АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Чутейсем акаççĕ тата выраççĕ

27 августа 2013 г.

Паллa eнтe, кaçалхи тыр-пула пухса кeртнипе кaна кeрхи eçсем вeçленмеççe. Пeр вaхaтрах çитес çулхи тухaç никeсне те хывса хaвармалла. Çавaн пек малашлa eçсенчен пeри пулса тaрать те кeр тыррисене агротехника тeлeшeнчен чи лайaх сроксенче акса хaварасси. Чи лайaххи вара яланах хaвaрт иртет. Çавaнпа унпа вaхaтра усa курса eлкeрмелле.

“Чутеевский” ял хуçалaх кооперативeнче августaн 22-мeшeнче кeрхи тeш тырa культурисем акма пуçaннa. Виталий Шерне управляющи каланa тaрaх, вeсене икçeр гектартан кая мар акма палaртнa. Иртнe эрне кун икe агрегат акатчe, иккeшe те сарлака акакан СЗ–5,4 сеялкaсемпе. Виталий Шамбулин агрегачe Чутейрен тухса Çeнe Ишпуç ялне каякан асфальтлa çулaн кaнтaр енче акатчe. Унпа пeрле Сергей Жарковпа Денис Кабартов çамрaксем сеяльщикре тимлеççe. Тракторe – Беларус 1221 маркaллa. Агрегат кeрхи ыраш акать. Удобренисeр. Сеялкaран сÿресем, катоксем кaкарнa. Кусем вaрлaха тикeс шaтса тухма пулaшeç. Сaмах майaн каласан, агрегата вaрлaхпа Владимир Юркин студент ГАЗ–52 машинaпа тивeçтерсе тaрать. Типe çeр, чaн та, муклашкаллaрах: сухаласа та, кайран кaпкалатса та кирлe пек йeркеленсе çитеймен курaнать. “Анчах акма чaрмантарсах каймасть”,– теççe акаçaсем.

Утар çывaхeнчи уйра Виталий Михайлов агрегачe тусан мaкaрлантарать. Ку агрегат МТЗ-82 тракторпа кeрхи тулa акать, Сеялки, маларах асaнтaм eнтe, СЗ-5,4. Сеяльщикeсем – Зинаида Походкинапа Елизавета Кабартова. Вeсем вaрлaх кeнине, тивeçлe тарaнaшне варaнса пынине сaнасах тaраççe, куçран вeçертмеççe. Хальхинче Петр Севостьянов вырaнне Владимир Михайлов кeлетрен машинaпа вaрлaх илсе тухнa.

Акакансем патeнчен çаврaнса килнe чухне çула май тенe пек малалла акма çeр хатeрлекен агрегат патeнче чарaнтaм. Беларус 1221 тракторпа Лавренти Шерне пулчe. Тракториста çамрaклах Тeмерти вaтам шкулта пeлÿ илнe чухне вeреннине каларe. Кайран aсталaха ÿстерсе пынa. Пeр хушa машинaпа eçленине шутламасан, ыттине трактор рулe умeнче ирттернe. Халe вaл сухаланa çeре дискаторпа кaпкалатса хатeрлетчe.

Вырмапа ака вaхaтeнче йeтем пeлтерeшe пысaк. Чутей хуçалaхeн витнe йeтемe, кeлечeсем ялтан хeвел тухaç енче вырнаçнa. Кусем хуçалaхaн тырa центрe пулса тaраççe. Çапнa тырa та кунта пырса кeрет, тасатса хатeрлени те упранать, кeр тырри вaрлaхe те çавaнтанах уя aсанать. Кунта вaрлaхлaх, фуражлaх, сутлaх тырaсем пурте пур. Кашнине тивeçлe кондицие çитереççe. ОВС-20, ОВС-25, Петкус–Гигант сортировкaсем, тырa погрузчикeсем пур йeтемре. Кунти eçсене Надежда Филиппова ертсе пырать. Ун çине пeрре пaхсах вaл eçе йeркелеме, çынсене eçлеттерме пултарни курaнать. Анчах вaл хaйне мар, пeрле eçлекен рабочисене пикенсех мухтарe. “Eçрен юлмаççe, тaрaшуллa, eç майне пeлеççe”,– терe. Унтан пурне те ятран-шывран асaнма тытaнчe: Вера Козлова, Валентина Юркина, Надежда Козлова, Елизавета Шамбулина, Надежда Волкова, Светлана Юркина, Вероника Юркина, Галина Андреева, Геннадий Яклашкин (машиновед), Вячеслав Походкин (водитель). Тавах-ха, енчен те пурне те çырса eлкeртeм пулсан. Кÿрентерес марччe чуна парса eçлекенсене.

–Eçсем кал-кал пулса пыраççe. Пурне те вaхaтра eлкeрсе пыма тaршатпaр. Халe çурхи тулa кeме тытaнчe йeтеме,– лару-тaрупа паллаштарчe Надежда Васильевна эпe вырсарни кун ун патне шaнкaравласан.

Паллa eнтe, комбайнсемсeр тата комбайнерсемсeр тырa кeмест йeтеме. Эрне кун каçпа комбайнсем йeтем çывaхeнчи уйра урпа çапса тeшeлетчeç. Пурe икe “Палессе” комбайн хуçалaхaн. Вeсемпе Владимир Филипповпа Герасим Цветков тата Анатолий Яклашкинпа Владимир Цирульников eçлеççe. Çапса илнe тырра комбайнсем патeнчен ытларах Альберт Васильев ГАЗ–53 машинaпа турттарса тaнине пeлтeмeр. Eлкeреймен чухне çак eçе КамАЗпа eçлекен Александр Походкина та явaçтарнине каларeç. Транспорт тивeçтермест тесе комбайнсен чарaнса тaрас çук-çке-ха. Пулса çитнe тыррaн тунара ларас çук вeçeм, çанталaкe те нÿрлeхрех кайрe авa. Çавaнпа кашни eçeн хaйeн вaхaчe пур.

Хуçалaх кантурeнче компьютер умeнче тимлесе eçлесе ларакан Татьяна Юркина тeп бухгалтер кaçал кeр тыррисем çуртрисенчен самай лайaхрах пулнине каларe. Ыраш гектар пуçне 24 центнер, кeрхи тулa 17 центнер тухaç панa”,– терe. Урпапа çурхи тулa вара аплах мар, чылай начартарах. Чaн та, вырма вeçленмен-ха: халe çапса илекен çурхи тулa хaй 185 гектар йышaнать. Тунти кун тeлне 65-шне çапнa унтан. 10 гектар хуратул пур. Çавaнпа уйра та, йeтемре те eç малалла пырать. Кeр акине илес пулсан, eнерхи кун тeлне 120 гектар акнине пeлтeмeр.

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ÿкерчeкeсенче: акаçaсем – Виталий Шамбулин механизатор, Сергей Жарковпа Денис Кабартов сеяльщиксем; Лавренти Шерне механизатор; йeтемре eçлекен маттурсен ушкaнe.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Фотограф: И.ГЛАДКОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика