АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » Малалла вырса çапаççĕ

23 августа 2013 г.

Ял хуçалaх предприятийeшeн те, унта eçлекенсемпе ял халaхeшeн те тырa туса илни питe пeлтерeшлe. Вaл яланах çeр eçлекенсен eçне хакламалли виçе пулнa. Чaннипе çакa халe те улшaнман. Енeш Нaрвашри йeтемре пултaм та виçeм кун, тырa сортлакансем çeнe тырaшaн еплерех савaннине хамaн куçaмсемпе курса eнентeм.

Йeтеме çитнe-çитмен, унта eçлекен тaванaм Юлия Геннадьевна Майраслова машина патне пырсах кeтсе илчe. Вaл, Ирина Петровна Спиридонова тата Елена Ивановна Андреева, йeтемпе складсен заведующийe Антонина Дмитриевна Николаева каланa тaрaх, кунтах “прописка” тупнa тесен те юрать: вeсем вырма вaхaтeнче те, кайран хeлле те йeтемпе складра тaрмашаççe иккен. Вeсемсeр пуçне Наталия Анатольевна Петрова, Альбина Михайловна Моисеева, Василий Егорович Иванов машиновед, Михаил Николаевич Ефимов водитель тaрaшаççe йeтемре хальхи вaхaтра. Çeнe тырра аллаççe, вaрлaхлaх, фуражлaх, сутлaх хатeрлеççe. Кирлe пулсан, сортировкaсене кaнтaрла та чармаççe, иккeмeш смена шучeпе те eçлеççe черетленсе. Eç чарaнса ан тaтaр, теççe. Антонина Дмитриевна çирeм çултан кая мар eнтe складсен заведующийeнче. Ирина Петровна Спиридонова вара хaш культура еплерех тухaç панипе хапaлах паллаштарчe. Ун аллинче – тивeçлe документсем, хутсем, шута илсе пынисем. Сортлa урпа кaçалшaн чи пысaк тухaç панине пeлтeмeр – гектар пуçне 18 центнер. Вaл 36 гектар çинче пулнa. 154 гектар çинчи урпа 12-шер центнер – пурe 1848 центнер тухнa, 154 гектар çинчи çурхи тулa вара гектар пуçне 6 центнер çеç тухaç панa. Кeрхи туллaн тухaçe те пысaк мар.

Халe йeтеме пaрçапа сeлe хутaшe кeме тытaннa. Вaл 50 гектар çинче. Начарах мар çитeннe пулас, машинaсем тaтaшрах килсе тaраççe комбайнсем патeнчен.

Тырра Николай Владимирович Федоровпа Илья Валерьянович Васильев водительсем ГАЗ-53 машинaсемпе турттараççe. Çапса илмелли 110 гектар çинчи çурхи тулaпа 50 гектар викaпа сeлe хутaшe юлать халь ÿкнe уя пeтерсен. Комбайнсемпе Петр Георгиевич Дмитриев тата Сергей Анатольевич Лазаревпа Владимир Николаевич Алексеев (кооператив ертÿçи) вырса çапаççe. Кусем, юлашкисем, кaçал вырма пуçлансан туяннa “Вектор-410” комбайнпа çапса тeшeлеççe тырра. Кивви те маттур вырса çапать те, çeнни тата капашлaрах eçлет. Комбайнe хаклa пулсан та, савaннa енeшнaрвашсем aна туяннaшaн. “Унсaрaн юттисене çаптарма тиветчe, тыррaн сахал мар пайне вeсем илсе каятчeç. Халe – пурте хамaрaн: комбайнe те, тырри те”,– терeç.

“Векторaн” (вaл районeпе те виççe кена) кeçех бункерe тулчe. Ун патне васкарe Николай Федоров ГАЗ-53 машинaпа. Николай Владимирович, хaй каланa тaрaх, хeрeх çул шоферта. Малтанхи вунa çулне ДОСААФaн автошкулeнче eçленe, ыттине – тaван хуçалaхра. “Нива” СК-5 симeс комбайнпа тырa çапса тeшeлекен Петр Георгиевич Дмитриев вара çитес çул утмaл тултарать, çав шутран хeрeх çулне ытла техникaпа туслa. Вaл – «Чaваш Республикин тава тивeçлe механизаторe».

Вaт мeнле хастарсем вaй хураççe “Красная Чувашия” ял хуçалaх кооперативeн тырa уйeнче.

Выльaх апачe те малалла хатeрлеççe кооперативра. Таисия Николаевна Федорова ферма заведующийe каланa тaрaх, вaл иртнe çулхинчен ытларах пулe – хисепeпе те, пахалaхeпе те. Анатолий Григорьев нимeç косилкипе çулнa люцерна массине Вячеслав Иванов, Владимир Афанасьев, Вячеслав Герасимов МТЗ тракторсемпе ферма çывaхeнчи сенаж траншейине турттарса тaраççe. Владимир Павлов Т–150, Петр Лукин ДТ-75 тракторсемпе массaна таптаса пусaрaнтараççe. Иккeмeш пысaк траншея пулать ку. Ял çумeнчи уйра Олег Григорьев иккeмeш хут çулнa люцерна утине рулонлать. Олег Лукич çaвeпех утa-улaм рулонланине каларeç. Рулонсене вaрaм хранилищeсенче упраççe. Çакa та лайaх. Хальхи рулонсем сип-симeс пулса пыраççe. Выльaхсемшeн хeлле мeн тери паха апат eнтe. Хальхи вaхaтра выльaхсем – кeтÿре, ура айeнчи йÿнe те симeс апатпа сeт начарах мар антараççe. Eнесем хeле лайaх ÿтпе кeрсен, ун чухне те продукци хушасса шанма пулать. Вaл ытларах пулсан, тупaшe те пысaкрах пулe. Çавaншaн, тулaх пурнaçшaн вaй хуратпaр мар-и?

И.ГЛАДКОВ.

Сaн ÿкерчeксенче: П.Г.Дмитриев комбайнер “Нива” СК-5 тата В.Н.Алексеев “Вектор” комбайнсемпе тырa пуссинче; О.Л. Григорьев утa пухса рулонлать; йeтемре.

Сaн ÿкерчeкeсем авторaн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика