АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Йăнтăрчăсемпе тăвайсем – малтисем

13 сентября 2013 г.

Сентябрeн 14-мeшeнче СССР летчик-космонавтне, икe хутчен Совет Союзeн Геройне Андриян Николаева асaнса Шупашкарта çaмaл атлетсен республикaри 75-мeш эстафета чупaвe пулать. Вeçeм çумaр çунине пула aмaртусен районти тапхaрне иртнe эрне кун ирттерме май килмерe. Анчах текех хaварса пыма çуккипе, çумaра пaхмасaр, ытлари кун “Аль” ФСКпа ДЮСШ стадионне чупма юратакансем пухaнчeç. Ытти çулсенчи пек йышлaн пулаймасан та, чупу çулe çинчи хастарлaх чакмарe.

Стартсем умeн спортсменсене район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке саламласа aнaçусем, лайaх кaмaл-туйaм сунчe. Çумaрe те, кeтнe пекех, вaхaтра чарaнчe, чупакансене чaрмантармарe.

Çaмaл атлетикaра камсем вaйли тÿрех палaрчe. 9-мeш клас таран вeренекенсем хушшинче тaвайсемпе йaнтaрчaсем тата мучарсем мала тухрeç. Вaтам шкулсен ушкaнeнче Йaнтaрчa шкулeн команди çeнтерчe (физкультура учителe Н.Степанов), Тaвай шкулeн – 2-мeш вырaн. Иртнe çул Тaвай шкулeн икe команди те пeрремeш пулнaччe, кaçал вара йaнтaрчaсем 3-мeш вырaнтан тÿрех 1-мeшне хaпарчeç, тeмерсем 3-мeш вырaна юлчeç.

Вeрентекенсен ушкaнeнче Тaвай шкулeнчи Н.Максимова 1-мeш тапхaра ыттисенчен чылай маларах çитрe те, эстафета патакне Е.Морякова пачe. Тaвайсемпе пуянкассисем хытa тупaшрeç, анчах М.Сорокина финиш коридорне пeрех пeрремeш çитсе кeчe. Пуянкасси шкулeн вeрентекенeсем 2-мeш вырaнтах юлчeç. Мучар шкулe каллех 3-мeш пулчe.

Ял тaрaхeсенчен aмaртaва чутейсем кaна хутшaнчeç. Вaйлa чупакансем Элпуç, Тушкил, Йaнтaрчa, Пуянкасси тaрaхeсенче те пурччe, анчах вeсене йeпе çанталaк шиклентерчe пулас, aмaртусене килмерeç.

Предприятисемпе организацисен ушкaнeнче халaхaн социаллa тивeçтерÿ центрeн туслa команди çeнтерчe (директорe А.Степанов), сывлaх сыхлавeн eçченeсем иккeмeш пулчeç.

Райадминистрацин управленийeсемпе пайeсем хушшинче вeрентÿ пайeпе экономика, йeркелÿпе тeрeслев eçeн тата информаци тивeçтерeвeпе финанс пайeсем – малти вырaнсенче.

Çемье командисенчен кaçал Çeнe Пуянкассинчи Кирилловсем – Сергей Павловичпа Эльвира Николаевна тата вeсен ывaлe Даниил – маххa памарeç. Вaрманхeрринчи Сормовсем – Николай Ивановичпа Алина Петровна тата вeсен хeр ачи Ксюша – иккeмeш картлашка çине тaчeç.

Енeш Нaрваш ял тaрaхeнчи ветерансен командине те палaртмалла. Çeнтерÿçe командaсене пурне те дипломсемпе тата кубоксемпе наградaланa, “Ял eçченe” хаçат редакцийe Кирилловсемпе Сормовсен çемйисене тата Йaнтaрчaри вaтам шкул командине 2014 çулхи пeрремeш çур çулта илсе тaма район хаçатне тÿлевсeр çырaнса парать. Мала тухнa командaсем çак эрнере район чысне республикaри aмaртусенче хÿтeлeç. Çиле май чупу вeсене!

В.КУЗНЕЦОВ, О.КИРИЛЛОВА, И.СОЛОВЬЕВ.

Сaн ÿкерчeксенче: финиша çитес умeн; Кирилловсен çемйи; Тaвайри вaтам шкулта eçлекенсен команди; социаллa тивeçтерÿ центрeн команди.

Фотограф: И.СОЛОВЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика