АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Вĕрентекенсене чысларĕç

8 октября 2013 г.

Эрне кун район администрацийeн пeчeк залне педагогика eçне çÿллe шайра туса пырса мухтава тивeçлe пулнисем пухaнчeç.

Малтан Тaвайри искусствaсен шкулне çÿрекенсем хaйсен пултарулaхeпе паллаштарчeç. Ю.Иванова юрланине алa çупса йышaнчeç пурте.

...Вeрентекен. Унaн сaнарe пирeн асaмaрта aшa тата ырa енсемпе кaна палaрма пултаракан çын евeр яланлaха юлать. Ÿссе çитeнсе пурнaçaн сарлака çулeпе утма пуçласан та учителeн пысaк пeлтерeшлe, витeмлe сaмахeсене манмастпaр. Вeсем пекех кaмaллa, eçчен, нумай пeлекен пулма тaрaшатпaр. Йывaрлaхран шикленсе пуçа усмастпaр.

Чaваш Ен патшалaхeн политикин тeп тeллевeсенчен пeри – Раççей вeрентeвeн йaлисене упрасси, пуянлатасси, вeсене аталантарсах пырасси.

Пирeн республикaра вeрентÿ тытaмне çeнетес eçе пысaк тимлeх уйaраççe. Çeнe шкулсем тaвас, киввисене юсас, вeсен пурлaхпа техника базине пуянлатсах пырас енeпе чылай тaрaшаççe. Тÿлевсeр учебниксемпе тивeçтереççe тата ытти те. Вeрентÿ процесeнче информаци технологийeсене eçе кeртессипе малта пыраççe чaвашсем.

Пархатарлa профессие суйласа илнисен ÿсeмeсем пирки хавхаланса каласа кaтартрe кeскен спортпа физкультура тата туризм министрeн пeрремeш çумe А.Яковлев. Пухaннисене пурне те çирeп сывлaхлa, вaрaм eмeрлe, яланах aшa кулaллa пулма сунчe.

Тaван районeнчи вeрентекенсен уявeнче савaнма кaмaлланa кaçал “АККОНД” акционерсен обществин генеральнaй директорe, Чaваш Патшалaх Канашeн депутачe В.Иванов.

70 çулхи юбилейне паллa тунa коллективaн eçe-хeлeпе кeскен паллаштарчe Валерий Николаевич. Пирeн районти “Акконд–агро фирма” УАО пирки те асaнчe. Предприяти ял хуçалaх промышленноçне аталантарма пулaшать. “Сeт фестивалe–2013” курав иртнe республикaра. Тaвайсем унтан Дипломсемпе таврaннa. Чи нумай сeт туса илнeшeн тата продукци сутассине аван йeркеленeшeн панa вeсене. “Аслисем eç çине пысaк тимлeх уйaрнa тeслeхсемпе паллаштарса ÿстермелле пирeн çамрaксене”, – терe В.Иванов. Уяврисене Вeрентекен кунeпе саламларe, aнaçусем сунчe.

ЮНЕСКО йышaннипе юпа уйaхeн 5-мeшeнче Вeрентекен кунне паллa тaваççe çулсерен. Вeренÿ тытaмeнче тaрaшакансен професси уявe вaл.

–Пирeнтен кашниех хaйeн пeрремeш учительне сума сaвать. Вaл пире вулама, çырма, тaвансене, çуралнa вырaнсемпе çeр-шыва юратма вeрентет. Пурнaçа интереслe, хаваслa, илeртÿллe тума çирeп пeлÿ кaна пулaшнине aнлантарать учитель. Вeренекен – сирeн чaтaмлaхaн, юратaвaрaн, чун aшшин пайe. Авалтанпах учитель ачасене aслa тaнлa, ырa кaмaллa пулма хaнaхтарнa. Паянхи кун вара вaл хaйeн тавракурaмне аталантарасси пирки те манмасть, çамрaксене те тaтaшах пeлÿ енне aнтaлма вeрентет.

Тавах, сире пурне те, ырми-канми eçeршeн, учитель тивeçне шанчaклa туса пынaшaн. Çирeп сывлaх, телей, ÿсeмсем сунатaп, – çакнашкал aшa сaмахсемпе пуçларe калаçaвне район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке.

Районти вeрентÿ системине лайaхлатас енeпе тунa хaш-пeр eçсем çинче чарaнса тaчe вaл.

Вeрентÿпе çамрaксен политикин пайeн начальникeн В.Шакровaн саламне те тaвaллaн алa çупса йышaнчeç педагогика eçeнче вaй хуракансем.

Унтан пысaк сума тивeçнe вeрентекенсене тeрлe наградaсемпе чысларeç: “РФ пeтeмeшле вeрентeвeн хисеплe работникe” паллaпа – С.Кириллова (Çeнe Пуянкасси), Л.Смолинана (Тaрмaш), РФ вeрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе – Л.Павлова воспитательницaна (Енeш Нaрваш), Г.Егорована (Тaвай), Н.Большована (Тeмер), И.Григорьевана (Тaвай); ЧР вeренÿпе çамрaксен политикин министерствин Хисеп грамотипе – Н.Кузьминана (Йaнтaрчa); район администрацийeн Хисеп грамотипе – В.Сучкована (Тeмер), О.Ильинана (Тaвай), В.Владимирована (Çeнe Пуянкасси), Л.Николаева воспитательницaна (Тaрмaш); район администрацин Тав çырaвeпе – Э.Ларионована (Тaвай). Çавaн пекех вeрентÿпе çамрaксен политикин пайeн чыславне те хaш-пeр учительсене пачeç. Енeш Нaрвашри шкул çулчченхи вeренÿ учрежденийeнче тaрaшакан Л.Павлова тата Тaвайри искусствaсен шкулeн преподавательe Н.Петрова республикaри конкурсра çeнтернeшeн пысaк сумма укçа-тенкe илмелли свидетельствaллa пулчeç.

Хaйсен eçне пысaка хурса хакланaшaн вeрентекенсен ячeпе Тeмерти вaтам шкул директорeн воспитани енeпе eçлекен çумe Н.Большова тата Л.Павлова (Енeш Нaрваш) тав турeç. Çeкленÿллe кaмaлпа, малашне лайaхрах eçлес eмeт-тeллевпе саланчeç педагогсем уявран.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeкре: уяв саманчeсем.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика