АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Ярмăрккара – кĕр парнисем

1 октября 2013 г.

Иртнe шaмат кун çанталaк самаях тeлeнтерчe. Сивe çил таврари йывaçсене силлерe, пeлeтрен çумaр тaкaнчe. Ку çеç-и-ха? Кeçех юр пeрчисем те ÿккелеме пуçларeç. Пeрремeш юр кaçал авaн уйaхeн 28-мeшeнчех çурe. “Мeн хaтланать-ха çанталaк? Паян районта уяв вeт-ха? Кeрхи ярмaркка“,– тесе шухaшласа 10 сехет çитеспе Тaвайри культурaпа кану центрeн çурчe умне васкарaм. Йывaç тeмисем йaтнa çынсене хирeç тeл пултaм.

–Суту-илÿ пуçланнa та-и ярмaрккара? Çумaртан та шикленмен-и eçченсем? тeпчерeм эпe пикенсех.

–Сутаççe, илекенсем те пур, черет вaрaмланиччен кайaр хaвaртрах,– сeнчeç тавралaха симeслентерес eмeтпе çунатланнaскерсем.

Чaнах та, Патaрьел питомникeнчен килнисем савaнтарма пуçланa та иккен çынсене. Пeри шултра çырлаллa хурлaханлa пуласшaн, теприне хaмла çырлин тeми кирлe, виççeмeш килти пахчара груша çитeнтерсе çeмeçeсене тутанма пуçласшaн, тaваттaмeш хeлле лайaх упранакан панулмиллe пуласшaн тата ытти те. Çавaн пекех Саранск хулинчен, Канаш районeнчен килнe пирeн районта пурaнакансене йывaçсен хунавeсем сутма.

Хaш-пeр ял хуçалaх коллективeсем те айккинче юлмарeç. “Акконд-агро фирма” акционерсен обществи хaйсем çитeнтернe тыр-пул, Çaлпуçeнчи “Родник” коллектив, Сaхaтпуçeнчи А.Охотниковaн хресчен фермер хуçалaхe çeрулми сeнчe уяврисене. “Чaваш Енри пулaçсемпе сунарçaсен союзe” обществaлла организаци тaвайсене тахçанах паллаштарнa хaйeн таварeпе. Тeрлe пулaсем тaтaшах илсе килеççe вeсем. Ярмaрккара та хавхаланса eçлерeç пулa eрчетекенсем, çынсен кaмaлне çeклерeç.

Кил хуçалaхeсенче тeрлe хунав, чечек, пахча çимeç çитeнтереççe çынсем. О.Кузьмина (Тaвай), Л. Шакина А.Леонидов, Н.Петрова (Тaрмaш) çумaрпа юр çaвать пулин те шикленмен, ярмaрккана тухнa хaйсен таварeсене кaтартма. И.Кузьмина (Тaвай) çынсем хeлле урисене ан шaнтчaр тесе тимлерe, кaçатaсемпе тивeçтерчe.

“Тaвайри кооператив” потребобщество eçченeсем çeрeпе çывaрман пулe чaнах. Вeсем çaкaрпа булка изделийeсен пысaк куравне йeркеленe. Тортсем, хуплусем, çaкaр, батон, печени-кeлентeр тата ытти япаласем вaрaм сeтел çине аран-аран вырнаçаççe. Карçинкка пeçерсе сaнарланa, ак, “Тaвай çaкaрe” тулли мар яваплaхлa обществaра eçлекенсем. “Кeрхи ярмaркка – 2013”,– тесе çырса хунa шурa çaнaхран хатeрленe издели çине. Шашлaк тeтeмлесе сaйларeç тата кооператорсем.

Тaвайри культурaпа кану центрeн фойинче йeркеленe куравсене пeр сехете яхaн пaхса çÿрерeм пуль. Мeн кaна çук-ши унта(! Кeр тaвайсен пÿлмисене самаях пуянлатнa иккен хaйeн парнисемпе. Районти ял тaрaхeсенче вeренекенсемпе пурaнакансем пахча çимeçрен хатeрленe япаласене тыта-тыта пaхрaм. Симeс курaк çинче чупакан чeрeпсем, кавaнран хатeрленe куçлaхлa асанне, чиполлино (хeрлe кaшманран), Золушка туфлийeсемпе савaнaçлa автобус (тaрaхла кавaнран) тата ытти сaнарсем пур вeсен хушшинче, пурне те асaнса пeтерме çук. Фантазийe чaннипех чаплa вара çынсен.

Тaвайри ача-пaча пултарулaхне аталантаракан центрaн, искусствaсен шкулeн выставкисем те чылайaшне тыткaнларeç уявра. “Хамaр районтах пултаруллa çынсем нумай иккен. Тeрлe куравпа паллашма таçта кайса çÿремелле те мар”,– пeлтерчeç харпaр хaй шухaшне пухaннисем.

–Çанталaка пaхмасaр тухнa-ха ярмaрккана, маттур,–пaшaлтатрeç теприсем.

“Тaвай ен” халaх ушкaнe (ертÿçи Н.Иванова) илемлe юрa шaрантарса уяврисене культурaпа кану центрe умeнчи сцена çывaхне пыма йыхaрчe. Илeртÿллe кeвe сивeпе eнтeркенe, çумaрпа йeпеннe çынсене хавхалантарчe, хaш-пeрисем тапaртатса ташлама та пуçларeç.

Енeш Нaрвашри “Тeпел” клуба çÿрекенсем чaвашaн илемлe тумeпе килнe. Хывaнсах юрларeç аслa aрури çынсем. Фольклор ушкaнне район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке Тав çырaвe пачe. Асaннa ялти культурaпа информаци центрeн халaх режиссерe З.Васильева пeччен юрларe.

Кeçех сцена çине В.Степанов тухрe. Çепeç кeвe саланма пуçларe таврана. Çак йeркесен авторe пeлекен сaмахсем илтeнсе кайрeç.

“Тaвай енeм, Тaвай ен,

Тeнчепе пырсам пeр тан.

Малаллах эс илсе кай,

Тумалли пирeн нумай”,–тесе шaрантарать юрaç. Темиçе çул каялла çырнa сaвва кaмaлланa иккен районти культурaпа кану центрeнче eçлекенсем. Тивeçлe кeввине тупнa В.Степанов, хaй юрласа çынсене пуçласа паллаштарчe. Эппин, ыттисене тивeçлe eçех пурнaçлать хаçат журналисчe. Сивe çанталaкра вeри чей eçсе aшaннaнах туйaнчe çакaн хыççaн.

Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке сaмах илчe кeçех. Вaл пухaннисене çывхаракан уявсемпе aшшaн саламларe, кeрхи ярмaрккара пурне те лайaх канма сунчe. Унтан Владимир Алексеевич “Çамрaк çемье” программaпа килeшÿллe пурaнмалли условисене лайaхлатма патшалaх пулaшaвe илмелли свидетельствaсем пачe хaш-пeрисене. Ырлaх-сывлaх, телей, нумай ачаллa пулма сунчe.

“Кeркунне çулça тaкaнни” театрализациленe представлени сaнарeсем те уява тухнисен кaмaлне хавха кeртме тaрaшрeç.

“Çанталaк хaйeн куççульeпе пирeн кaмaла сÿрeклетеймерe”,– тесе саланчeç килeсене çынсем. Кeрхи ярмaрккана ирттерме пулaшнa уйрaм çынсене, коллективсене комисси тав тaвать, пурне те пурнaçра aнaçу сунать.

А.НИКИТИНА.

Сaн ÿкерчeксенче: уяв саманчeсем.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: А.НИКИТИНА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика