альтук). Çулeсене кура мар витeмлe сaнарсем калaплама пултарчeç СССР халaх артистки Вера Кузьминапа РФ тата Чaваш Республикин халaх артистки Нина Яковлева (Матÿç). Рольсенче çавaн пекех хамaр ентеш, Чaваш Республикин тава тивeçлe артисчe Сергей Иванов тата ытти артистсем вылярeç.

Пьесaри eçсем хальхи саманапа çыхaннa. Постановкaн ячe те çавнах çирeплетет. Пурнaçра эпир çынлaх, тaванлaх, çынна ырa тaвас туйaмсене, чыслaха çухатса пыратпaр. Ун вырaнне пирeн чун-чeрене укçа чирe шeкe пек кaшлать. Йeрке-тирпей никeсeсем арканаççe. Çак темaна 70–80 çулсенчех вырaссен паллa писателe Валентин Распутин ыттисенчен çивeчрех хускатнaччe (калaпaр, унaн повеçe тaрaх лартнa “Чуна кивçен илеймeн” постановка). Ку тема А.Пaртта пьесинче те вырaн тупнa. Альтук ватлaхне пeр пeччен eмeрлет. Ывaлeсем пур-ха унaн, анчах амaшe патне килсе те курмаççe. Кÿршeри ватa Матÿç Альтука хeрхеннипе ывaлeсем патне “Аннÿн икe сысна, пусса тирпейлекен çук” тесе шaнкaравласан кaна, тепeртакран ывaлeсем килсе çитеççe. Анчах вeсен ватa амaшне пулaшас шухaш çук, тeллевe те – унaн пeтeм укçине çавaрса илесси. Амaшeн чeри çакна туять, вaл уншaн çав тери ыратать. “Нивушлe сире эпех çуратса ÿстернe?“ – тет Альтук.

Постановка пире çынлaха вeрентет, укçа хыççaн (вaл та кирлe-ха пурнaçРа) хaваласа çын картeнчен вeçерeнмелле мар, çыннaн çи-пуçран кaна мар, чун-чeрепе те илемлe пулмалла. Халe вара эпир нумай чухне çaмaл пурнaçа шыратпaр, eçрен писсе пыратпaр. Ялсем ватaлаççe, шкулсем, медпунктсем хупaнаççe, eçкeпе иртeхесси сарaлнa. Çавна пула ашшe-амaшe ачисене кирлe пек пaхаймасть. Пeр сaмахпа, куракана шухaшлаттаракан спектакль. Артистсем хaйсен сaнарeсене туллин уçса пама тaрaшрeç.

Спектакль вeçленсен юбиляра, артистсене ура çине тaрса тaвaллaн алa çупса саламларeç, тав турeç Тaвай районeнче пурaнакансем. Ку вара спектакль aнaçнине те, тaван енре чaваш артисчeсене яланхи пекех юратнине кaтартса парать. Районта Чaваш академи драма театрeн обществaлла филиалe eçленe сакaр вуннaмeш çулсем аса килеççe. Пурнaçри нумай улшaнaва пaхмасaр кураканпа чaваш театрe хушшинчи çыхaну татaлман. Мeн чухлe aшa туйaм, çепeç сaмахсем пулчeç çав каç культурaпа кану центрeн сцени çинче. Кам кaна саламламарe пуль пирeн Вера Кузьминана: район администрацийeн пуçлaхe, депутатсем, сывлaх хуралçисем, вeрентекенсем, Нaрвашран килнe ентешeсем... Мускавран РФ ял хуçалaх министрeнчен Н.Федоровран, РФ культура министрeнчен В.Мединскирен, “Справедливая Россия” политика партийeн председателeнчен С.Мироновран саламлa телеграммaсем килнe. Юратнa артисткaна, 66 çул чaваш театрин сцени çинчен кайман Верук аппана кашни хaйeн чун aшшине пама тaрaшрe. Çапла чысларe Тaвай ен хaйeн мухтавлa хeрне. Вaл çак çулсене пурaнса çитнeшeн, хaйeн иксeлми таланчeпе паян кун та куракана савaнтарма пултарнaшaн, пирeнтен кашниех чунтан савaнать. Пысaк карапа – инçе вeçев! Пирeн юрату aна пурнaçра вaй-хaват парса тaтaр.

И.ИВАНОВ.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

В.НИКИТИН сaн ÿкерчeкeсем.

Фотограф: В.НИКИТИН

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика