АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ял ĕçченĕсен уявне çĕнĕлле йĕркелерĕç

1 ноября 2013 г.

Çeр eçченe авалтанпах уй-хир пушансан кaна çeнe тырaран çaкaр пeçерсе çемйипех астивнe. Çак йaлана чaваш халe те йeркелесе пырать. Ывaннине пeлмесeр тар кaларнa хыççaн, пeр кeрекене пухaнса, хaйсем мeнле eçленине пeтeмлетеççe коллективсем. Пирeн районта ял хуçалaхeнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра eçлекенсен кунне иртнe юн кун уявларeç.

Кaçал ял eçченeсене малтан Тaвайри краеведени халaх музейне пуçтарaнма йыхравлани ку профессиллe уява çeнeлле йeркелеме тeллев тытни пирки систерчe. Вунa сехетре çынсем музей залeсенчи экспонатсемпе пикенсех паллашатчeç. С.Сергеева директор каласа кaтартатчe. Çeр eçченeсене ытларах ял хуçалaхeн мухтава тивeçлe çыннисем çинчен калакан стенд кaмaла кайрe пулас, тeрлe наградaсемпе хисеплe ятсене тивeçлe пулнисен сaн ÿкерчeкeсене чылайччен сaнарeç вeсем. Шупашкартан илсе килнe тeрлe кaмпасен муляжeсен куравe те кaсaклантарчe пухaннисене. Чылайaшe пирки ыйтса пeлчeç. Светлана Архиповна тeплeн хуравларe.

Унтан пурте пeрле “Çамрaклaх” кафене çул тытрaмaр. Çумaрлa çанталaк пулнa хыççaн тÿпене сап-сарa хeвел тухрe палaртнa кун. Йывaр eçре вaй хуракансене aшa пайaркисемпе ачашларe те ачашларe вaл. Хaйсен тивeçeсене пурнaçлассишeн вaй-хала шеллемесeр тaрaшнисене тав турe çапла майпа хeвел.

Кафене тeпрен юсарeç кaçал. Çeнелнe залра хаваслa кeвe илтeнет. Пырса кeрсенех “пучах” куç тeлне пулчe. Сeтелсене икe айккипе чалaшшaн лартса сaнарлa ÿкерчeк тунa йeркелекенсем. Кeрекене вырнаçнa ял eçченeсем вара пучах aшeнчи тырa пeрчисене аса илтерчeç. Еплерех илeртÿлeх!

Уява программaна ертсе пыракан О.Соловьева aшa сaмах каласа уçрe.

Унтан пурте ура çине тaрса “Алран кайми аки-сухи” юрра вeçне çитичченех шaрантарчeç. Чaваш наци конгресeн, аграрире вaй хуракансен гимнe хaватлaн янaрарe залра. Унaн сaмахeсем çeр eçченeсене çитес çул тата пысaкрах ÿсeмсем тума хавхалантарчeç eнтe.

Илемлe чaваш тумне тaхaннa тaватa пике ЧР ял хуçалaх министрeн çумне Н.Якимова, “АККОНД” обществaн генеральнaй директорeн çумне А.Ананьева, “Акконд–агро фирма” обществaн комбайнерне Б.Ильина, Грачев хресчен фермер хуçалaхaн машинaпа eне сaвакан операторне Л.Шуйкована çeнe тырaран хатeрленe çавра çaкaрсем пачeç. Eç тaвакан тата законсем кaларакан органсене, çeр eçченeсемпе выльaх-чeрлeх пaхакансене хисеп туни пулчe eнтe ку.

Унтан район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке сaмах илчe. Малтан Тaвай ен çыннисен хaш-пeр ÿсeмeсемпе кeскен паллаштарчe, пухaннисене тата асaннa отрасльте eçлесе тивeçлe канaва тухнисене aшшaн саламларe. «Эсир çeр-шыв, республика, район, ял пурнaçне лайaхлатассишeн кашни харпaр-хaй тÿпине хыватaр. Пысaк тав сире пуриншeн те. Эпир сирeн çaмaл мар eçeрпе мухтанатпaр, малашне тата хавхалануллaрах пулма сунатпaр», – терe юлашкинчен Владимир Алексеевич.

ЧР Пуçлaхeн Михаил Игнатьевaн, ял хуçалaхeн министрeн Сергей Павловaн aшa сaмахeсене тaвайсем патне Николай Петрович çитерчe, уяв ячeпе саламларe пурне те.

“АККОНД” обществaн генеральнaй директорe, Чaваш Патшалaх Канашeн депутачe Валерий Иванов тaвайсене eçре хавхалантарсах тaрать. Хальхинче те сeтелсем хушшинче ларакансене кашнине пылак çимeçсен пуххине пачeç. Пирeн сумлa ентешeмeрeн aшa сaмахeсене Александр Михайлович вуласа пачe.

Район пуçлaхe Владислав Васильев, перекет банкeн Тaвайри уйрaмeн ертÿçи Александр Краснов, Раççейри ял хуçалaх центрeн ЧР филиалaн районти пайeн начальникe Виталий Синяков, “Поддержка” страхлакан компанин представителe Елена Скворцова, ял хуçалaх eçeн ветеранe Михаил Яковлев, район администрацийeн пуçлaхeн пeрремeш çумe – АПК аталанaвeпе экологи пайeн начальникe Валерий Чайкин тата ыттисем те тухса калаçрeç, çaмaл мар eçре aнaçусем сунчeç.

Хaйсен тивeçeсене аван пурнaçласа пыракансене вaхaтра хавхалантарнинчен те чылай килеççe малашлaхри çитeнÿсем.

Кaçал çынсене парнесемпе савaнтарассине çeнетнe район администрацийeн АПК аталанaвeпе экологи пайe. Малтан РФ ял хуçалaх министерствин Тав çырaвне, ЧР ял хуçалaх министерствин, ЧР Патшалaх Канашeн Хисеп грамотисене Шупашкартан килнe хaнасем – Н.Якимовпа А.Ананьев тата район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке пачeç. Ку чыса “Акконд–агро фирма” обществaн сeт-çу комплексeн начальникe Н.Мальцев, “Шимкусский” ЯХПК кассирe А.Данилова, “Чутеевский” ЯХПК зоотехникe Н.Кузнецов, Грачев хресчен фермер хуçалaхeн тата “Акконд–агро фирма” обществaн дояркисем Л.Шуйковапа П.Семина тивeçлe пулчeç. Вeсене Хисеп грамотисeр пуçне “Тaвай районeнчи ял хуçалaхeн 2013 çулхи чи лайaх работникe” тесе çырнa медаль тата хаклa парне пачeç.

Унтан “Тaвай ен” халaх ансамблe юрa-ташaпа саламларe.

Район администрацийeн Хисеп грамотисене Владимир Алексеевичпа Владислав Васильевич пачeç. 15 çын тухрe залра ларакансем умне. Вeсем хушшинче механизатор, доярка, пaру пaхакан, ветеринар, кeтÿçe, тeрлe eç тaвакан, склад заведующийe, çaкaр пeçерекен, кладовщица тата ытти профессиллe çынсем пур.

Юрa саламe хыççaн Владимир Алексеевичпа Валерий Васильевич тата тепeр 12 eçчене медальпе, хаклa парнепе хавхалантарчeç. Вeсем çавaн пекех Шупашкартан килнисене, ял хуçалaх eçeн ветеранeсене те медальпе чысласа хисеплерeç.

Тaвайри культурaпа кану центрeн eçченeсем – В.Александрова, Р.Маркова, В.Абржина, А.Абрамова, О.Соловьева, В.Степанов, В.Иванов, В.Шакртов, Ф.Трифонов тата Л.Соловьева (Çeнe Пуянкасси) хaйсен пултарулaхeпе чылайччен савaнтарчeç çeр eçченeсемпе выльaх пaхакансене.

“Тaвайри кооператив” потребобществaна, “Тaвайри общепит” обществaна çeнe залра лайaх тивeçтернeшeн, “Тaвай çaкaрe” общество eçченeсене çeнe тырaран авaртнa çaнaхпа хатeрленe çaкaрпа булка изделийeсен куравeшeн тав турeç уява пухaннисем. Хаваслa кeвeпе юрларeç-ташларeç çакaн хыççaн, пeрле канашласа малашлaх тeллевсене палaртрeç, уявaн çeнe программине йeркелекенсене ырa сунчeç, çeкленÿллe кaмaлпа килeсене саланчeç. Паян пирeн район делегацийe Шупашкарти уява хутшaнать.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика